Эпĕ... канатăп

11 Июн, 2015

«Мĕн ĕçлетĕр?» - Мускавран шăнкăравлать мăшăрăм. «Ĕне сурăм. Сыснасене апатлантартăм. Чăх-чĕпе витене хупрăм. Халĕ... сана кĕтме пуçларăм», - ăнлантартăм ăна. Арçын ыран килсе çитсенех пурнăç çăмăлланать-ха та. Ун чухне килти пĕтĕм ĕçе хăй çине илет вăл. Эпĕ вара... канатăп.

Тĕпелте такам утнипе вăранса кайрăм. 3 сехет кăна çитет. Упăшка тăнă иккен. Ыйхă килмесен вырăн çинче выртма юратмасть вăл: е пÿртре, е картишĕнче ĕç тупать. Эпĕ татах çывăрса кайнă. Ах, ыйхи мĕнле тутлă. Сăмсана кăтăклакан кукăль шăршипе çеç куçа уçрăм. Мăшăрăм паçăрах чуста çăрнă иккен.

«Атя, лар сĕтел хушшине. Халь кăна кукăль пиçсе тухрĕ. Вĕрилле çи», - ман йĕри-тавра чупкалать кил хуçи. Арăмĕ çĕрулмипе какай кукăлĕ килĕштернине пĕлет вăл. Ăна чи малтан духовкăна лартнă. Тăпăрч пÿремечне те сăн кĕнĕ. Ăна ачасем юратаççĕ. Тĕпелте ăшталанакан арçынна чăрмантарас мар тесе ĕçе тухса вĕçтертĕм.

«Чунăм, мĕнле кун паян?» - телефонпа тĕпчет мăшăрăм. «Ытларикун...» - тетĕп. «Миçемĕш-ха?» - хăпмасть манран хайхискер. Календарь еннелле çаврăнсан тин ăнланса илтĕм... Ара, унăн çуралнă кунĕ вĕт. Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшне хĕрлĕ тĕспе сăрласах хунăччĕ. Çав ятпа кукăль пĕçернĕ вăл. Эпĕ саламлама та пĕлмерĕм. Юрать-ха кÿреннине кăтартмасть юратнă çыннăм. Апат пĕçерменшĕн те, çи-пуç якатса паманшăн та ÿпкелешнине илтмен. Сивĕ сăмах каласа кăмăла хуçмасть вăл. Ашшĕ-амăшне, ачи-пăчине, мана юратнине ĕçпе çирĕплетет. Чăнах, мĕн пайлмалла, мĕншĕн вăрçăнмалла пирĕн?

Малтан 3-4 ĕне, 30-шар хур, кăвакал, чăх-чĕп усраттăмăр. «Сана кунĕн-çĕрĕн ĕçлеттерес килмест манăн. Килти выльăха пула канма та каяймастпăр, хăнара та çĕр выртаймастпăр», - тет упăшка. Çав çулах выльăх йышне чакарчĕ вăл. Пĕр ĕнепе, чăн та, канлĕ. Хамăр килте çук чухне ăна кÿршĕсем сăваççĕ. Унсăрăн малтанхи çулсенче кун сиктерсе духовкăна хур, кăвакал е чăх лартаттăмăр. Халĕ çуллă какай та сахалрах çиетпĕр.

Эпĕ тюльпан, лили, гладиолус юрататăп. Ман кăмăла тупас тесех мăшăрăм çак чечексен тĕрлĕ тĕсне лартса çитĕнтерет. Хăй Мускава тухса кайсан çеç çум курăкне татса тăратăп.

Упăшкана пĕччен хĕрарăмсем те тĕрлĕ ĕç тума чĕнеççĕ. Кайтăрах, пулăштăрах. Вăл ыттисен енне çаврăнса та пăхмĕ. Эпĕ ăна шанатăп.

Акă халĕ те картишĕнче пăта çапни илтĕнет. Каллех тем ăсталать ĕнтĕ. Кĕçех ĕнене хирĕç кайĕ вăл.

«Пÿртрен ан тух. Пур ĕçе те хамах тăвăп», - чÿречерен пăхнине курсан кăшкăрчĕ мăшăрăм. Вăт çавнашкал арçынна епле юратмăн?

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.