Чăваш Лядумегĕ: вĕçленмен дистанци

15 Çу, 2015

Аслă вăрçă вут-çулăмĕ никама та шеллесе тăман: чылайăшĕ тăван тăрăха таврăнайман, çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Хаяр тăшмана хирĕç тăнисен йышĕнче спортсмен та нумай. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Чăваш Ен тата çĕршыв чемпионачĕсенче палăрнă Тимофей Петров атлет та нимĕç фашисчĕсемпе кĕрешсе çамрăклах çĕре кĕнĕ.

Кашни кун - 6 çухрăм

«Аттене фронта ăсатнă чухне эпĕ 2 çулта, шăллăм Ваня 5 кунри ача кăна пулнă», - аса илет паян Чăваш Ен рекордсменĕн тата СССР чемпионĕн аслă ывăлĕ Георгий Тимофеевич. Çав тапхăрта вĕсен амăшне, Евдокия Марковнăна, паллах, çăмăл пулман. Пур йывăрлăха çĕнтерсе вăл малаллах талпăннă, икĕ ывăлне пĕчченех ура çине тăратнă. «Анне пире пĕчĕклех кашни ĕçе юратса тума вĕрентетчĕ. Ялан пирĕншĕн тăрăшатчĕ, сĕтел çинчен çăкăр ан татăлтăр тесе вăй хуратчĕ. Хура-шурне сахал мар курнă пулин те кÿренсе те тарăхса çÿреместчĕ - ырă сăмахпа лăпкатчĕ, ачашлатчĕ», - теççĕ пĕртăван Петровсем.

Пĕтĕм Союзри спартакиадăра пĕрремĕш хут палăрнă стайер Тимофей Петров 1910 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Хыркассинче çут тĕнчене килнĕ. Унсăр пуçне çемьере тăватă ывăлпа виçĕ хĕр çитĕннĕ. 5 çулта чухне çурма тăлăха юлать - амăшне йывăр чир пурнăçран вăхăтсăр уйăрнă. Асли пулнăран килти хуçалăх ĕçĕ пĕтĕмпех ун çине тиенет. Ялти шурсухал Марк Корнилов каланă тăрăх - Тимуш пĕчĕклех Буинскри пекарньăра ĕçленĕ. Хыркассинчен 6 çухрăмра вырнаçнă яла тăватă хут хутланă ача: ирхине чуста çăрма васканă, кăнтăрла çăкăр пĕçерме утнă. Алă усса ларма вăхăчĕ пулман унăн, килте те ĕç нумай пулнă. Çавăн чухнех çирĕпленсе те харсăрланса ÿснĕ ахăртнех пулас спортсмен.

Чи лайăх спортсмена - купăспа велосипед

Чăваш Енре физкультура юхăмĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче вăй илме пуçланă. Районсемпе хуласенче спорт ячейкисем, заводсемпе фабрикăсенче физкультура коллективĕсем йĕркеленеççĕ. Ачаллах вăйлă та патвар пулса ÿснĕ Тимофей Петров та çак çĕнĕлĕхрен айккинче тăрса юлмасть - кулленхи ĕçрен уйрăлмасăр ыттисемпе пĕрле футболла выляма тухать, кроссене хутшăнать. Хыркасси каччин пурнăçĕ Хĕрлĕ Çарта чухне уйрăмах «вĕреме» пуçлать /1934-1936/. НКВД управленийĕн Мускаври округĕнчи чаçра хĕсметре тăракан салтак тĕрлĕ ăмăртура вăй виçсе малти вырăнсене йышăнма пуçлать. 1500 метрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе чемпион ятне тивĕçет, 5000 метра чупса иккĕмĕш вырăна тухать. Пултаруллăскере командирсем спорт тумĕпе тата хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ. Çакă ăна пушшех хавхалантарса ярать, çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хал хушать.

Тăван ене таврăнсан Тимуш «Комбайн» колхозра ĕçлеме пуçлать, спорт кружокĕн хастарĕ пулса тăрать. 1936 çулта республикăра колхозниксен 2-мĕш спартакиадине ирттереççĕ. Унта Йĕпреç тăрăхĕнчи хуçалăх команди пĕрремĕш вырăн йышăнать. Тимофей Петрова чи лайăх спортсмен тесе 300 тенкĕ преми параççĕ. Республика ăмăртăвĕнче мала тухнă колхозниксем çĕршыв спартакиадине хутшăнаççĕ. Йĕпреç каччи унта та лайăх кăтартусемпе палăрать. Çăмăл атлетика турнирĕсенче /спортсменсем 1000 тата 1500 метрлă дистанцисенче ăмăртнă/ пысăк çитĕнÿсем тунăшăн йĕркелÿ комитечĕ ăна Тав хучĕпе чыслать, купăспа велосипед парнелет.

