Archive - Çу 2015

мая 21st

21 Çу, 2015

Спорт туризмĕ – кăмăл çирĕплĕхне ÿстерме

Çамрăксем хушшинче спорт туризмне аталантарас енĕпе республикăра аван ĕçлеççĕ. Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕ те айккинче юлмасть. Коридорта чăнкăр-чăнкăр сасă илтĕнсенех шкулта ĕçлекенсем çине ыйтуллăн пăхрăм. «Кусем - спорт туризмĕпе хатĕрленекенсем», - ăнлантарчĕç мана. Спортăн çак тĕсĕпе уйрăмах туслă икĕ хĕрача çинчен «Тантăш» тусĕсене те пĕлтерер-ха.

21 Çу, 2015

Чутаях туртать ман чун

Поэзи хальхи этемĕн чи çивĕч те тарăн ыйтăвĕсен хуравĕ пулса тăраять. Анчах çакна валли ăна халăхăн пысăк тимлĕхĕ кирлĕ.

Май уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче «Чутаях туртать ман чун» тĕлпулу каçĕ иртрĕ. Ăна Раççейри Литература çулталăкне халалланă. Тĕлпулăва вырăнти сăвăçсем - Александр Трофимов, Светлана Яруткина тата Ольга Иванова - килсе çитрĕç.

21 Çу, 2015

Йăх-несĕле асра тытса

Шупашкарти 6-мĕш шкулăн 2 «г» класĕнче вĕренекенсем мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсене асра тытса заметка çырчĕç. Ара, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ-çке.

21 Çу, 2015

Унăн ырă ячĕ пирĕн асăмрах

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общес-тво организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ тата «Самант» журнал пирĕн аслă поэтăмăр Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине чысласа викторина ирттерчĕ.

21 Çу, 2015

Купăса тăсса ярар-и? Савăк юрă, ай, юрлар-и?

Шыв мар - юхать, тимĕр мар - шăранать. Мĕн-ши вăл? Унсăр пурнăç та кичем. Унпала вара ăмăр çанталăкра та кăмăл çĕкленÿллĕ. Йывăр ĕçре хавхалану кÿрет, çунат хушма хистет вăл. Инкек-синкек чÿречерен шаккасан та уйрăлмастпăр унран.

21 Çу, 2015

Сывa чĕпĕ туянар

Хăшпĕр чухне çулсерен чăх-чĕп усракансем те аптраççĕ: "Мĕншĕн талăкри чĕпĕсем туяннă хыççăнах вилме тытăнаççĕ? Уйрăмах малтанхи эрнере”.

Сăлтавĕ тĕрлĕрен - тĕрĕс мар пăхни, апатлантарни, температурăна кирлĕ пек йĕркелеменни. Чи пысăк сăлтавĕ вара - туяннă пĕчĕк чĕпĕсем хавшак пулни, пахалăха тивĕçтерменни. Пĕчĕк чĕпĕсен пахалăхне епле хакламалла-ха? Сутакан умне чĕпĕсене лăк тулли читлĕхсенче илсе çитереççĕ-çке.

Pages