Комментировать

20 Июн, 2015

Хунав çирĕп ÿстĕр

Чăваш Республикинче Ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй должноçне 2012 çулта саккунпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Çак ыйтусемпе ĕçлемешкĕн Вячеслав Рафинова шаннă. Асăннă йĕрке¬лÿ çултан çул вăй илсе пынине палăртмалла. Пулăшу ыйтма та, канашлама та килеççĕ кунта çынсем. Çавăн пекех уполномоченнăй хăй те вырăна тăтăшах тухса çÿрет. Влаçăн тĕрлĕ юппипе тачă çыхăнса ĕçлени кăткăс нумай ыйтăва татса пама пулăшать.

Çакна тĕслĕхсемпе те çирĕплетме пулать. Калăпăр, йĕркеленнĕ хыççăнах кунта пулăшу ыйтма 536 çын килнĕ, пĕлтĕр вара - 718. Вĕсен пысăк пайĕ - 71, 4% - ашшĕ-амăшĕ. Пирĕн тăрăхра аслисем пепкисемшĕн тăрăшнине çирĕплетекен кăтарту ку. Çав вăхăтрах хăйсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй патне пулăшу ыйтма 5 ача пынă тата аслисен хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнисем - 39-ăн.

Ÿсекен ăрăва воспитани парас ыйтупа уполномоченнăй патне тăтăшах çитеççĕ, нумай чухне - ашшĕ-амăшĕ. Ыйтусене тишкерсен çакă уççăн курăнать - яланхи пекех, вĕсене вырăнтах татса пама май пулнă. Анчах та вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем тата вĕсен ертÿçисем халăха ăнлантарас тесе çителĕклĕ тăрăшмаççĕ. Сăлтавĕ те çавă кăна. Пачах тепĕр май, тепĕр чухне ертÿçĕсем пулăшма мар, ура хума хăтланни те тĕл пулать. Шкулта вĕренекен И. йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăмăртусене тăтăшах хутшăннă. Ашшĕне, хăйĕн тренерне, лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Анчах та ăмăртусенчен пĕринче хĕрачана сăлтавсăрах кÿрентернĕ - çĕнтерÿшĕн хавхалантарма "маннă". Ашшĕ тĕрлĕ инстанцие çитни те лару-тăрăва уçăмлатма пулăшман. Ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй çак ыйтупа кăсăкланма пуçласан кăна хĕрачана савăнăçлă лару-тăрура дипломпа, медальпе тата ятарлă парнепе чысланă.

Паллах, чиновниксен кирек мĕнле ыйтăва та вăхăтра тата саккунра палăртнă пек татса памалла. Шел те, нумай чухне пăсăлать çак йĕрке. Енчен те республикăра çак должноçе йĕркелемен тĕк, калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан хĕрарăма, виçĕ ачине, иккĕшĕ вĕсенчен сусăр, пĕччен ÿстерекенскере, кам пулăшĕччĕ? Улттăри хĕрачасем хăйсем тĕллĕн утма мар, лараймаççĕ те, калаçаймаççĕ те. Çемье 10 хутлă çуртра хваттер тара илсе пурăнать. Вĕсене хваттерпе черетсĕр тивĕçтересси пирки суд йышăнăвĕ те пур, анчах та вăл пурнăçланмасть. Уполномоченнăй лару-тăрупа вырăна тухса паллашнă, хута кĕнĕ хыççăн кăна 2 пÿлĕмлĕ хăтлă хваттере куçма пултарнă вĕсем. Уполномоченнăй историйĕ республикăра хальлĕхе вăрăм мар пулин те кун пек тĕслĕх çине-çинех илсе кăтартма пулать.

