Ялти сиплевçĕсене - çăмăллăхсем
2012 çулта пурнăçа кĕртме пуçланă «Земство тухтăрĕ» программа кăçал та вăйне çухатман. Тăватă çулта пирĕн республикăра унта 278 специалист хутшăннă, вĕсенчен 39-шĕ — пĕлтĕр.
Ялта çынсене сиплеме кăмăл тунисен йышĕнче: терапевтсем, стоматологсем, пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕсем, педиатрсем, хирургсем, акушер-гинекологсем. Асăннă проекта пурнăçланă тапхăрта — 2012-2015 çулсенче — земство тухтăрĕсене Канаш /45 специалист/, Патăрьел /37/, Муркаш /27/, Шупашкар /24/ районĕсенче нумай йышăннă.