Archive - 19 Çу, 2015
Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет
Тăманлă Выçли ялĕн халăхра тепĕр ят та пур - Кирпĕчлĕ Выçли. Ку ят ун çумне 1939 çулта кирпĕч кăларакан завод хута кайнипе çыпçăннă ĕнтĕ. Килĕрен кайсан та кунта заводра пĕр кун та пулин ĕçлесе курман çын сахал пуль. Вăрман çумĕнчи урамра пурăнакан Самаркинсен пурнăçĕ вара унпа питĕ тачă çыхăннă. Зинаида Гордеевнăпа Валерий Анатольевич иккĕшĕ те унта чылай çул вăй хунисĕр пуçне завод вĕсен шăпине те пĕр тĕвве çыхнă вырăн пулса тăнă.
Сусăрсем хăйсене хăтлă туяççĕ
Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси" патшалăх программин "Пурте усă курма пултаракан хутлăх" çумпрограммине пурнăçламашкăн пирĕн республикăна РФ бюджетĕнчен 42774,3 пин тенкĕ уйăрнă.
Раççей Правительствин хушăвĕпе 71 субъект 3 млрд ытла тенкĕ илет. Асăннă субсидипе сусăрсемпе тухса çÿреме кансĕр граждансене пурте усă курма пултаракан приоритетлă объектсемпе пулăшусен тăкакĕсене финанслаççĕ.
Ĕç ветеранĕсен йышĕ ÿсет
Аслă ăру çыннисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулхи ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш Указне улшăнусем кĕртесси çинчен" 155-мĕш Указĕпе республикăра пурăнакан тата ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăхпа танлашакан хĕрарăмсене, 42 çул та 6 уйăх стажлă арçынсене тивĕçлĕ канăва тухсан е ватлăх пенсийĕн правипе усă курмалли ÿсĕме çитсен "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли ирĕк пама йышăннă.
Вăлча сапнă вăхăтра икĕ йĕппе çеç тытма юрать
Атăл-Каспин пулă хуçалăхĕн бассейнĕнче /унта Атăлпа Сăр тата вĕсен юпписем те кĕреççĕ/ пулă тытмалли йĕркепе килĕшÿллĕн пушă вăхăта çыран хĕрринче вăлта тытса ирттерекенсен апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен хĕлĕхре икĕ йĕпрен ытла пулмалла мар. Кимĕпе, ишмелли ытти хатĕрпе шыва кĕрсе вăрăм вăлтапа е кĕскипе усă курма юрамасть. Промышленноç меслетне ĕçе кĕртнĕ предприятисене /вĕсем Атăлти, Сăрти шыв лаптăкĕсене тара илнĕ/ апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 15-мĕшĕччен пулă тытма чарнă. Мĕншĕн тесен çав тапхăрта пулă вăлча сапать.
«Сăрçире» чĕрчун йышĕ ÿснĕ
Февраль уйăхĕнче РФ çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан "Сăрçи" заповедникĕнче /управлăхĕнче/ вăрман чĕрчунĕсене шутламалли хĕллехи тапхăр иртнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе учреждени директорĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ, биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Димитриев паллаштарать.
- Чи малтанах шутлав меслетне ăнлантарса памăр-и?
Юман-аттепе çăка-анне тата вĕсен çемйи
Вăрçă çулĕсемпе - телей патне
Эпир, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксен ачисем, вĕсен асаилĕвĕсене хут е магнитофон ленти çине çырса юлма васкамасăр пысăк йăнăш турăмăр. Тен, вĕсем - тĕнчене çăлса хăварнăскерсем - хăйсем питĕ сăпайлă пулнăран пире те çапла пулма вĕрентсе çитĕнтернĕрен эпир вĕсем çинчен хаçат редакцийĕсене çырса яман, кĕнеке издательствисен алăкĕсене шаккаман, радиостанцисемпе телевидени студийĕсене талпăнман. Атте-аннесем çав хаяр çулсенче кăтартнă паттăрлăх çинчен, ан тив, вăл мухтанмаллиех мар пулсан та, çырса илмеллех пулнă ĕнтĕ.
Вăрçăра та, мирлĕ ĕçре те хастар пулнă
Асанкассисем те паттăрлăх кăтартнă
Асанкасси - Комсомольскинчен 12-13 çухрăмри сĕм вăрманта вырнаçнă авалхи чăваш ялĕ. Вăрçă умĕн 470 киле яхăн шутланнă, 2000 ытла çын пурăннă. Паянхи кун 426 килте 1217 çын пурăнать.
Вăрман халăхĕ - харсăр, ĕçчен. Асанкассисем те - вăрмана хисеплекен, юратакан çынсем. Вĕсен ĕçĕ, пурнăçĕ ытларах вăрманпа, йывăçпа çыхăннă.