Юрату авăрĕнчи чулсене те пуçтарма тивет унăн. Ара, вăхăтĕнче пĕр-пĕрне савсах пĕрлешетпĕр, çемье карапĕ сивĕ чулсене пырса çапăннине вара нумайăшĕ чăтаймасть. Çапла хĕрарăм пĕр еннелле, арçын тепĕр еннелле çавăрать туртана. Ачан вара ăçта кайса кĕмелле? Хăш çыранта юлмалла? Пушшех те, пĕрлехи пурлăха экс-мăшăр хушшинче çурмалла пайлать суд. Ачана шута илмест. Хальхи вăхăтра регионсенчи уполномоченнăйсем мăшăрсенчен пĕрне, ачапа юлаканнине, пурлăхăн пысăкрах пайне уйăрма сĕнсе РФ Патшалăх Думине ыйтупа тухнă. Çынсем чунсăрланса пынă вăхăтра пепкесен правине саккун шайĕнче хÿтĕлемеллех. Шупашкарти Ленин район сучĕ нумаях пулмасть арăмĕпе упăшкине уйăрнă. Ачисем амăшĕпе юлнă. Анчах та 1998 çулта çут тĕнчене килни сусăр пулнă, ăна яланах тимлĕх кирлĕ, унсăр пуçне - хаклă эмелсем. Суд пурлăха мĕнле пайланипе арçыннăн пĕр кредиторĕ килĕшмен, вăл уйрăм майпа ЧР Аслă Судне ыйтупа тухнă. Енчен те унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ тĕк ачасем... урамра тăрса юлма пултарнă. Уполномоченнăй çак ĕçе тĕплĕ тишкерме, ачасен прависене хÿтĕлеме ыйтнă. Телее, тĕллеве пурнăçлама май килнĕ.

Тăлăх шăпи мăянран та йÿçĕ теççĕ. Аслисен хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасен ыйтăвĕсемпе уйрăмах çине тăрса ĕçлет уполномоченнăй. Красноармейски районĕнче тĕлпулу йĕркеленĕ май 14 çулти хĕрача пулăшу ыйтнă. Амăшĕ вилнĕ унăн, ашшĕне вара пепки мĕнле пурăнни пачах та кăсăклантарман. Çав вăхăтрах хваттершĕн тата коммуналлă пулăшушăн парăм ÿссех пынă... Хĕрача мĕн тумаллине те пĕлмен. Ара, тупăш çăлкуçĕ çук-çке унăн. Уполномоченнăй тĕрлĕ инстанцирен пулăшу ыйтма сĕннĕ. Чун ыратăвне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Угаслов илтнĕ, хĕрачана парăмсемпе татăлмашкăн 50 пин тенкĕ парса пулăшнă. Хÿтлĕхсĕр юлнăскере аппăшĕ хăйĕн хÿттине илнĕ, тăрантаракана çухатнăшăн пособи илмелле тунă.

Çапах та чи хакли - çын пурнăçĕ. Пепке çут тĕнчене чирлĕ килсен нимĕн те тăваймăн. Анчах та сывă çуралнă ачана çухатни чуна ытла та ыраттарать. Пĕлтĕр çакăн пек 83 тĕслĕх пулса иртнĕ, 21 пепке çулталăка та çитеймесĕрех пурнăçран уйрăлнă. Шăпăрлансем нумай чухне аслисем çителĕклĕ тимлĕх уйăрманнипе куç хупаççĕ. Ку енĕпе Вăрнар, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Красноармейски, Çĕрпÿ, Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле районĕсем, Канаш тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем палăрнă. Ăшă çу кунĕсем çемьесене инкек илсе килеççĕ. Чÿречесене уçнă май аслисем ачисене тимлĕх ытларах кирли пирки манаççĕ курăнать. 2013 çулта шăпăрлансем 23 хутчен уçă чÿречерен тухса ÿкнĕ /вĕсенчен иккĕшĕ вилмеллех аманнă/, иртнĕ çул вара çак кăтарту темшĕн тăрук ÿссе кайнă - 36 /виççĕшĕ вилнĕ/.

