Сывлăхăмăра упраманнипе чĕре хавшать

15 Çу, 2015

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2015 çулта чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмешкĕн кар тăма сĕннĕ. Ку енĕпе Чăваш Республикинче пурнăçлакан ĕçсемпе ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ-кардиологĕ, «Республикăри кардиологи диспансерĕ» бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ Татьяна МИЗУРОВА паллаштарать.

- Татьяна Николаевна, патшалăх пуçлăхĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмеллине аса илтернин сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă?

- Владимир Путин 2015 çула нацин чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăкĕ тесе палăртни чи малтанах вĕсем вилĕм сăлтавĕн пĕтĕмĕшле тытăмĕнче - 25, сусăра тухнинче 30 процента яхăн йышăннипе çыхăннă. Поликлиникăна медицина пулăшăвĕ ыйтма пыракан пациентсен çуррийĕ ытла - чĕре тата юн тымарĕсен амакĕпе нушаланакан. Демографи тĕлĕшĕнчен хаклас-тăк ку ыйту медицинăна кăна пырса тивет тесе калаймăн, вăл социаллă тата эконономика тытăмĕсене те витĕм кÿрет.

Пирĕн çĕршыв 1992 çулхи «вырăс хĕресне» аркатас тĕллев лартнă /шăпах çав тапхăрти графикра çуралакансемпе вилнисен йĕрĕсем хĕресленнĕ/. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çут тĕнчене килнисем халĕ ăрăва малалла тăсакансен ÿсĕмне кĕчĕç. Вĕсем йышлăн мар, çав тапхăрта ача çуралассин шайĕ уйрăмах пĕчĕк пулнă вĕт. Апла-тăк çĕршывра çут тĕнчене çĕнĕ кайăк килесси каллех чакма пултарать. Çакна тĕпе хурса Раççей çыннисен пурнăçне упрас тĕлĕшпе уйрăмах яваплă пулмалла. Ку енĕпе сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн пĕлтерĕшлĕ кăтартусем тума май килнĕ. Çавăнпа пĕрлех усă курман резерв та сахал мар.

Чăваш Енре пуриншĕн те паллă «хĕресе» парăнтарнă ĕнтĕ - юлашки виçĕ çулта умлă-хыçлă демографи лару-тăрăвĕнче ырă улшăнусем пулса иртеççĕ, урăхла каласан çут тĕнчене килекенсем пурнăçран уйрăлнисенчен йышлăрах. Пĕтĕмĕшле вилĕм те, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе çыхăнни те чакса пыраççĕ.

- Чăваш Енри «кардиологи лару-тăрăвне» мĕнле хаклатăр?

- Пĕтĕмĕшле тенденцие илес-тĕк тĕнчери тата Раççейри трендсенчен уйрăлса тăмастпăр. Халăх хушшинче сарăлнă чир-чĕр хушшинче чĕрепе тата юн тымарĕсемпе çыхăннисем сывлав органĕсен патологийĕ хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Юлашки виçĕ çулта юн çаврăнăш органĕсен чирĕ сарăласси 25,4 процент ÿсрĕ, çынсем чирлесси - 28,4 процент. Çакă асăннă патологиллĕ граждансене диспансеризаци ирттернĕ чухне тата профилактика тĕрĕслевĕсенче ытларах палăртнине çирĕплетет. 2013-2014 çулсенчи диспансеризацире 8 пин çыннăнне чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсен диагнозне лартнă. Пирĕн хутлăхра çитĕннĕ кашни улттăмĕш çыннăн - юн пусăмĕ пысăккине, çиччĕмĕшĕн - цереброваскулярлă чир-чĕр пуррине, вунтăваттăмĕшĕн чĕре ишемине тупнă.