«Спартак» хастарĕ

1935 çулта Мускавра «Спартак» спорт обществине йĕркеленĕ. Пирĕн çĕршыври 2000 ытла коллектива пĕрлештерекен спорт организацийĕн уйрăмĕсем хамăр республикăри хуласемпе районсенче те уçăлнă. Йĕпреçрине Тимофей Петров ертсе пырать. Çак тапхăртах вăл Пĕтĕм Союзри спартакиадăра чемпион ятне çĕнсе илет.

1937 çулта Хыркасси каччи «Кооплеспром» промысла эртелĕнче ĕçлеме пуçлать: хуçалăхăн виççĕмĕш завочĕ шăпах вĕсен тăван ялĕнче вырнаçнă пулнă. Кунта вăл ĕçтешĕсене явăçтарса физкультура ячейкине йĕркелет, поселокра стадион тăвас ĕçе пуçарать. Каярах унтах çăмăл атлетсемпе йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем иртеççĕ. 1938 çулта Тимофей Петров ертсе пыракан ушкăн «Спартак» спорт обществи ирттернĕ смотр-конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнать, куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава тивĕçет.

Пултаруллă спортсмен хăй те Чăваш Енри тĕрлĕ турнира хутшăнать, кашнинчех малти рете тухать. Атăлçи тăрăхĕнчи ăмăртусенчен те медальсемпе таврăнать вăл. Пĕтĕм чăвашăн çăмăл атлетика турнирĕнче, республикăри ГТО ăмăртăвĕнче тата Пĕтĕм Союзри спартакиадăра палăрнă стайер 1939 çулта СССР чемпионатне лекет. Тĕлĕнмелле те - чăваш спортсменĕ унта та çĕнтерет: 800 метр дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе СССР спорт мастерĕн нормативне тултарать.

Çĕршывĕпе ят-сум çĕнсе илнĕскер кунпах çырлахса лармасть, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тăвать: Пĕтĕм чăвашăн спартакиадинче /1500 м/, республика турнирĕнче /1500 тата 3000 м/ тата «Восход» спорт обществин ăмăртăвĕнче /Ленинград, 1500 м/ çĕнтерÿпе савăнтарать. Вăл вăхăтра вăтам дистанцисенче ăна çитекенни пулман Атăлçи тăрăхĕнче. Пĕтĕм Союзри тупăшусенче те вăл - чи лайăххисен йышĕнче.

Знаменскисемпе çума-çумăн

Республикăри атлетсен хушшинче пĕрремĕш пулнă Тимофей Петровпа Мария Гущинăна 1934 çулта Мускава вĕренÿпе тренировка сборне яраççĕ. Унтах чăваш атлечĕ Совет Союзĕн чи паллă спортсменĕсемпе - легендăна кĕрсе юлнă пĕртăван Знаменскисемпе паллашать. Вĕсенченех нумай вĕреннĕ пирĕн ентеш, вĕсем пек пулма тăрăшнă. Ун чухне пĕртăвансемпе миçе хут старта тухман пулĕ чăваш атлечĕ.

Çав çулах Йĕпреç каччи тĕнче чемпионĕпе Жюль Лядумег французпа курнăçнă. Мускаври физкультура институчĕн студенчĕсене хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарма килнĕскер стадионта ăсталăх сехечĕсемпе калаçусем ирттернĕ. Чăваш стайерĕ вара «ракета пек вĕçекен» спортсменăн тренировкисене пĕр сиктермесĕр çÿренĕ: унăн кашни утăмне сăнанă, кашни сăмахне ăша хывнă. Çавăнпах пулĕ каярах ун çумне «Чăваш Лядумегĕ» ят çыпăçнă, мĕншĕн тесен вăл та çăмăллăн та ирĕклĕн чупнă. Жюль Лядумегăн урокĕсемпе пĕртăван Знаменскисен ăсталăхĕ пирĕн ентеше тата хастартарах пулма хавхалантарнă.

Спортпа туслă пулни сывă та таса пурнăç никĕсĕ пулнине ĕнентерме тăрăшнă яланах çынсене Тимофей Петров. Çак шухăш-тĕллевех ăна Йĕпреçре стадион тăвас ĕçе пуçарма хистенĕ. 1937 çулта уçăлнă вăл. Ку - питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланнă Йĕпреçсемшĕн. Вăл тăрăшнипех стадионăн спортпа пурлăх бази пуянланать, тренировкăсене ăста та маттур çамрăксем çÿреме пуçлаççĕ. Çав тапхăрта Йĕпреç тăрăхĕнчи чи пултаруллă трактористкăн Клавдия Пашковăн ячĕ çĕршывĕпех янраса каять - Тимофей Ильичăн вĕренекенĕ Пĕтĕм Союзри ăмăртура чупса çĕнтерÿçĕ пулса тăрать, ГТО енĕпе иртнĕ СССР чемпионатĕнче пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарать.

