Ĕç ветеранĕсен йышĕ ÿсет

19 Çу, 2015

Аслă ăру çыннисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулхи ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш Указне улшăнусем кĕртесси çинчен" 155-мĕш Указĕпе республикăра пурăнакан тата ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăхпа танлашакан хĕрарăмсене, 42 çул та 6 уйăх стажлă арçынсене тивĕçлĕ канăва тухсан е ватлăх пенсийĕн правипе усă курмалли ÿсĕме çитсен "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли ирĕк пама йышăннă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятпа тивĕçтермелли тата "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕн" удостоверенине памалли йĕркепе условисене çирĕплетесси çинчен" 127-мĕш йышăнăвне çÿлерех асăннă Указпа шайлаштарса кăçалхи май уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 162-мĕш йышăнăвĕпе хисеплĕ ята тивĕçмелли ĕç стажне хĕрарăмсемшĕн - 37,5, арçынсемшĕн 42,5 çулччен чакарнă.

"Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçмелли ирĕк пур граждансен ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр" хысна учрежденийĕн уйрăмĕсене паспорт копийĕ е ăна улăштаракан документ, 3х4 см виçеллĕ пĕр сăнÿкерчĕк памалла.

"Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илес ыйтăва представитель урлă татса памашкăн çав çын кам пулнине тата унăн полномочийĕсене документсемпе çирĕплетмелле.

Ĕç стажне тĕпе хурса "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятпа тивĕçмелли право пуррине ĕнентерекен документсем:

  • Чăваш Республикинче ялан пурăннине çирĕплетни;
  • ĕç стажĕ /ĕç кĕнеки, колхозникăн ĕç кĕнеки, çар билечĕ, ĕçпе тивĕçтерекенсем е патшалăх /муниципалитет/ органĕсем панă справка;
  • архив учрежденийĕсен справки, право хутшăнăвĕсем йĕркеленнĕ кун тĕлне вăйра тăнă, ĕç саккунĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ килĕшÿсем. Вĕсене хисеплĕ ята тивĕçме ирĕк пур çын хăй парать. Страховани пенсине палăртмашкăн кирлĕ стажа свидетель кăтартăвĕпе çирĕплетнин, страховани взносĕ тÿленĕ тапхăрĕн, колхозра ĕçленин справкисене пенси памалла тунă органсенчен ыйтса илеççĕ. Ĕç стажĕ ăнлава вăй хунă /службăра тăнă/ тапхăрсен тăсăмĕ кĕрет*
  • пенсие федерацин "Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен" /2014 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен/ е "Страховани пенсийĕсем çинчен" /2015 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен/ саккунĕсемпе килĕшÿллĕн палăртнине çирĕплетекен документсене заявитель илсе пыман пулсан вĕсене ведомствăсен хушшинчи информаци çыхăнăвĕ урлă ыйтса илеççĕ.

Гражданин хăй пирки пĕлтерни тĕрĕс те тулли пулнишĕн явап тытать. Социаллă пай специалисчĕсем вĕсем чăнлăхпа килĕшсе тăнине тĕрĕслеме пултараççĕ - Раççей Федерацийĕн тата унăн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене ыйтса çырни яраççĕ.

Асăннă йышăну 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет.

Журналистсем валли ирттернĕ пресс-конференцире ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшупа тивĕçтермелли мерăсене "Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен" саккунпа çирĕплетнĕ. Вĕсем уйăхсерен 1082 тенкĕ тÿлеве тата çыхăну пулăшăвĕн хакĕн 50 процентлă компенсацине тивĕçеççĕ.

Пирĕн республикăра пенси ÿсĕмне çитнĕ, 37,5 çул стаж пухнă хĕрарăмсем тата ĕçленĕ тапхăр 42,5 çулпа танлашакан арçынсем 73 пин çын ытла. Вĕсем Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнă. Çав йышран 25 пинĕ "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята 40 /хĕрарăмсем/ тата 45 /арçынсем/ стаж пухнипе тивĕçнĕ.

"Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçмелли ÿсĕме 2,5 çул чакарнă май, ĕç ветеранĕсем валли çирĕплетнĕ социаллă пулăшу мерисене июнь уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн тата 10 пин çын илсе тăрĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр" хысна учрежденийĕн ертÿçи Нина Петрова çирĕплетнĕ тăрăх - асăннă тытăмăн район-хулари пайĕсем "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçмешкĕн ирĕк пур граждансенчен документсем йышăнма тытăннă ĕнтĕ.

Валентина ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.