Цифрăсенче - паттăрлăх, вилĕмсĕрлĕх
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кунах Чăваш Республики те хăйĕн паттăр ывăл-хĕрне çапăçу хирне ăсатма пуçланă. Тăватă çул хушшинче тĕрлĕ фронтра пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ 208 пин ытла çын Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, чылайăшĕн тăван тăрăха чĕррĕн-сыввăн таврăнма шăпи тухман. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн вĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартас тĕллевпе республикăри çар комиссариатне хамăр сĕнÿпе тухрăмăр.
Питĕ шел, фронтовиксене кунта 1963 çултанпа кăна пур енлĕн шута илме тытăннă. Çапах çак кăтартусем паян пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнкаратпăр. 52 çул каялла Чăваш Енре çар наградине тивĕçнĕ 53751 вăрçă ветеранĕ пурăннă. Вĕсенчен 296-шне «Киева хÿтĕленĕшĕн», 66-шне «Одессăна хÿтĕленĕшĕн», 1803 ентеше «Мускава хÿтĕленĕшĕн», 91-шне «Севастополе хÿтĕленĕшĕн» медальсемпе чысланă. «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медале - 2053, «Кавказа хÿтĕленĕшĕн» - 839, «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» - 1840, «Совет Поляр леш енне хÿтĕленĕшĕн» - 973, «Белграда ирĕке кăларнăшăн» - 392, «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» - 1714, «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» - 1320, «Будапешта илнĕшĕн» - 996, «Кенигсберга илнĕшĕн» - 2493, «Венăна илнĕшĕн» - 840, «Берлина илнĕшĕн» - 3261, «Тăван çĕршыв вăрçин партизанне» - 113, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршыв вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» - 39950, «Японие çĕнтернĕшĕн» медальпе 6589 фронтовика наградăланă.
Чи сумлă ята - Совет Союзĕн Геройĕн ятне - вăрçă çулĕсенче 65 ентеш тивĕçнĕ. /Ытти республикăсемпе облаçсенчи çак ята тивĕçнĕ йăхташăмăрсене кунта кĕртменнине асра тытмалла/. Вăл шутран - 44-шĕ офицер пулнă, 21-шĕ - рядовой тата сержант йышĕнчен.
Вăрçăн йывăр тиевĕ хĕрарăм хулпуççийĕ çине те тиеннĕ. Вĕсем арçынсемпе пĕрлех пысăк хăюлăхпа тата паттăрлăхпа палăрнă. Пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ хĕрарăмсенчен Совет Союзĕн Геройĕн ятне чи малтан Улатăр хулин мухтавлă хĕрĕ Зоя Парфенова тивĕçнĕ. Зоя Ивановнăна çавăн пекех Ленин, Хĕрлĕ Ялав /икĕ хут/, I степень Тăван çĕршыв вăрçи, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе наградăланă. Чăваш çĕрĕ Мухтав орденĕн 13 тулли кавалерĕпе мăнаçланма пултарать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче Чăваш Енрен тухнă аслă çарпуçĕсем пысăк соединенисен командирĕсем пулса командовани приказĕсене пурнăçланă, яваплă операцисем ирттерме хутшăннă. Вĕсен ретĕнче - 2-мĕш Беларуç фрончĕн штаб начальникĕ, Совет Союзĕн Геройĕ А.Н.Боголюбов генерал-полковник /Шупашкар хулинчен/, Канаш районĕнчи Ачча салинче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ, 40-мĕш армин инженери çарĕсен начальникĕ А.П.Петров генерал-майор, Карпат сăрт-ту стрелокĕсен 3-мĕш корпусĕн командирĕ А.Я.Веденин генерал-майор /Пăрачкав районĕнчи Семеновское салинчен/, стрелоксен 10-мĕш корпусĕн командирĕ К.П.Неверов генерал-майор /Шупашкар хулинчен/ тата 1-мĕш Беларуç фрончĕн тылне хураллакан НКВД çарĕсен начальникĕ П.М.Зимин генерал-майор /Шупашкар хулинчен/.
Çакна пĕлме те кăсăклă: Чăваш Ен вăрçă хирне 208 пин ытларах çынна ăсатнă, вĕсенчен 106 пинĕшĕ Аслă Çĕнтерÿшĕн паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă.
Хăй вăхăтĕнче кун пирки çырма та, калама та юраман, анчах чăнлăха чатăр карса пытараймăн: Чăваш Енрен тухнă пине яхăн /ку цифра тулли мар!/ çар çынни сутăнчăк Власов генерал çарĕнче /РОА/, Атăл-тутар легионăн, Атăл-финн батальонĕн йышĕнче, нимĕçсен ытти формированийĕсенче фашистла Германишĕн хамăрăннисене хирĕç çапăçнă. Виççĕмĕш Беларуç фрончĕн тăрăхĕнчи /Хĕвелтухăç Прусси/ шанманнипе пĕр вырăнтан теприне куçарнă хĕрарăмсен пĕрремĕш лагерь пункчĕ Шупашкарти Чапаев поселокĕ çывăхĕнче, 320-мĕш номерлĕ завод территорийĕнче, арçынсен иккĕмĕш лагерĕ - Канаш хулинче, 3-мĕш лагерь пункчĕ Атăл юханшывăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Сталинградшăн пынă çапăçура тыткăна илнĕ нимĕç, румын тата вĕсен союзникĕсен çар çыннисем валли 1943 çулхи январь уйăхĕнче Куславкка хули çывăхĕнчи /халĕ хула территорине кĕрет/ Беловолжск салинче 700 вырăнлă госпиталь уçнă. Унта вилнисене хула çăвинче /уйрăм пантеонра/ пытарнă, вĕсен ячĕпе унта палăк вырнаçтарнă, темиçе чĕлхепе хăш халăх çыннине пытарнине çырса хунă.
Комментари хушас