Ялти сиплевçĕсене - çăмăллăхсем

2012 çулта пурнăçа кĕртме пуçланă «Земство тухтăрĕ» программа кăçал та вăйне çухатман. Тăватă çулта пирĕн республикăра унта 278 спе­­циалист хутшăннă, вĕсенчен 39-шĕ — пĕлтĕр.

Ялта çынсене сиплеме кăмăл тунисен йышĕнче: терапевтсем, стоматологсем, пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕсем, педиатрсем, хирургсем, акушер-гинекологсем. Асăннă проекта пурнăçланă тапхăрта — 2012-2015 çулсенче — земство тухтăрĕсене Канаш /45 специалист/, Патăрьел /37/, Муркаш /27/, Шупашкар /24/ районĕсенче нумай йышăннă.

Кăçал асăннă проекта çĕнĕлĕх кĕртнĕ: 2016 çулта яла, рабочи е хула поселокне ĕçлеме килнĕ е хула поселокне урăх вырăнтан куçнă тата РФ субъекчĕн ĕç тăвакан влаç органĕн уполномоченнăйĕпе килĕшÿ çирĕплетнĕ 50 çула çитмен, аслă пĕлÿ илнĕ сиплевçе те 1 млн тенкĕпе танлашакан компенсаци тÿлевĕпе тивĕçтереççĕ.

2016 çулта ялти медицинăна тĕреклетмешкĕн 60 специалиста яма палăртнă.

Çавăнпа пĕрлех Чăваш Енĕн ялĕсенчи сиплевçĕсен социаллă хÿтлĕхĕн хушма мерисен ирĕкĕ пур: врачсем тата вăтам сыпăкри медĕçченсем çурт-йĕр çĕклемешкĕн е туянмашкăн илнĕ ипотека кредичĕн /Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2012 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи ялсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене медицина кадрĕсемпе тивĕçтермелли мерăсем çинчен» 23-мĕш Указĕ тăрăх/ проценчĕсене тÿлемешкĕн килĕшĕве çирĕплетнĕ датăран пуçласа 10 çул иртиччен республика бюджечĕ шучĕпе çулталăкра 4 процент саплаштараççĕ.

Унсăр пуçне ялта ĕçлесе пурăнакансене тата унта çак тĕллевпе куçакансене федерацин «Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта тăнăçлă аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн çурт лартма е туянма унăн расчетлă хакĕн 70 проценчĕ чухлĕ социаллă тÿлев параççĕ. Пĕлтĕр асăннă пулăшупа медицинăн 8 ĕçченĕ усă курнă.

Чăваш Республикин 2005 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчи «Граждансен уйрăм категорине пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн тÿлемешкĕн паракан социаллă пулăшу мерисем çинчен» 1-мĕш саккунĕ тăрăх ялти специалистсене, çав шутра медицина учрежденийĕсенче ĕçлекенсене, уйăхсерен компенсаципе тивĕçтерме палăртнă. 2015 çулта ăна 4797 сывлăх сыхлавçи илнĕ, пулăшăвăн вăтам виçи — 1132 тенкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.