Архив - 11 Июн, 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ

11 Июн, 2015

Эпĕ... канатăп

«Мĕн ĕçлетĕр?» - Мускавран шăнкăравлать мăшăрăм. «Ĕне сурăм. Сыснасене апатлантартăм. Чăх-чĕпе витене хупрăм. Халĕ... сана кĕтме пуçларăм», - ăнлантартăм ăна. Арçын ыран килсе çитсенех пурнăç çăмăлланать-ха та. Ун чухне килти пĕтĕм ĕçе хăй çине илет вăл. Эпĕ вара... канатăп.

Тĕпелте такам утнипе вăранса кайрăм. 3 сехет кăна çитет. Упăшка тăнă иккен. Ыйхă килмесен вырăн çинче выртма юратмасть вăл: е пÿртре, е картишĕнче ĕç тупать. Эпĕ татах çывăрса кайнă. Ах, ыйхи мĕнле тутлă. Сăмсана кăтăклакан кукăль шăршипе çеç куçа уçрăм. Мăшăрăм паçăрах чуста çăрнă иккен.

11 Июн, 2015

Ултав çулĕ кукăр - аттестатсăр хăварма та пултарать

Çу кунĕсем çитнĕ май пĕрисен ĕç хушăнать, теприсен, пачах тепĕр май, пушă вăхăт нумайланать. Иккĕмĕшĕсем - шкул ачисем паллах. Анчах вĕсем те вăхăта сая ямаççĕ. Аслисене пулăшаççĕ, хăшĕ-пĕри вăхăтлăх ĕçе те вырнаçать. Ан тив, кĕçĕнреххисем ытларах урамра чупаççĕ. Пултăр - усăсăр мар. Хĕвел çинче, уçă сывлăшра çамрăк кĕлетке çирĕпленет. Ку та паха.

9-мĕшпе 11-мĕш классен вара хĕрÿ тапхăр пырать. Экзаменсем. Республикăри шкулсенче юлашки шăнкрав кăçал 11,2 пин хĕрпе каччăшăн янăрарĕ. Вĕсенчен 6,5 пинĕшĕ вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухать.