Общество палатинче ĕçлеме кандидатурăсем сĕнмелли йĕрке
15 May, 2015

Чăваш Республикин 2011 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин Общество палати çинчен» Саккунĕн 6-мĕш статйипе килĕшÿллĕн общество пĕрлĕхĕсемпе коммерциллĕ мар организацисен представителĕсен йышĕнчен Чăваш Республикин Общество палатин членĕсене конкурс ирттерсе суйласа илмелли процедура пуçланнă.

Конкурса хутшăнма общество пĕрлĕхĕсемпе коммерциллĕ мар организацисен Чăваш Республикин Общество палатин членĕсенчен /вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин Общество палатин членĕсене çирĕплетесси çинчен» Указĕпе тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 2015 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин Общество палатин членĕсене çирĕплетесси çинчен» Йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ/ йĕркеленĕ ĕçлев ушкăнне Чăваш Республикин Общество палатин тытăмĕнче ĕçлеме хăйсен представителĕсене сĕнме кăмăл туни çинчен ыйтса çырни тăратмалла.

Ыйтса çырнипе пĕрле çак документсем пулмалла:

1/ общество пĕрлĕхĕсемпе коммерциллĕ мар организаци представительне Общество палатин тытăмне кĕртме сĕнни çинчен йышăну кăларнă общество пĕрлĕхĕн ертсе пыракан органĕн ларăвĕн протоколĕнчен çырса илни*

2/ общество пĕрлĕхĕпе коммерциллĕ мар организацин уставĕн копийĕ*

3/ общество пĕрлĕхĕпе коммерциллĕ мар организацин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен информаци*

4/ общество пĕрлĕхĕпе коммерциллĕ мар организацин представителĕн Общество палатин тытăмне кĕртме сĕннĕ кандидатури çинчен информаци*

5/ общество пĕрлĕхĕпе коммерциллĕ мар организацин представителĕ, кандидатурине Общество палатин тытăмне кĕртме сĕннĕ хыççăн, асăннă тытăмра ĕçлеме килĕшни пирки алăпа çырса пĕлтерни.

Общество пĕрлĕхĕпе коммерциллĕ мар организацин Общество палатин тытăмне пĕр представитель çеç тăратма ирĕк пур.

Çак общество пĕрлĕхĕсемпе коммерциллĕ мар организацисем Общество палатин членĕ пулма кандидатсем тăратма пултараймаççĕ:

1/ коммерциллĕ мар организацисем, саккунпа килĕшÿллĕн Общество палатин вăйра тăракан тытăмĕн полномочийĕсен срокĕ вĕçлениччен çулталăкран сахалрах вăхăтра регистрациленĕ пулсан*

2/ политика партийĕсем, вĕсен регионти тата вырăнти уйрăмĕсем*

3/ коммерциллĕ мар организацисем, енчен те вĕсене Федерацин «Экстремистла ĕç-хĕле хирĕç тăрасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн экстремистла ĕçе пурнăçлама юраманни çинчен çырупа çырса асăрхаттарнă пулсан - асăрхаттарнă хыççăн çулталăк тăршшĕнче, енчен те асăрхаттарăва суд саккунсăр тесе йышăнман пулсан*

4/ коммерциллĕ мар организацисем /енчен те вĕсен ĕçне Федерацин «Экстремистла ĕç-хĕле хирĕç тăрасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн чарса лартнă пулсан/, чарса лартни çинчен йышăнăва суд саккунсăр тесе йышăнман пулсан.

Документсене Чăваш Республикин Общество палатинче ĕç кунĕсенче 2015 çулхи майăн 13-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ.