Ăна курассишĕн мăшăрĕ 5 талăк çуран утнă

21 Çу, 2015

Вăл 97 çул тултарнă тесе кам калатăр? Сăнран пăхсан та - 70-тен каçнă арçын кăна. Ку çеç те мар. Шупашкарта хĕрĕ патĕнче пурăнаканскер тăван ялне те, Етĕрне районĕнчи Ваçкассине, кайсах çÿрет, ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕрен алă усса лараймасть - килти хуçалăхра кăштăртатать. Василий Семенов Шупашкарта Аслă Çĕнтерĕве халалласа йĕркеленĕ митингпа парадра та пулчĕ. Уяв хыççăн унпа вăрçă ветеранĕсен госпиталĕнче тĕл пултăмăр, вăл сывлăхне çирĕплетме выртнăччĕ. Миллион-миллион çынна йĕртнĕ ылханлă вăрçа хутшăнса Мухтав, Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсене, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», Жуков медалĕсене тивĕçнĕ Василий Семенович иртнине пысăк хурланупа аса илчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.