«Земство тухтăрĕ» пурнăçланать

27 Раштав, 2013

Республикăри «Земство тухтăрĕ» программа ăнăçлă ĕçлени куç кĕрет. 2012 çулта республикăри ялсене 132 çамрăк специалист кайнă.

Чи кирли – паянхи кăткăс лару-тăрура çамрăк тухтăрсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пани. Диплом илнĕ çамрăк хăтлă хваттер е кил-çурт туянма укçа-тенкĕ ăçтан çитертĕр? Программăпа килĕшÿллĕн çамрăк тухтăрăн ялта 5 çул ĕçлемелле. Çак тапхăрта вăл опыт пухса ăсталăх шайне ÿстерĕ, лайăх специалист ялта пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме витĕм кÿрĕ.

Унччен ялсенче тухтăр çитменни пысăк чăрмав кÿретчĕ, врач патне кĕме те пысăк черетчĕ. Аякри ялсенчен килнисем вăл е ку специалист патне лекеймесĕрех каялла таврăнни те пулнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче те çивĕччĕ çак ыйту. Халĕ лару-тăру ырă енне улшăнни палăрать. Иртнĕ çул кăна района 8 çамрăк врач килнĕ: невролог, анестезиолог-реаниматолог, хирург, 4 терапевт. Кăçал «Земство тухтăрĕ» программăпа 5 специалист ĕçе пуçăннă: невролог, оториноларинголог, 2 терапевт, шăл тухтăрĕ. Район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх тата 2 врач çитмест: ача-пăча тухтăрĕ тата инфекционист.

Больницăна ĕçлеме килнĕ çамрăк тухтăрсене больница сăн-сăпачĕ çĕнелни, пурлăх никĕсĕ çирĕпленни тата çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни тивĕçтерет. Ку вĕсене çĕнĕлле ĕçлеме çул уçса парать. Район ертÿçисемпе больница администрацийĕ пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама тăрăшаççĕ. Эпĕ кăçал ĕçе пуçăннă Наталья Немойкина çамрăк тухтăрпа тĕл пултăм. Вăл - хăлхана, сăмсапа пыра сиплет. Ун патĕнче чирлĕ çын ларатчĕ. Тухтăр ăна тимлĕ пăхрĕ те пыра чÿхеме эмел илме рецепт çырса пачĕ, усăллă канашсем сĕнчĕ. Наталья Васильевна чирлĕ çынпа çепĕççĕн калаçрĕ, ăна лăплантарса малашне пыр шыççинчен мĕнле упранмаллине вĕрентрĕ.

Наталья Немойкина Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ. Ял пурнăçне ача чухнех кăмăлланă. Тухтăр ĕçĕ çăмăл маррине малтанах ăнланнă, анчах ĕмĕтне пур пĕрех пурнăçланă. Паян вăл хăйне телейлĕ туять. Хĕрлĕ Чутай хĕрĕпе Татьяна Кочетковăпа аслă шулта вĕреннĕ çулсенчех туслашнă. Вăл ăна Хĕрлĕ Чутай тăрăхне килме илĕртнĕ те иккен. Хĕр тантăшĕпе килĕшнĕ. Халĕ акă ялти тухтăр ĕçне кÿлĕннĕ. Пурăнмалли хваттер ыйтăвне те татса панă.

Юлия Мареева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.