Ялсене - çамрăк тухтăрсем

10 Раштав, 2014

«Земство тухтăрĕ» программа ялти сиплев учрежденийĕсене вун-вун çамрăк специалиста явăçтарма май пачĕ.

Программа хута кайнăранпа республикăри ялсенче 239 çамрăк тухтăр ĕçлеме пуçланă. Çав шутра 2012 çулта - 132 тухтăр, 2013 - 54, 2014 - 53. Шел, 11-ĕшĕ кайран килĕшĕве татнă. Хулари медицина центрĕнче вăй хунă çамрăксенчен нумайăшĕ программăна хутшăнса ялти сиплев учрежденийĕсене куçнă. Ытти регионран куçса килнисем те пур. Ютран килнисенчен 6-шĕ Чăваш Енре тымар янă. Çак тапхăрта районсенчи больницăсене çамрăк специалистсемпе комплектласси 16,6 процент ÿснĕ. Стоматолог, терапевт, фтизиатр, травматолог-ортопед, акушер-гинеколог, хирург тата ытти çамрăк специалиста ялсенче хаваспах кĕтсе илнĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова каланă тăрăх - хулари медицина учрежденийĕсенче тар тăкнă çамрăксем ялсене ытларах куçни паллă. «Пĕтĕмĕшле илсен республикăра тухтăрсен йышĕ ÿсмест. Вĕсем хуласенчен ялсенчи сиплевпе профилактика учрежденийĕсене ĕçлеме куçаççĕ кăна», - тенĕ вăл.

Шупашкартан - 58, Канашран - 10, Çĕмĕрлерен - 4, Çĕрпÿрен - 6, Çĕнĕ Шупашкартан 4 çамрăк тухтăр яллă вырăна суйласа илнĕ. Тутарстанран пирĕн тăрăха виçĕ тухтăр килнĕ, Мари Элпа Кемĕр тата Ростов облаçĕсенчен - пĕрер. Тухтăрсем ытларах Канаш ?96%, Патăрьел ?33%, Шупашкар ?22%, Муркаш ?22% районĕсене кайнă.

Çапах программа çивĕч ыйтăва - ялсенче специалистсем çитменнине - татса парайман. Район больницисене специалистсемпе 60,3 процент çеç комплектланă. Пĕтĕмпе вара республикăри ялсене тата 100 тухтăр кирлĕ. Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш районĕсенче тухтăрсем уйрăмах çитмеççĕ.

«Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнса яла ĕçлеме кайнă тухтăрсене патшалăх 1-ер млн тенкĕ парса хавхалантарать. Вĕсен ялта 5 çултан кая мар тăрăшмалла. Укçапа хăйсем пĕлнĕ пек усă курма пултараççĕ, çав шутра çурт-йĕр туянма та. Кăçал программăна пурнăçлама 61 млн тенкĕ уйăрма пăхнă, çав шутра федераци хыснинчен 30,5 млн тенкĕ куçмалла. Çулталăк вĕçлениччен программăна 61 çамрăк специалист хутшăнасса кĕтеççĕ.

Сывлăх сыхлавĕнчи тепĕр çĕнĕлĕх - электрон технологийĕ çине куçни. Малашне справка хатĕрлесси вăтам шайри медицина ĕçченĕсем çине тиенĕ. Çакă тухтăрсене хут çырса вăхăт ирттерессинчен хăтарĕ, пациентсем валли вăхăт ытларах юлĕ.

Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.