2014 çулхи диспансеризаци республикăри 100 пин ытла çыннăн инфекциллĕ мар вăраха кайнă чир аталанас теветкеллĕх факторĕ пуррине çирĕплетнĕ, вĕсем кирлĕ пек апатланманнипе /74,4 процент/, юнри холестерин виçи пысăккипе /37,1/, юн пусăмĕ ÿснипе /31,1/, вăй-хал хусканăвĕ çуккипе /25,5/, ытлашши виçепе /14,6/, пирус туртнипе /13/, юнри сахăр хисепĕ хăпарнипе /7/, эрехпе иртĕхнипе /5,6/ çыхăннă.

- Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене сирес енĕпе халиччен те пуçаруллă ĕçленĕ паллах...

- Çапла. 2011 çултан Чăваш Енре сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программа вăй илнĕ. Унпа килĕшÿллĕн федераци хыснинчен республикăна 4 млрд тенке яхăн уйăрнă. Республикăри кардиологи диспансерне кăна хаклă йышши оборудовани туянмашкăн 160 млн тенкĕ уйăрса панă. 2008 çултах Чăваш Енре юн тымарĕсен центрĕсен тытăмне йĕркелемелли проекта пурнăçлама тытăннă: Республикăри клиника больницин никĕсĕ çинче регионти центр туса хунă. Паян пуçламăш уйрăмсем Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче - 1-шер, Шупашкарта виççĕ шутланаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - миокардăн инфаркчĕпе тата инсультпа чирлекенсене ураланма пулăшасси. Асăннă тытăма йĕркелени йывăр патологиллĕ 8 пин ытла çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май панă.

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакансене медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвĕпе тивĕçтересси 2009 çултанпа 30 процент ÿснĕ, стентировани мелĕпе операци тăвасси 3 хут нумайланнă. 600 ытла пациент çулленех вăй-хала тĕреклетмелли сиплеве тивĕçет.

- Раççей Президенчĕ пулнă Борис Ельцина операци тунă хыççăн кăна халăх пĕлнĕ шунтировани мелĕпе халĕ пуçлăхсене кăна мар, ахаль пациентсене те сиплеççĕ-и?

- Пирĕн диспансерта чĕрен чылай патологийĕнчен операци мелĕпе хăтараççĕ. Тĕслĕхрен, 2008 çулта миокардăн аритмогенлă зонисене пĕрремĕш хут радиочастоталлă аблаци меслечĕпе операци турăмăр, урăхла каласан чĕрен тахикардие яракан вырăнĕсене витĕм кÿтĕмĕр. Халĕ çакăн йышши операцисене çуллен 100 яхăн пурнăçлатпăр. Вĕсем пациентшăн тÿлевсĕр. Федераци центрĕсене медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвне тивĕçме квотăпа килĕшÿллĕн ярсан та амакпа нушаланаканăн сиплевшĕн тăккаланмалла мар. Çул укçине те каярахпа саплаштараççĕ. Уйрăммăн палăртса хăваратăп: медицина общественноçĕн тата пациентăн хăйĕн тĕллевĕ çакăн пек: чирлĕ çыннăн пысăк технологиллĕ пулăшăва кĕтсе лармалла кăна ан пултăр, чире пуçламăш тапхăртах сирме май килтĕр. Çĕнĕ йышши техникăна - ЭКГ, АД-мониторсем, ультрасасă тĕпчевĕ тата ытти те - пуçламăш звенора медицинăпа санитари пулăшăвĕ паракан сиплев учрежденийĕсем валли çителĕклех туяннă. Диагностика службисене чĕрепе юн тымарĕсен патологине вăхăтра тупса палăртмашкăн хальхи йышши кăткăс техникăпа пуянлатнă.

- Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăкри тĕллевсем унчченхи çулхисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

- Кăçалтан тытăнсе планра халăхпа ĕçлемелли мероприятисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - теветкеллĕх факторĕсем пирки тулли информаципе тивĕçтересси, çынсемпе пуçаруллă ĕçлесси: волонтерсен «Тымар» патрулĕ» юхăмне йĕркелесси, халăха сывлăха упрамаллине аса илтерекен тата сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн хистекен массăллă акцисем ирттересси. Муниципалитетсен ертÿлĕхĕсене çынсем валли утмаçулсене, велоçулсене ăçтарах вырнаçтарасси, халăха стадиона илĕртмелли майсем тупасси шухăшлаттармалла.

Харпăр хăй сывлăхне витĕм кÿмелли тата чире парăнтармалли мелсене медицина учрежденийĕ никĕсĕсем çинче уçнă «Сывлăх шкулĕсенче», «Артери гипертонийĕн шкулĕсенче» вĕрентеççĕ. Вĕсем графикпа ĕçлеççĕ, унта кашниех çÿреме пултарать. Кун пирки тĕплĕнрех «Сывлăхлă Чăваш Ен» порталта /www.med.cap.ru/ тĕплĕнрех пĕлме май килет.

- Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула пурнăçран уйрăлассин 60 проценчĕ теветкеллĕх факторĕсенчен килни паллă. Вĕсем пирки аса илтерни вырăнлă пулассăн туйăнать...

- Кардиологсем вĕсене йĕркелесе тăма май пуррисем тата йĕркелеме май çуккисем çине пайлаççĕ. Иккĕмĕшĕсен шутĕнче - арлăх, ÿсĕм тата еткерлĕх. Ашшĕ-амăшĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланнă, вĕсене 55 çула çитиччен инфаркт çапса антарнă-тăк ывăл-хĕрĕн артери гипертонийĕ, ишеми чирĕ маларах аталанма пултарать. Çакă çывăх çыннисене пурнăç йĕркине улăштармашкăн хистемелле.

Пĕрремĕшĕсен шутне юн пусăмĕн, холестерин, юнри сахăр шайĕ пысăкки, пируспа, эрех-сăрапа иртĕхни, углеводпа липид ылмашăвĕ пăсăлни, самăрланни, вăй-хал ĕçне хутшăнманни, пăлханни кĕреççĕ. Шел те, медиксем тăрăшнине пăхмасăр, пирĕн халăх çак факторсене пĕлсех каймасть, ун пеккисем çинчен илтнĕ пулсан та вĕсенчен хăтăлма васкамасть.

- Чирлĕ çынна чи ансат меле - специалист патне пулăшу илмешкĕн хăçан каймаллине туйма - вĕрентесси тухтăр тивĕçĕ тесшĕн-и эсир?

- Çакна тепĕр хут çирĕплететĕп: чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ пур пациентсене вăхăтра тупса палăртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ - сиплеме мĕн чухлĕ маларах тытăнатăн, усси çавăн чухлĕ пысăкрах. Енчен те çыннăн кăкăр кăшкарĕнче канăçсăрлантараканни тупăнчĕ пулсан, пуç ыратсан участок врачĕ патне тÿрех каймалла, хытах ыратма тытăнсан «васкавлă пулăшу» чĕнмелле. Тивĕçлĕ мера йышăнмасан çакнашкал лару-тăрăвăн малтанхи 90 минутĕнче пациентсен çуррийĕн пурнăçĕ миокард инфарктне пула вăхăтсăр татăлать.

Сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕн программисем пулăшнипе республикăра «васкавлă пулăшăвăн» машинисем пациент патне пымалли стандарта халĕ пăхăнаяççĕ, чĕнĕве йышăннă хыççăн 20 минут иртиччен вырăна çитеççĕ.

Артери гипертонийĕпе чирлисен уйрăмах тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен амакăн симтоматики чылай чухне палăрмасан та пултарать. Урăхла каласан кун пек чухне чĕре е пуç ыратмасть. Шел те, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе аптракансем тĕппипех сипленсе çитес шанăç пысăк мар, çавăнпа тухтăр сĕнĕвне çирĕп пăхăнмалла - палăртнă вăхăтра эмел ĕçмелле, юн пусăмне виçмелле, туртма пăрахмалла тата ытти те.

- Медицинăн малашлăхĕ профилактикăпа тачă çыхăннă тетпĕр. Çапах та çитĕннисенчен хăшпĕрне çакăн çинчен ăнлантарнин усси çук вĕт. Апла-тăк ачасем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла.

- Çамрăк ăрăва профилактика ыйтăвĕсене ăша хывтарса çитĕнтерни вĕсен кунçулне вăрăмлатĕ тата сывлăхлă пулма май парĕ. Пирĕн специалистсем шкулсенче час-часах тĕлпулу йĕркелесе сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли çинчен аса илтереççĕ. Палăртма кăмăллă: пĕрремĕш-тăваттăмĕш классенче вĕренекенсем сывă та пахалăхлă апатлану, вăй-хал аталанăвĕ пирки пĕлтернине хапăлласах йышăнаççĕ.

Пуласлăха прогнозлама пултаратпăр. Тĕнче нацийĕ пĕтĕмĕшле, Раççейри уйрăммăн илсен, ватăлса пыни паллă. Халĕ хамăрăн хăвата ватлăх кунĕсемччен тытса тăмалла. Этем пурнăçĕн çак тапхăрне сывă пурнăç йĕркине пăхăнса çитесси кашнин тĕллевĕ пулмалла.

- Чикĕ леш енчи технологисем хамăр пата çитни çынсене савăнтарать, сире вара операци ытларах тума тытăнни, урăхла каласан, чир-чĕртен хăтăлса пĕтейменни, шухăшлаттарать. Çакă общество хăйне тивĕçлипе хакламаннине çирĕплетет. Апла-тăк çĕршыв пуçлăхĕ çивĕч ыйтăва татса памашкăн медицина ĕçченĕсен тата пациентсен вăйне пĕрлештерме сĕнсе тĕрĕсех турĕ?

- Паллах. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çирĕплетнĕ тăрăх - этем сывлăхлă пулассин 10 проценчĕ кăна медицинăпа çыхăннă, 90 проценчĕ хăйĕнчен, вăл тĕпленнĕ вырăнти çутçанталăкран, унăн пурнăç йĕркинчен килет. Юлашки çулсенче медицинăна аталантармашкăн сахал мар укçа-тенкĕ хываççĕ. Çакă пĕлтерĕшлĕ, паллах, çапах та çын тыткаларăшĕсене хăй кăна витĕм кÿме пултарать. Вăл улшăнас тĕллев тытмасан çĕршывра, республикăра ирттерекен пĕр мероприяти те кăтартупа савăнтараймасть.

Влаçăн тĕрлĕ шайри органĕсен Чăваш Енре пурăнакансен пурнăçне сыхлас, вĕсен кунçулне вăрăмлатас пирки шухăшламаллах. Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче çакна уйрăммăн палăртнă: сывлăх сыхлавĕн пĕлтерĕшлĕ рейтингĕнче Раççее пĕрремĕш хут тăнăçлă çĕршыв тесе йышăннă - вăл этемĕн вăтам ĕмĕрĕ 70 çултан иртнĕ патшалăх йышне кĕрет. Хальхи вăхăтра асăннă кăтарту Раççейре те, Чăваш Енре те 71 çулпа танлашать. Пирĕн хутлăхра кунçулăн вăтам тăсăмне çывăх вăхăтрах 74 çула çитерме, вилĕме чакармалли пахалăхлă динамикăна çĕнсе илме май пур.

Çавна май эпир, медицина ĕçченĕсем, хамăра хисеплеме тата çывăх çыннăмăрсен - аслă ăрурисемпе ачасен - сывлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕрех пулма чĕнсе калатпăр.

Сывлăхлă пулăр, сывă та таса çÿрĕр.

Валентина СМИРНОВА

хатĕрленĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.