Archive - 15 Çу, 2015
"Хресчен сасси" 36 /2549/ №, 15.05.2015
Таса çимĕç пуçтарса илесчĕ
Колорадо нăррине хими майĕпе пĕтермелли çинчен пĕлетпĕр. Анчах пирĕн кĕркунне пахчаран экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç пуçтарса илес килет. "Химипе" усă курмасăр ниепле те май килмест-ши?
Нина Васильева. Комсомольски сали.
Колорадо нăррине хирĕç ал айĕнчи япаласемпе усă курса та кĕрешме пулать. Çĕрулми, пахчаçимĕç йăранĕсене çапларах хатĕрленĕ шĕвекпе сапма сĕнетпĕр: 20-40 грамм хуçалăх супăньне чи вĕтĕ шăтăклă теркăпа хырăр, 10 литр шывра ирĕлтерĕр. Сапма пуçличчен шĕвеке 1-3 сехет маларах хатĕрлемелле.
Юна лайăхлатма
Эритроцитсемпе лейкоцитсем юншăн чи кирлĕ пайрăмсем /компонентсем/ шутланаççĕ. Юна мĕнле лайăхлатмалла-ши?
1. Гемоглобин лайăх е япăх пулни эритроцит шутĕнчен килет. Çавăнпа та унăн шайне ÿстерме тăрăшмалла:
Вăрманта ÿсекен çĕр çырли, шĕшкĕ, хĕрлĕхен курăкĕн тата кизил çулçисене пĕр пек виçепе илмелле, хутăштармалла. 1 стакан вĕретнĕ шыва 2 апат кашăкĕ çак хутăша ямалла, 15 минут вĕретмелле, 30 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хутчен апат умĕн 1Ĕ3 стакан ĕçмелле.
Апат хыççăн пĕвер çине вĕри грелка хумалла.
Шăла-çăвара таса тытăр
Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланас тесен шăла-çăвара яланах таса тытмалла.Çавăнпа апат çимессерен çăвара чÿхемелле. Шăла кунне икĕ хутчен - ирхине тата каçхине - тасатма сĕнеççĕ.
Шăл щетки ытлашши хытă пулмалла мар. Вăл шăл сийне пăсма пултарать. Çĕнĕрен туяннăскере темиçе хутчен супăньпе çумалла, спиртпа çиелтен сăтăрмалла. Кун пек тусан вăл лайăх тасалать. Шăл щетки кашни çыннăн уйрăм пулмалла.
Тутлă катлет çиесчĕ
Çак кунсенче Вăрмар районĕнче пурăнакан Илья Михайлов редакцие шăнкăравласа тутлă катлет мĕнле пĕçермеллипе кăсăкланчĕ. Тăхтама ыйтсан: «Мана халех кирлĕ, хăнасем çитмелле», - терĕ вăл. Арçын васканăран пĕр рецепчĕпе паллаштарнипех çырлахма тиврĕ. Хаçат вулакансен кăмăлне шута илсе тутлă катлетсем пĕçерме вĕренĕпĕр.
Сысна, ĕне ашĕпе
Кирлĕ пулать: 300 г сысна ашĕн фаршĕ, 400 г ĕне ашĕн фаршĕ, 100 г вĕтетнĕ сухари, 2 пуç сухан, тăвар, пăрăç, 300 мл сивĕ шыв.
«Хыпар» 85-86 (26737-26738) №. 15.05.2015
Ентешсем çинчен - фильм та, кĕнеке те
Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнчен канăçсăр, пурне те пĕлме юратакан икĕ таврапĕлÿçĕ тухнă. Саккăрмĕш теçеткене вакланă И.Трофимов вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăхра бригадирта, агрономра, колхоз председателĕн заместителĕнче вăй хунă. Унтан чĕрĕк ĕмĕр кĕçĕнрех В.Галошев 1995 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕ хыççăн çак аслă шкулăн наука сотрудникĕнче, тĕрлĕ хаçат редакцийĕнче тата Чăваш Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче ĕçленĕ.
Цифрăсенче - паттăрлăх, вилĕмсĕрлĕх
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кунах Чăваш Республики те хăйĕн паттăр ывăл-хĕрне çапăçу хирне ăсатма пуçланă. Тăватă çул хушшинче тĕрлĕ фронтра пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ 208 пин ытла çын Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, чылайăшĕн тăван тăрăха чĕррĕн-сыввăн таврăнма шăпи тухман. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн вĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартас тĕллевпе республикăри çар комиссариатне хамăр сĕнÿпе тухрăмăр.