Комментари хушас

19 Çу, 2015

Вăлча сапнă вăхăтра икĕ йĕппе çеç тытма юрать

Атăл-Каспин пулă хуçалăхĕн бассейнĕнче /унта Атăлпа Сăр тата вĕсен юпписем те кĕреççĕ/ пулă тытмалли йĕркепе килĕшÿллĕн пушă вăхăта çыран хĕрринче вăлта тытса ирттерекенсен апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен хĕлĕхре икĕ йĕпрен ытла пулмалла мар. Кимĕпе, ишмелли ытти хатĕрпе шыва кĕрсе вăрăм вăлтапа е кĕскипе усă курма юрамасть. Промышленноç меслетне ĕçе кĕртнĕ предприятисене /вĕсем Атăлти, Сăрти шыв лаптăкĕсене тара илнĕ/ апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 15-мĕшĕччен пулă тытма чарнă. Мĕншĕн тесен çав тапхăрта пулă вăлча сапать. Спиннингпа усă курнăшăн та административлă майпа явап тыттаратпăр. Тытакан пулă калăпăшне саккунра палăртса хуман.

Июнĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 10-мĕшĕччен хĕлĕхрен 10 йĕп таран çаклатма ирĕк панă. Çыранран çеç тытмалла. Ял тăрăхĕсенчи кирек хăш шыв-шурта, Атăлпа Сăрта тата вĕсен юпписенче, тара илнĕ лаптăксемсĕр пуçне, сĕрекепе, тетелпе, хытă материалран çыхса тунă сĕрмелли ытти хатĕрпе çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те тытма юрамасть.

Республикăри Вылра, Ургара, Хура юханшывра, Чулхула облаçĕнчи Пьянăра, Медянкăра тăваттăмĕш çул, январь-февраль уйăхĕсенче, çĕршер пулăç ытлашши нумай тытса биологи пуянлăхне чухăнлатать. Шел те, вĕсене явап тытарма саккун çук. Шупашкар шыв управне тунăранпа Атăл таппи хăпарнăран Сăр малтанхинчен начартарах юхать, çавна пула тĕпне юшкăн ларать. Вăл ăшăхланнăран пăр айĕнче пулла кислород çитмест. Çавăнпа çулталăк пуçламăшĕнче пулă уншăн антăхса çÿлте асăннă юханшывсемпе хăпарса капланать. Пулăçсем çавна çеç кĕтеççĕ. Икĕ уйăхра вуншар тонна тытаççĕ. Патшалăха тăкак сахалрах кÿччĕр тесе вĕсемпе административлă ĕçсем пуçарса кĕрешетпĕр. Статья пуçламăшĕнче палăртнă йĕркепе килĕшÿллĕн пуллăн вăл е ку тĕсĕ нормативра палăртнинчен пĕчĕкрех-тĕк çийĕнчех шыва ямалла. Анчах хăшпĕрисем кутамккана чăмтарнă. Вĕсем тĕлĕшпе административлă ĕç пуçартăмăр. Çав юханшывсен хÿтĕлев лаптăкне транспорт чарса тăратма юрамасть. Нумайăшĕ ку йĕркене те пăхăнмарĕ. Вĕсене 3-4-шар пин тенкĕлĕх штрафласа явап тыттарнă.

Ку меслетсемпе усă курса патшалăх пуянлăхне сăтăр кÿмешкĕн чарма пултараймастпăр. Çакна пурте пĕлеççĕ. Чăваш Ен шыв-шурĕнчи биологи ресурсĕпе еплерех усă курнине тĕрĕслекен пай пулă тытмалли йĕркене улшăну кĕртес ыйтупа РФ Пулă тытас енĕпе ĕçлекен агентствин Вăта Атăл управленине иккĕмĕш çул сĕнÿ тăратрĕ. Эпир январьтен пуçласа пăр кайиччен пулă тытмашкăн чарма ыйтатпăр.

Управлени ăна Раççей Ялхуçалăх министерствинче пăхса тухма тăратнине пĕлетĕп. Унта йышăнсан, РФ Юстици министерстви çирĕплетсен сĕнÿ вăя кĕрет.

Ял-хула çыннисем çав-çавах вырăнти шыв-шурти пулла пĕр шелсĕр тытса пĕтернине пирĕн пата пĕлтереççĕ. Çăхавсене тишкеретпĕр, анчах çийĕнчех вырăна çитсе протокол çырма пире вăхăт та, специалистсем те çитмеççĕ. Пайра пĕтĕмпе те 10-ăн çеç. Вĕсене куллен Атăлпа Сăрта тата вĕсен пысăкрах юпписенче саккуна пăсакансене тытса чарма яратпăр.

Шыв пуянлăхĕпе перекетлĕ усă курассишĕн тăрăшакансене çапла чĕнсе калатăп: сĕреке-тетелпе, çыхса ăсталанă ытти хатĕрпе тытакансем, июнĕн 10-мĕшĕччен шыва икĕ йĕпрен ытларах хĕлĕхлĕ вăлта яракансем, пулă тытма шыва кимĕпе кĕрекенсем çинчен вырăнти влаçа тата Шалти ĕçсен министерствин район-хулари пайĕсене систерĕр. Саккуна пăснисем тĕлĕшпе протокол çырасси - вĕсен тивĕçĕ. Шел те, ку енĕпе полици пайĕсем çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Кăçал яллă районсенчен Комсомольскинчен çеç темиçе протокол ярса пачĕç. Çав вăхăтрах транспорт полицийĕ Атăлпа Сăр çинче 210 çырнă. Пай тата министерство виçерен тухакансене айăпласси пирки килĕшÿ тунă. Ăна пурнăçласса шанатпăр.

Ял çыннисем час-часах çĕклекен ыйту тавра чарăнса тăрас килет. Пайтаçăсем вырăнти пĕвесене тара илсе пулă ĕрчетесшĕн. Вырăнти влаç вĕсене шыв-шур йышăннă çĕрте ирĕк панă тĕслĕхсем пур. Анчах ку Раççей саккунĕпе килĕшсе тăмасть. Ял тăрăхĕсенчи шыв тата биологи пуянлăхĕ - федераци харпăрлăхĕ. Ял администрацийĕсен вĕсемпе хуçаланма ирĕк çук. Çав йăнăша ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин тÿрлетме пулăшмалла: аукцион ирттерсе шыва пĕтĕмпех мар, унăн лаптăкне нумай çуллăха тара пама тытăнмалла. Пулă ĕрчетме тытăнччăр. Çав пĕве-кÿллĕн тепĕр пайĕнче ялйыш тÿлевсĕрех тыттăр.

Пай кăçалхи 4 уйăхра пулă тытмалли йĕркене пăхăнманшăн 466 протокол çырчĕ, 1590 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттерме йышăнчĕ. 783 пинне /49%/ шыраттарса илтĕмĕр. Вĕсем биопуянлăха 78494 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ, 52860 тенкине саплаштарнă. Йĕркене пăсакансенчен 1802 кг пулă, ăна тытмалли 1161 хатĕре туртса илнĕ. Административлă - 83, уголовлă 13 ĕç пуçарттарнă.

Александр МИТИН,

ЧР шыв-шурти биологи пуянлăхĕпе усă курнине тĕрĕслекен пай ертÿçин çумĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.