Патшалăх Думинче - Чăваш Ен кунĕсем

16 Çу, 2015

Çу уйăхĕн 12-15-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думинче Чăваш Ен кунĕсем иртнĕ

Малтанах экономика политикин, инноваци аталанăвĕн тата предпринимательствăн комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Чăваш Ен çитĕнĕвĕсен куравĕ уçăличчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Думин председателĕн пĕрремĕш заместителĕпе, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕпе Александр Жуковпа тĕл пулнă. Михаил Васильевич ăна республикăри социаллă пурнăçпа, экономикăри лару-тăрупа паллаштарнă, Европăн команда чемпионатне мĕнле хатĕрленнине каласа кăтартнă. «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум вăхăтĕнче пирĕн патра хăнара пулнă Александр Дмитриевич республика спортпа туслă регионсенчен пĕри пулнине палăртнă.

Курава уçнă çĕрте политика паллă деятелĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем тухса калаçнă. ЛДПР фракцийĕн ертÿçи Владимир Жириновский Чăваш Ене темиçе хутчен те килнине, кашнинчех хăйне килти пекех туйнине каланă.

Иосиф Кобзон та хăй нумаях пулмасть Чăваш Ене çитсе килнине аса илнĕ, регионта çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе нумай ĕçленине палăртнă.

РФ ПД вĕренÿ комитечĕн председателĕ Алена Аршинова чăвашăн тĕп пуянлăхĕ - культурăллă, вашават, ĕçчен тата пултаруллă çынсем пулнине çирĕплетнĕ.

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика потенциалĕн презентацине «Единая Россия» партин ертÿçи Владимир Васильев уçнă. Пысăк уяв йĕркеленĕшĕн республика делегацине тав тунă.

Михаил Игнатьев тухса калаçнă май республикăра халăхăн пурнăçне чи çÿллĕ шая çитересси тĕп тĕллев иккенне палăртнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Васильевич çакнашкал мероприятисем инвестици пĕлтерĕшне ÿстерме пулăшнине çирĕплетнĕ.

- Пирĕн хамăр çинчен каласа кăтартма вăтанмалла мар. Республикăра пулса курнисем ăна юратнине систереççĕ. Çакă вара инвестици климатне лайăхлатмашкăн пулăшать, - тенĕ элтеперĕмĕр.

 

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.