Ăçтан чăттăр ача-пăча ку кĕнекене вуламасăр?

21 Çу, 2015

Хăватлă Турă парнеленĕ пурнăç пире çуратнă аннесенчен пуçланать. Нумай чухне ачалăх тĕнчи мĕнлерех пулнинчен килет те кирек камăн та малашнехи кун-çулĕ: япăххи е лайăххи, усалли е ырри, кĕске е вăрăм ĕмĕрĕ, хавшаклăхĕ е çирĕп сывлăхĕпе тĕреклĕхĕ, айванлăхĕ е иксĕлми пултарулăхĕ, ансăр е анлă тавракурăмĕ...

Кам туптать-ха ачан малашнехи пурнăçне? Эпир - ашшĕ-амăшĕ, тăван-пĕтен, кÿршĕ-аршă, ял-йыш, тус-юлташ тата самана. Кашниех хăйĕн юратăвĕпе, ĕçĕпе, кăмăл-туйăмĕпе, ăс-хакăлĕпе, вăй-хăвачĕпе пулас ăрушăн тĕслĕх пулса тăрать. Ку çеç-и? Çут çанталăк пулăмĕсен те, пуянлăхĕн те, илемлĕхĕн те тÿпи питĕ пысăк, хăватлă, витĕмлĕ.

Çак асамлă вăя тĕпе хурса çырнă та ĕнтĕ Юрий Сементер хăйĕн «Килĕр, килĕр, кайăксем» ятлă сăвă кĕнекине. Ăна вулама мана никам та сĕнмен, хистемен. Ялти библиотекăна тăтăшах çÿренĕ май ача-пăча валли çырнă хайлавсемпе те кăсăкланатăп. Чылай вĕсем. Вуламалăх, савăнмалăх, мухтанмалăх, суйламалăх пур. «Килĕр, килĕр, кайăксем» кĕнеке вара мана питех те тыткăнларĕ, тĕлĕнтерчĕ, хумхантарчĕ, ăшă кăмăл çуратрĕ, киленÿ парнелерĕ. Шкул ачи мар пулсан та, мана кашни сăвви, кашни йĕрки çунатлă туссем çинчен ытларах та ытларах пĕлме май тупса пачĕ. Мĕнле илемлĕхпе, тĕлĕнтермĕшпе пуян вăл - кайăксен тĕнчи?

Юрий Сементер тăван тăрăхри вĕçен кайăксен пурнăçне чăваш чĕлхин иксĕлми пуянлăхĕпе туллин усă курса сăвă йĕркисенче сăнланă. Вулама та, ăнланма та çăмăл, пĕлмелли те шутсăр нумай, уйрăмах вĕренекенсемшĕн. Шкул программине кĕртнĕ «Çут çанталăк» учебникĕн хушма кăларăмĕ пек те хаклама пулать Юрий Семенович кĕнекине.

Сăвăсемсĕр пуçне Чăваш Республикин территорийĕнче тĕл пулакан вĕçен кайăксем çинчен уйрăммăн каласа пани нумайрах, ытларах, тĕплĕнрех пĕлес текенсемшĕн - чăн-чăн ылтăн çÿпçе, е энциклопеди.

Акă вулар-ха «Ула такка» сăвва:

Пĕр шаккарăм, пĕр таккарăм
Юман атте вуллине,
Шĕкĕрен йăлтах тасатрăм
Кăкăрне те çурăмне...
...Шак! шаккатăп, так! таккатăп
Унашкал хурт-кăпшанка,
Пурпĕрех таса тытатăп
Çак хĕвеллĕ уçланка.

Ку сăвă йĕркисене шĕкĕлчесен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Тулли, ытарайми сăнарлăх /юман атте, кăкăрне те çурăмне тасатни, хĕвеллĕ уçланкă, шаккатăп, таккатăп/ ĕçчен пулма, таса пурăнма вĕрентет.

Унсăр пуçне ула такка çинчен тĕплĕн ăнлантарса çырса пани пур. Мĕнле хăвăрт таккать, мĕншĕн таккать, мĕншĕн пуçĕ ыратмасть?

Тата çакна хушса каламалла: кĕнеке хитре те илĕртÿллĕ хуплашкаллă. Кашни кайăка пурнăçри пекех ÿкерсе панă. Çырнине вуламасăрах вĕсен ятне пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Кашниех питĕ юратмалла илемлĕ.

Ăçтан чăттăр ача-пăча ку кĕнекене вуламасăр? Вулаççĕ те. Тавтапуçах сире, Юрий Сементер, çакăн пек паха кĕнекешĕн! Тавтапуç сире, Светлана Кангина, тĕлĕнмелле хит-ре те капăр ÿкерчĕксемшĕн!

Юрий Семенович, эпĕ сирĕн хайлавăрсене юратсах вулатăп. Мана вĕсем питĕ килĕшеççĕ. Эсир - чăвашсен сумлă та сăваплă, юратнă та хисеплĕ, пултаруллă çыравçи. Хам ĕмĕрте эп сире телевизорпа çеç курнă. Маншăн вăл та хаклă.

Вячеслав МИХАЙЛОВ.

Элĕк районĕ,

Чăваш Сурăм.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.