Чейнике лĕкĕрен тасатма

11 Июн, 2015

 Электрочейнике вăйлă лĕкĕ /накипь/ ларать. Ăна мĕнле тасатмалла-ши?

Петр КОЗЛОВ.

Комсомольски районĕ.

Чейник электричествăпа ĕçлет е эмальленĕскер, е тутăхман металран тунăскер - пурпĕрех шыв вĕретнĕ чухне лĕкĕ çыпçăнать. Лĕкĕ вăйлă çыпçăнса тулсан электрочайник хăвăртрах юрăхсăра тухма пултарать.

Мĕншĕн вĕретнĕ чухне шыв лĕкĕленет-ха?

Шывра тĕрлĕ тăвар хутăшĕсем пур. Вĕсем нумай пулсан шыв вĕренĕ чухне вăйлăрах лĕкĕленет. Шыва фильтрлама пулать-ха. Анчах фильтрланă шыв та лĕкĕленетех.

Электрочейнике лимон йÿçекĕпе /кислота/ тасатма пулать. Пĕр литр шыв пуçне 1-2 чей кашăкĕ лимон йÿçекне ямалла, çĕр каçиччен лартмалла. Унтан ăна вĕретмелле. Чайник ăшĕ тасалать, савăтри лĕкĕ ирĕлсе тухать. Вĕретнĕ шыва тăкмалла, ăшă шывпа чÿхемелле. Тепĕр хут таса шыв вĕретсе тăкмалла. Ан манăр - чейнике шыв вĕретсе тăкнă хыççăн тÿрех сивĕ шыв яма юрамасть: вĕриленекен элеменчĕ пăсăлма пултарать. Вĕри шыва пушатнă хыççăн чайникĕн элеменчĕ сивĕниччен кĕтмелле.

Тутăхман тимĕртен е эмальленĕ чейнике тасатмалли меслетсем темиçе те. Уксус - чайнике тасатмалли чи паха япал

а. 1 литр шыв пуçне 100 миллилитр апат уксусне хушса чейнике ямалла, вăйсăр çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен чейнике уçса савăта çыпçăннă лĕкĕ мĕнле вистеннине тĕрĕслемелле. Лĕкĕ хăйпăнса пĕтиччен тытмалла /15-20 минут/. Ун хыççăн шыва тăкмалла та чейнике лайăх çумалла.

«Фанта», «Кока-Кола», «Спрайт» ятлă газлă напитоксем те чейнике лайăх тасатаççĕ. Электрочейнике ку меслет юрамасть. Напиток савăтне уçмалла та газ тухса пĕтиччен лартмалла. Унтан напитока чĕйнике ямалла, çулăм çине вĕретме лартмалла. Напитока тăкнă хыççăн савăта çуса тасатмалла. Пылак шĕвексенчен чи пахи «Спрайт» иккен. «Кока-Колăпа» «Фантăран» савăта тĕс çапма пултарать.

Чейнике вăйлă лĕкĕ çыпăçнă пулсан çак меслете сĕнме пулать. Чейнике шыв тултаратпăр, пĕр литр пуçне 1 апат кашăкĕ апат соди яратпăр та вĕреме лартатпăр. Унтан лимон йÿçекĕпе 30 минут вĕрететпĕр. Ăна вĕретсе тăкнă хыççăн уксуспа /çур стакан пĕр чейник шыва/ вĕрететпĕр. Çакăн хыççăн хулăн çыпçăнса ларнă лĕкĕ те хăйпăнать. Хăй тĕллĕн хăйпăнса пĕтменнисем те çемçелеççĕ. Ăна пусма таткипе çăмăллăнах тасатма пулать. Ку меслет электрочейникшĕн юрăхлă мар.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.