Комментари хушас

19 Çу, 2015

Асанкассисем те паттăрлăх кăтартнă

Асанкасси - Комсомольскинчен 12-13 çухрăмри сĕм вăрманта вырнаçнă авалхи чăваш ялĕ. Вăрçă умĕн 470 киле яхăн шутланнă, 2000 ытла çын пурăннă. Паянхи кун 426 килте 1217 çын пурăнать.

Вăрман халăхĕ - харсăр, ĕçчен. Асанкассисем те - вăрмана хисеплекен, юратакан çынсем. Вĕсен ĕçĕ, пурнăçĕ ытларах вăрманпа, йывăçпа çыхăннă.

Фашистла Германи вăрă-хурахла тапăнса килсен Асанкасси çыннисем те пĕтĕм совет халăхĕ пекех тăшмана хирĕç çĕкленеççĕ. Мобилизаци йĕркипе тата хăйсен ирĕкĕпе 405 çын, çав шутра ултă хĕр, фронта тухса кайнă. Вĕсемсĕр пуçне çар учетĕнче тăракан 60 ытла ĕç лашине вăрçа илсе кайнă. Ялти П.Осипенко ячĕллĕ промартель те вăрçă ĕçне кÿлĕннĕ: унта ĕçлекен 147 çын çар командованийĕн заданийĕсене пурнăçланă - фронт валли çуна-урапа, йĕлтĕрсем, снаряд-патрон ещĕкĕсем тата ытти те хатĕрленĕ.

Вăрман çыннисем фронтра та паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса çапăçнă. Каçал тăрăхĕнчен пирĕн пилĕк ентеш Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕç пулнă. Вĕсенчен пĕри - Федор Николаевич Чернов лейтенант, взвод командирĕ - Висла шывĕ çинчи плацдармри çапăçура пысăк пуçарулăхпа палăрнă.

Асанкасси ялĕнчи тепĕр паттăр - Дмитрий Герасимович Герасимов. Пурăннă пулсан вăл кăçал 100 çул тултармаллаччĕ. Ăна Хĕрлĕ çара 1937 çулта илнĕ. Вăл 1939 çулта Хĕвеланăç Украинăпа Беларуçа ирĕке кăларассишĕн пынă операцисене хутшăннă. 1940 çулта киле таврăннă. Мирлĕ пурнăçпа нумаях савăнма пÿрмен ăна: 1941 çулхи июнь уйăхĕнчех çапăçусене хутшăнма тивнĕ. Вăл çар службинче опыт пухнине, унăн пултарулăхне шута илсе аслă сержанта саперсен взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Сăмах май, Д.Герасимов - чăваш салтакĕсем фронтран чăваш халăхĕ патне çырнă Чĕнсе каланин авторĕсенчен пĕри. Вĕсем чăваш халăхĕ умĕнче тăшманпа пурнăçа шеллемесĕр, паттăррăн çапăçма тупа тунă. Герасимов взвочĕ çак Тупана чыслăн пурнăçланă. Унăн саперĕсем минăсем лартас тата сиенсĕрлетес ĕçсенче пысăк пултарулăх кăтартнă. Уйрăмах юханшывсем урлă кĕперсем хывас ĕçре маттур пулнă.

1943 çулта Герасимова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. 1944 çулта Тăван çĕршывăн вăрçин II степеньлĕ орденне панă. Çав çулах Хĕвелтухăç Пруссире наступлени тăвакан çарсем валли юханшыв урлă каçма йывăр условисенче кĕпер тунăшăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Çавăн чухне Дмитрий Герасимович йывăр аманнă, çапах пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ илнĕ хыççăн стройрах юлнă. Кĕпере хута янă хыççăн çеç ăна госпитале ăсатнă. Вăл мана çапла каласа панăччĕ: «Ман пата хирти куçса çÿрекен госпитале дивизин политпайĕн офицерĕ пырса кайрĕ. «Герасимов, Сире эпир Совет Союзĕн Геройĕ ятне пама документ тăратрăмăр», - терĕ. Чысшăн çапăçман пулсан та ырă хыпаршăн чĕререн тав турăм, ыратни те чакнăн туйăнчĕ... Каярах мана Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыс турĕç. Награда пайĕнчисем «Ку награда та çитĕ» тенĕ пулас... Кÿренмерĕм. Ара, пирĕн ентешсем - Иван Смирнов легендарлă пулеметчик, Николай Будаков летчик Герой ятне чăннипех тивĕçнĕ пулсан та - ăна темшĕн илеймен...» Вăрçă хыççăн, пурне те Тăван çĕршывăн вăрçин орденне панă чухне, Д.Герасимов 1-мĕш степеньлине тивĕçнĕ.

Д.Г.Герасимов 1945 çулта госпитальтен туя çине таянса, уксахласа киле таврăннă. Тăван тăрăха таврăннă-таврăнман ăна колхоз председательне лартнă. Кайран та пысăк яваплă тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, хастар общественник пулнă. Дмитрий Герасимович мăшăрĕпе Мария Ивановнăпа икĕ ывăл, виçĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Вăрçă вăхăтĕнче тыл чăннипех иккĕмĕш фронт пулнă. Хĕрарăмсем, ватти-вĕтти - пурте Çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Чирлĕ, ватă тесе нăйкăшман. Мĕн кăна тума тивмен-ши тыл ĕçченне - каласа пĕтерес те çук: оборона сооруженийĕсем те, аэродромсем те тунă, пăравуссем валли вутă хатĕрленĕ, уй-хирте те, фермăра та вăй хунă. Чи пахи - тăлăха тăрса юлнă пĕчĕк ачасене ÿстерсе çын тунă.

СССР Аслă Канашĕн Указĕпе тылра хастар ĕçленĕ çынсене вăрçă хыççăн ятарлă медальсем панă. Çав медале Асанкассири 251 çын, çав шутра 17 вăрçă ачи /1928-1933 çулсенче çуралнисем/, тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра Асанкасси çыннисем мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ, çуракине ăнăçлă ирттерме хатĕрленеççĕ. Вăтам шкул ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас тесе тăрăшсах ĕçлет. Вĕренекенсем те, ял çамрăкĕсем те районта, республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнаççĕ, лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Халăх культурине ÿстерсе пырас ĕçре Асанкасси яланах пысăк пултарулăх кăтартать.

Çак материала хатĕрлеме мана ялти таврапĕлÿçĕсем Римма Николаевна Горбуновăпа Иван Пантелеймонович Белков чылай пулăшрĕç. Вĕсене ÿркенмесĕр ĕçленĕшĕн тав тăватăп.

 

Ревокат МОИСЕЕВ,

общество корреспонденчĕ,

вăрçă ветеранĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.