«Лашаран та хăвăртрах чупатчĕ»

Спортра тата пысăкрах çĕнтерÿсемпе палăрас чух СССР спорт мастерĕн Тимофей Петровăн 1941 çулта алла пăшал тытма тивнĕ. Миçе çитĕнÿпе савăнтарнă пулĕччĕ-тĕр пире «спартакçă», анчах хура вăрçă унăн пĕтĕм ĕмĕт-шухăшне таптанă. «Хуньăм, ачамсене упра. Эпĕ вутра та çунмастăп, шывра та путмастăп», - тенĕ хăюллă спортсмен фронта тухса каяс умĕн. Салтак шăпи ăна малтан Ленинграда илсе çитернĕ, унтан - Эстоние. Анчах каялла таврăнма пÿрмен: вăл 1944 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче паттăррăн çапăçса пуç хунă. Йĕпреç чăвашне Эстонири Синимяэ поселокĕ çывăхĕнчи масара пытарнă. Тимофей Петровăн кĕçĕн ывăлĕ Иван 1973 çулта ашшĕ вилнĕ тăрăха çитсе курнă, унăн палăкĕ умĕнче пуç тайнă.

Иван Тимофеевич ашшĕ çинчен нумай каласа кăтартма пултарать. Вăлах ытти тăванĕпе пĕрле 2014 çулта «Чувашский Лядумег: прерванная дистанция» кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. «Горькире иртнĕ ăмăртура аттепе кăсăклă самант та пулса иртнĕ. Дистанцие вĕçленĕ пулĕ тесе вăл чупма чарăннă. Анчах судьясем тепĕр çаврăм чупмалла тесе систернĕ. Ыттисенчен тăрса юлнă пулин те вăл пурне те кая хăварса пĕрремĕш çитме пултарнă. Унăн çывăх юлташĕ Константин Никишев, пĕр вăхăт республикăри физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ пулнăскер, ăна кашни ăмăртура хавахалантарса тăнă. «Тимуш, хăвăртрах!» - кăшкăрнă тет вăл Мускаври стадионта. «Лашаран та хăвăртрах чупатчĕ», - тĕлĕннĕ аттерен çынсем, - сăмах çăмхине сÿтрĕ спортсмен ывăлĕ. - 1958 çулта тăван килте пушар тухрĕ. Çак инкекре аттен докуменчĕсем, хисеп хучĕсемпе наградисем çунса кĕлленчĕç. Пушарта чылай япалана çухатрăмăр. Телее, хăшĕ-пĕрне упраса хăварма, каярах юсаса çĕнетме пултартăмăр. Вĕсем пирĕншĕн - чи пысăк пуянлăх, чи хаклă тупра».

1966 çулта Совет Союзĕн чемпионне асăнса РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Аркадий Улангин пуçарнипе «Апаш - Кÿкеç - Шупашкар» маршрутпа çăмăл атлетика чупăвĕ иртнĕ. Тепĕр çулах Тимофей Петровăн тăван тăрăхĕнче «Хыркасси - Йĕпреç» чупу старт илнĕ. Паянхи кун та иртет ку ăмăрту. Унта çулсерен вун-вун спортсмен хутшăнать. Çак турнирта миçе çамрăк туман-ши хăйĕн спортри пĕрремĕш утăмĕсене, миçе атлет хăйĕн ăсталăхне тĕрĕслемен пулĕ.

Чăваш Енри паллă стайерăн ятне ачисемпе мăнукĕсем кăна мар, Йĕпреçсем те асра тытаççĕ. Унăн ячĕ çĕршывăн тата хамăр республикăн спорт кунçулне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă. Паттăрсем вилмеççĕ, вĕсем пирĕн чĕрере упранаççĕ. Тимофей Петрова та манман, унăн ырă ĕçĕсем те манăçман!

Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксем

 

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Хыркасси тÿпинчи çутă çăлтăр

Тимофей Петрова халалласа

Хыркасси çийĕнче çăлтăрсем
Каçсерен çутăрах ялкăшаççĕ.
Вăйăра савăнан çамрăксем
Ывăнмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ.
Хырлăхран вĕрекен ăшă çил
Ырлăхне чĕрÿпе эс туятăн.
Тăван ял укăлчи, тăван кил
Туртăмне туйнипе савăнатăн.
...Хыркасси те вăранчĕ ирех,
Çыннисем шуйхашаççĕ, шавлаççĕ.
Укăлча патĕнче хĕр йĕрет,
Куçĕнчен тумламсем тăкăнаççĕ.
Тимуша та çитейрĕ черет.
Мăшăрне ытамне илнĕ майăн
Вăл каларĕ: «Çуралнă çĕре
Çĕнтерсе киличчен пурăн лайăх.
Юрикпе Ивана ачашла,
Вĕсем ÿсчĕр чир-чĕрсĕр, хĕн-тертсĕр.
Çул çитсессĕн ăсат та шкула -
Ачасем тăрăшса çеç вĕренччĕр.
Май пулмарĕ хама вĕренме -
Пĕчĕклех ĕçлеме манăн тиврĕ.
Ытларах чухлама та пĕлме
Мана пурнăçăм хăй пехиллерĕ»...
...Хыркасси çийĕнче çăлтăрсем
Каçсерен çутăрах ялкăшаççĕ.
Вăйăра савăнан çамрăксем
Ывăнмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.