- Чăвашла верси
- Русская версия
Тутлă катлет çиесчĕ
Çак кунсенче Вăрмар районĕнче пурăнакан Илья Михайлов редакцие шăнкăравласа тутлă катлет мĕнле пĕçермеллипе кăсăкланчĕ. Тăхтама ыйтсан: «Мана халех кирлĕ, хăнасем çитмелле», - терĕ вăл. Арçын васканăран пĕр рецепчĕпе паллаштарнипех çырлахма тиврĕ. Хаçат вулакансен кăмăлне шута илсе тутлă катлетсем пĕçерме вĕренĕпĕр.
Сысна, ĕне ашĕпе
Кирлĕ пулать: 300 г сысна ашĕн фаршĕ, 400 г ĕне ашĕн фаршĕ, 100 г вĕтетнĕ сухари, 2 пуç сухан, тăвар, пăрăç, 300 мл сивĕ шыв.
Сухари: ыраш çăкăрне 180 градус вĕрилентернĕ духовкăра 15-20 минут типĕтмелле, унтан вĕтетмелле. Вĕтетнĕ сухари лавккаран та илме пулать. Сухана вĕттĕн турамалла, сыснапа ĕне ашĕн фаршĕпе хутăштармалла. Сухари, тăвар, пăрăç ярса пăтратмалла. Унтан - сивĕ шыв. Фарш çăра пулмалла. Катлетсем хатĕрлесе сухарире йăваламалла. Çатмара икĕ енĕпе саралса хĕреличчен ăшаламалла. Формăна хурса 160 градус вĕрилентернĕ духовкăра 15-20 минут пĕçермелле.
Чăх какайĕпе
Кирлĕ пулать: 700-800 г чăх какайĕн фаршĕ, 1 çăмарта, 3-4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сыр, 1 апат кашăкĕ куккурус крахмалĕ, 1 пуç сухан /шултри/, вĕтетнĕ сухари, тăвар, пăрăç.
Чăх какайĕ, сухан аш арманĕпе авăртмалла, тутă кĕмелĕх тăвар, пăрăç ямалла. Кастрюльте çăмарта, крахмал, сыр хутăштармалла. Пысăках мар катлетсем хатĕрлемелле. Вăйлă çулăм çинче икĕ енĕпе 2-3 минут ăшаламалла.
Купăстапа
Кирлĕ пулать: 300 г ĕне ашĕ, 200 г чăх ашĕ, 100 г купăста, 1 кишĕр, 1 çĕрулми, 2 пуç сухан, пĕр касăк шурă çăкăр, 100 мл сĕт, тутă кĕмелĕх тăвар, техĕмлĕх, вĕтетнĕ сухари, ÿсен-тăран çăвĕ.
Ашпа пахчаçимĕçе аш арманĕпе авăртмалла. Хатĕр фарша тутă кĕмелĕх тăвар, техĕмлĕх ямалла. Çăкăра сĕтпе ислетмелле. Вăл çемçелсен фаршпа хутăштармалла. Катлетсем хатĕрлемелле те вĕтетнĕ сухарире йăваламалла. Çатмара икĕ енĕпе саралса хĕреличчен ăшаламалла.
Пăрăçпа
Кирлĕ пулать: 500 г килте хатĕрленĕ фарш, 1 пылак пăрăç, ыхра шăлĕ, 1 çăмарта, 0,5 чей кашăкĕ мускат мăйăрĕ, ÿсен-тăран çăвĕ, тăвар, пăрăç.
Фарша вĕтетнĕ пылак пăрăç, ыхра хушмалла. Тутă кĕмелĕх тăвар, пăрăç, мускат мăйăрĕ ямалла. Çăмарта хушса лайăх пăтратмалла, фарша çапса çемçетмелле /алăпа илсе кастрюле темиçе хутчен пăрахмалла/. Пысăк мар катлетсем хатĕрлесе çăнăхра йăваламалла. Вăйсăр çулăм çинче çатмара икĕ енĕпе ăшаламалла. Хатĕр катлетсене хут салфетка çине хумалла - ытлашши çăвĕ сăрхăнма.
Кăркка ашĕпе
Кирлĕ пулать: 800 г кăркка ашĕ /шăмăсăрри/, 200 г хытă сыр, 200 г консервланă ананас, 1 çăмарта, 1 апат кашăкĕ майонез, 1 чей кашăкĕ горчица, симĕс сухан ?икĕ çулçă та çителĕклĕ%, тăвар, пăрăç.
Кăркка какайне вĕттĕн турамалла, сыра - пĕчĕк тăваткалпа. Ананаспа симĕс сухана вĕтетмелле. Аш, сыр, ананас, симĕс сухан хутăштармалла, 20 минутлăха лартмалла. Противене ÿсен-тăран çăвĕпе сĕрмелле, катлетсем хурса 180 градуслă духовкăра 40 минут пĕçермелле.
Комментари хушас