Архив - 20 Июн, 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ

20 Июн, 2015

Ку тăрăхра Макçăмсем татах та çуралĕç-ха

Машинăпа вĕçтерсе пынă май нумай-нумай çул тÿпенелле кармашакан симĕс хырсем, анлă та сарлака уй-хир, çерем çинче ирĕклĕн çÿрекен лашасемпе пĕчĕк тихасем чÿречерен мĕлтлетсе юлаççĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ Шăмăршă тăрăхĕ! Йĕри-тавра - вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман, уçланкăсем...

20 Июн, 2015

Хунав çирĕп ÿстĕр

Чăваш Республикинче Ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй должноçне 2012 çулта саккунпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Çак ыйтусемпе ĕçлемешкĕн Вячеслав Рафинова шаннă.

20 Июн, 2015

Тупăш та, киленÿ те кÿрет

Елчĕк тăрăхĕнчи Кĕçĕн Таяпара ÿркенмен, ĕçшĕн çунакан Ивановсен витере йыш хушăнсах тăрать. Тенкĕ çумне пус хушма пĕлеççĕ вĕсем. Тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăрах ултă ĕне таран усрать çемье паян. Вăкăрсемпе пăрусем те - картиш тулли. Сурăхĕсем те сахал мар. Вунсаккăрăшĕ хăй - пĕр кĕтÿ.

20 Июн, 2015

Чăваш Ен тĕнче шайĕнчи çăлтăрсене йышăнать

Ĕнер Шупашкарта çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕ уçăлчĕ. Ку ăмăрту 6-мĕш хутчен çеç иртет-ха. Пуçласа ăна 2009 çулта Португалири Лейрире ирттернĕ. Ун чухне Раççей команди, нимĕçсем хыççăн, иккĕмĕш кăтартупа палăрнă. 2010 /Норвеги, Берген/, 2011 /Швеци, Стокгольм/, 2013 /Аслă Британи, Гейтсхед/ çулсенче вара Раççей команди ылтăна вĕçертмен. Пĕлтĕр Германири Брауншвейгра эпир каллех иккĕмĕш вырăна юлтăмăр. Малтанхи пекех пĕрремĕшсем - нимĕçсем. Хальхинче, Шурă Шупашкарăмăрта, Раççей командине пуринчен те хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах пулма сунатпăр!!!

20 Июн, 2015

Кÿршĕ кинĕ

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Татьяна чунне уçса çырнине вуларăм та пирĕн кÿршĕсен кинĕ шăрçаланăнах туйăнчĕ. Паллах, ун пек хĕрарăм çĕр çинче пĕрре кăна мар. Анчах эпĕ калаканни те упăшкипе çаплах пурăнать.

Асапланать темелле-ши тепĕр хутчен? Иртĕхет. Унсăрăн каялла йышăннă пулĕччĕ-и? Хăш-пĕр саманта уçăмлатни те кирлĕ-тĕр.

Ячĕсем те çаплах-çке - Ванюкпа Танюк. Пурнăçри пулăмсем те пĕрешкел.