Ултав çулĕ кукăр - аттестатсăр хăварма та пултарать
Çу кунĕсем çитнĕ май пĕрисен ĕç хушăнать, теприсен, пачах тепĕр май, пушă вăхăт нумайланать. Иккĕмĕшĕсем - шкул ачисем паллах. Анчах вĕсем те вăхăта сая ямаççĕ. Аслисене пулăшаççĕ, хăшĕ-пĕри вăхăтлăх ĕçе те вырнаçать. Ан тив, кĕçĕнреххисем ытларах урамра чупаççĕ. Пултăр - усăсăр мар. Хĕвел çинче, уçă сывлăшра çамрăк кĕлетке çирĕпленет. Ку та паха.
9-мĕшпе 11-мĕш классен вара хĕрÿ тапхăр пырать. Экзаменсем. Республикăри шкулсенче юлашки шăнкрав кăçал 11,2 пин хĕрпе каччăшăн янăрарĕ. Вĕсенчен 6,5 пинĕшĕ вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухать.
Хумхануллă, ачалăха хыçа хăваракан уяв иртсенех яшсемпе хĕрсене пĕлтерĕшлĕ те яваплă тапхăр «çупăрларĕ». Патшалăх пĕрлехи экзаменне еплерех тытнинчен çамрăксен малашнехи пурнăçĕ килет-çке. Вăтам пĕлÿ хыççăн чылайăшĕ аслине илме талпăнать. Кăмăл тунисем чи малтанах литературăпа географине еплерех пĕлнине кăтартрĕç. Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче вара пурте вырăс чĕлхипе экзамен çырчĕç.
Класа кашни ачана тĕплĕ тĕрĕслесе кĕртнине те аса илтерер. Пур пÿлĕмре те телефонсене хуплакан, металл шыракан хатĕрсем, видео-, онлайн-сăнав пур. Çавăнпах Рособрнадзор ĕçченĕсем кирек хăш регионăн хăть те хăш пунктне экзамен епле пынине кĕрсе пăхма пултараççĕ. Вĕсен ку тĕллевпе ятарлă кодсем пур.
Паллах, кунашкал çирĕп йĕрке чылайăшне килĕшмест. Ара, унччен экзамена уява кайнă пек утнă пулсан, халĕ - чăн-чăн çирĕп тĕрĕслев ку. Экзамена шăпах савăнса-кулса кайнă ашшĕ-амăшне паянхи лару-тăру пушшех пăшăрхантарать ахăр. Çирĕп йĕркесене йышăнассин тĕп сăлтавĕ шăпах хăйсемпе çыхăннине хăшĕ-пĕри ăнланмасть-тĕр. Ара, ачисен экзамен кăтартăвĕ лайăх пултăр тесе мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ!
Анчах йĕрке - йĕркех. Ăна йышăннă пулсан - пăхăнмаллах. Вĕсене çулран çул çирĕплетме хĕрсе пыракан лару-тăру хистет. ППЭ тытма ачисенчен ытларах ашшĕ-амăшĕ хатĕрленет-çке.
Вăтам шкултан вĕренсе тухакан хăй пĕлĕвне тĕрĕслеме килнине мар, камăн ашшĕ-амăшĕ пуçаруллăрах та пултаруллăраххине тĕрĕсленĕнех туйăнать. Çавăнпах-тăр кăçал условисем уйрăмах çирĕппине палăртаççĕ.
Йĕркесем кăна мар, кăçал экзамен заданийĕсем те чылай улшăнчĕç. Вырăс чĕлхипе тест пайне кăларса пăрахнă. Ун вырăнне вĕренекенсем 24 ыйтăва кĕскен хуравланă. Аттестат илес тесен çак экзаменра пĕтĕмĕшле 24 балран кая мар пухмалла, аслă шкула вĕренме кĕрес ĕмĕтлисен - 36.
Математикăпа экзамен кăçал икĕ шайра иртрĕ. Аттестат илессишĕн - база шайĕнче - тĕрĕслеве хутшăннисем ăна çĕртмен пĕрремĕш кунĕнчех çырчĕç. Пурĕ 3556 çын. Профиль шайĕнче кирлисем тĕрĕслев витĕр çĕртмен 4-мĕшĕнче тухрĕç. Йĕркене пăсакан та тупăннă - пĕр çамрăка телефонпа кĕнĕшĕн экзаменран кăларса янă.
Чăваш республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, йĕркене пăснă тĕслĕхсем татах та пур. Пĕрремĕш экзаменрах хĕрпе каччă чееленме шухăш тытнă. Иккĕшĕ те - Канашран. Каччă тĕрĕслеве хатĕрленнĕ май шăккалат ăшне географи картисене хуçлатса чикнĕ, пике вара чăлха ăшне кĕсье телефонне вырнаçтарнă. Экзамен вăхăтĕнче вăл янăраса кайнă...
Экзаменсем малаллах пыраççĕ-ха. Тунтикун химипе тата обществознанипе ППЭ тытнă. Кунта 5 çын йĕркене пăсни палăрнă. Виççĕшĕ кĕсье телефонне усă курма хăтланнă. Вĕсенчен пĕри шкултан кăçал мар, маларахах тухнăскер. Иккĕшĕ тĕрлĕ справочникпе усă курма тĕв тунă.
Паян та ачасем экзамента лараççĕ. Хăшĕ-пĕри хăйĕн пĕлĕвне физика енĕпе тĕрĕслет. Иккĕмĕшĕсем ют чĕлхепе экзаменăн çыру пайне çыраççĕ.
Йĕркене пăсакансем ППЭне тепĕр хутчен çитес çулсăр та текех çыраймĕç. Кашнин ĕçнех пăрахăçлаççĕ. Малалли шухăш-тĕллеве пурнăçлама та чарать çакă. Çавăнпах экзаменсенче хамăра хамăр ура хурас марччĕ.