Хĕвел евĕрлĕ хăлха çакки курaкĕ
Çуркунне çак пĕчĕк хĕвел евĕрлĕ чăмаккасене пур çĕрте те курма пулать: улăх-çаранта, вăрманта, хулара, çулсен çумĕпе, юханшыв хĕрринче тата харпăр хăй пахчинче. Вĕсене хăнăхса çитнĕ эпир, çавăнпа хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ илемне асăрхамастпăр та. Çитменнине тата ăна ниме юрăхсăр çумкурăк вырăнне хуратпăр, ăçта куратпăр, çавăнта кăкласа ывăтатпăр. Тĕнчере çак чечеке тивĕçлипе хисеплеççĕ. Голландире, Японире, Францире, Индире хăлха çакки курăкĕ пахчи-пахчипе, ăна ятарласа ĕрчетеççĕ. Çак ÿсен-тăран пысăк усă кÿнине унта лайăх пĕлеççĕ.