Комментари хушас

21 Çу, 2015

Хваттер маларах илес тесен виççĕмĕш ача çуратмалла

Çамрăксене мĕн ĕмĕртенпех халăхăн ура çинче çирĕп тăрайман пайĕ вырăнне хунă: професси, пурнăç опычĕ те пуянах мар, шалăвĕ те пĕчĕк. Çемье çавăрнă пулсан, ача çуралсан - пушшех те, пулăшмаллах вĕсене. Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ - çамрăк çемьесен умĕнче тăракан чи пысăк ыйтусенчен пĕри. Тĕрĕсрех, харпăр хăйĕн кил-çурчĕ çукки. Сăмах май каласан, Раççейри уйрăлакан çемьесен 26% сăлтавне шăпах çакăнпа çыхăнтарать. Пурăнмалли кĕтес çуккипе ача çуратма тăхтакан сахал-им тата?

Çурт-йĕрĕн 65%-не çемье хăй тÿлеме пултарнине ĕнентермелле. Çумпрограммăра палăртнă тăрăх, 1 çын пуçне 18 тăваткал метр лаптăк пурăнмалли вырăн кирлĕ. 1 тăваткал метра 25,5 пин тенкĕпе шутлаççĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.