Пушар никама та шеллемест. Тимлĕхсĕр хăварнă ачасем пушшех шар кураççĕ. Пĕлтĕр çапла пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманни пирки Патăрьел районĕнче 2010, 2011 çулсенче çуралнă ачасен пурнăçĕсем татăлнă. Çак сăлтава пулах Канаш районĕнче 2010, 2011, 2012 çулсенче кун çути курнă пепкесем çăлăнайман. Эрех-сăра виçине пĕлмен амăшĕ те пушартан тухайман. Кăçал хурлăхлă çак список малалла тăсăлнă - Етĕрне районĕнче икĕ шăпăрлан кун-çулĕ татăлнă.

Шывра та, çул çинчи инкексене пула та савăнса та курмасăрах куçĕсене хупаççĕ ачасем. Çула çитмен çамрăксемпе пĕчĕк шăпăрлансем пурнăçран хăйсен ирĕкĕпех кайни вара чуна вырнаçмасть. ЮНЕСКО кăтартăвĕсем тăрăх, çамрăксем хăйсем çине алă хурасси Европа çĕршывĕсенче 100 пин çын пуçне 0,4-1,5 тĕслĕхпе танлашать. Раççейре ку кăтарту 2,8 хут пысăкрах. Чăваш Енре те пулса иртеççĕ кун пек тĕслĕхсем. 2014 çулта 51 тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенчен 12-шĕнче палăртнине пурнăçланă... Кăçалхи 4 уйăхра Шупашкар хулинче, Вăрмар, Муркаш, Вăрнар районĕсенче çакăн йышши инкек пулса иртнĕ. Инкеке сирес тесе республикăра нумай ĕç пурнăçлаççĕ, ятарлă больницăсенче çак ыйтупа ĕçлекен пÿлĕмсем уçнă. Çапах та та Чăваш Республикинче ку енĕпе ĕçлекен специалистсем çитмеççĕ-ха.

Çакă тата ытти ыйтусене вăхăтра татса памашкăн республикăра талăкĕпе ĕçлекен ачасен "Шанчăк телефонне" йĕркеленĕ. Унăн номерĕ: 8-800-2000-122. Унта тÿлевсĕрех тата кирек кам та шăнкăравлама пултарать. 2014 çулта 24,5 пин шăнкăрав йышăннă. Шăнкăравлакансенчен 69,1% - ачасемпе çула çитмен çамрăксем.

Пурнăçра, шел те, ыррипе пĕрлех усалли те аталанать. Ачасем йăлтах аслисенчен курса-вĕренсе ÿсеççĕ. Телее, юлашки çулсенче республикăра çула çитмен çамрăксем саккуна пăсасси чакнă. Ÿсекен ăру нумай чухне çапăçас тата ют пурлăха çаратас енĕпе палăрать. Чан çапмалли тепĕр сăлтав - йĕркене нумайăшĕ пуçĕсем минренĕ самантра пăсать. Çамрăксене наркотиксенчен сыхласа хăварасси паян чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне çаврăнчĕ. Республикăри наркодиспансерта 2014 çулта наркотикпе туслă 3229 çынна шута илнĕ /вĕсенчен пысăк пайĕ - аслисем/. Çав вăхăтрах 2013-2014 çулсенче çак шутра çамрăксен йышĕ питĕ хăвăрт ÿснине палăртмалла. Çак инкеке право, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе сирме май килмĕ. Çăлăнăç утравĕ - çемьере. Çывăх çынсен юратăвĕ, ăнланăвĕ, чун ăшши кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулăшĕ. Çакна асран кăларас марччĕ аслисен. Çирĕпленсе çитеймен хунав пĕрре авăнсах ан хуçăлтăрччĕ, çирĕп тымар ярса вăйлă çил-тăвăла та парăнмасăр аталанма хăнăхтăрччĕ.

Республикăри Ача прависен уполномоченнăйĕн материалĕсемпе

усă курса хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.