Archive - Çу 2015

мая 19th

19 Çу, 2015

«Сăрçире» чĕрчун йышĕ ÿснĕ

Февраль уйăхĕнче РФ çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан "Сăрçи" заповедникĕнче /управлăхĕнче/ вăрман чĕрчунĕсене шутламалли хĕллехи тапхăр иртнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе учреждени директорĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ, биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Димитриев паллаштарать.

- Чи малтанах шутлав меслетне ăнлантарса памăр-и?

19 Çу, 2015

Юман-аттепе çăка-анне тата вĕсен çемйи

Аслă шкулта филолог дипломне илнисенчен нумайăшĕ /мĕн пытармалли/ лингвист, филолог, чĕлхеçĕ тесен, ахăртнех, тÿрех кичем сăмахсене аса илет: морфологи, синтаксис, орфоэпи, грамматика, лексикологипе лексикографи, морфема, лексема, япала ячĕ, падеж, сăпат

19 Çу, 2015

Вăрçă çулĕсемпе - телей патне

Эпир, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксен ачисем, вĕсен асаилĕвĕсене хут е магнитофон ленти çине çырса юлма васкамасăр пысăк йăнăш турăмăр. Тен, вĕсем - тĕнчене çăлса хăварнăскерсем - хăйсем питĕ сăпайлă пулнăран пире те çапла пулма вĕрентсе çитĕнтернĕрен эпир вĕсем çинчен хаçат редакцийĕсене çырса яман, кĕнеке издательствисен алăкĕсене шаккаман, радиостанцисемпе телевидени студийĕсене талпăнман. Атте-аннесем çав хаяр çулсенче кăтартнă паттăрлăх çинчен, ан тив, вăл мухтанмаллиех мар пулсан та, çырса илмеллех пулнă ĕнтĕ.

19 Çу, 2015

Вăрçăра та, мирлĕ ĕçре те хастар пулнă

Михаил Павлович Павлов 1906 çулхи ноябрь уйăхĕнче Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ, Павел Матвеевичпа Ирина Сидоровна, ялта ятлă çынсем пулнă. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем: Анисим, Михаил, Сергей, Мария тата Марфа.

19 Çу, 2015

Асанкассисем те паттăрлăх кăтартнă

Асанкасси - Комсомольскинчен 12-13 çухрăмри сĕм вăрманта вырнаçнă авалхи чăваш ялĕ. Вăрçă умĕн 470 киле яхăн шутланнă, 2000 ытла çын пурăннă. Паянхи кун 426 килте 1217 çын пурăнать.

Вăрман халăхĕ - харсăр, ĕçчен. Асанкассисем те - вăрмана хисеплекен, юратакан çынсем. Вĕсен ĕçĕ, пурнăçĕ ытларах вăрманпа, йывăçпа çыхăннă.

19 Çу, 2015

Ĕçе малалла тăсма май килмест

"Хыпарăн" апрелĕн 10-мĕшĕнчи номерĕнче "Клубпа библиотека уçăласса кĕтетпĕр" статья пичетленнĕччĕ. ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова хаçатра çырнине ăнлантарса çапла хурав пачĕ:

19 Çу, 2015

Нарспипе Сетнер палăкĕсем пулĕç

Хирти сарă чечеке
Ăшă куçпа кам пăхмĕ?
Çакăн пек хитре хĕре
Мĕнле каччă юратмĕ?
Константин Иванов

Мĕн тери янăравлă вĕт-ха тĕнчипе паллă «Нарспи» поэмăн йĕркисем.

мая 16th

16 Çу, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» 18 № /888/ 16.05.2015

Pages