Муркашсем çуралнă тăрăхне усă кÿресшĕн

21 Çу, 2015

Больницăсенче специалистсем çит­меççĕ. Ăна пула халăх та, тухтăрсем хăйсем те шар кураççĕ. Çивĕч ыйтăва татмашкăн 2012 çулта пирĕн çĕршывра «Земство тухтăрĕ» программа вăя кĕчĕ. Çапах асăннă программа та кадрсем çитменнине пĕтереймен. Район больницисене специалистсемпе 60,3% çеç тивĕçтернĕ. Республикăри ялсене тата 100-е яхăн тухтăр кирлĕ. Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш районĕсенче тухтăрсем уйрăмах çитмеççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра тухтăрсен йышĕ ÿсмен, вĕсем хуласенчен ялсенчи сыватмăшсене ĕçлеме куçнă кăна. Çак тапхăрта районсенчи больницăсене çамрăк специалистсемпе тивĕçтересси 16,6% ÿснĕ.

«Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнакансене 1-ер миллион тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Çакăншăн вĕсен 5 çултан кая мар ĕçлемелле. Укçапа хăйсем пĕлнĕ пек усă курма, çав шутра çурт-йĕр туянма, юрать.

Федерацин асăннă программи хута кайнăранпа Муркаш районĕн больницине 23 специалист ĕçе кĕнĕ. Реаниматолога вырнаçнă пĕр яш 1 миллиона тавăрса парса Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Шел те, тепĕр тухтăр кăçал сарăмсăр вилнĕ... Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.