- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ
Çу уйăхĕн 15 /27/ - мĕшĕнче чăваш сăвви-юррин ăсти К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитет.
Пултаруллă сăвăçăмăра, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторне халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти иртет. Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем ялти вулавăшра "К.Иванов - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ" ятпа пысăк курав йĕркеленĕ. Библиотекăра классикăмăрăн кĕнекисемпе, пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе, ун çинчен тĕрлĕ писатель хакласа, тишкерсе çырнă произведенисемпе паллашма пулать. Çавăн пекех вулавăшра çак ялта çуралса ÿснĕ хастар вулаканăн Вениамин Кудряшовăн "Вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăри сăнарсем" ятлă ÿкерчĕксен куравне те йĕркеленĕ. Вăл ăста платник, ял çыннисем каланă тăрăх аллинче турпас татки те чĕрĕлет-мĕн. Ÿнерçĕ библиотекăпа чылайранпа туслă çыхăну тытать. Ылтăн алăллăскер киçтĕкпе ĕçлеме, сăрă суйлама маçтăр пулни унăн ÿкерчĕкĕсенче уççăнах палăрать. К.Иванов çулталăкĕ пулнине шута илсе никам хистемесĕрех алла хутпа кăранташ тытнă вăл. Петр Сизов художник ÿкерчĕкĕсене тĕпе хунă хăй ĕçĕсенче.
Ака уйăхĕнче культура ĕçченĕсем библиотекăра "Слакпуç юрăçи" ятлă литература каçĕ ирттернĕ. Вулакансем К.Ивановăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе, унăн çăмăл мар кун-çулĕпе паллашнă. Шкул ачисем "Нарспи" поэма сыпăкĕсене пăхмасăр вуланă.
Кĕçĕн Таяпара чăн-чăн ал ăстисем пурăнаççĕ. Вулавăшра "Нарспи" поэмăри сăнарсене "чĕртсе тăратнă". Кунта Нарспипе Сетнер те, Михетер те, Тăхтаман та, кĕвентине утланнă пĕчĕк Сентти те пур. Нарспие ултă тĕрлĕ сăнланă. Хĕр чухнехинчен тытăнса Тăхтаман валли наркăмăш яшки пĕçерни таранах. Пуканесене чун кĕртекенĕсем - Кĕçĕн Таяпара пурăнакан Нина Михайлова, Анна Савинова, Маргарита Галкина тата Александра Козлова. Тăваттăшĕ те спортпа туслă, юрра-ташша ăста. Вĕсем ял тăрăхĕн библиотеки çумĕнчи "Салампи" кружока çÿреççĕ.
К.Иванов - чăваш халăхĕн мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ, хура халăха çутталла туртаканĕ. Нумай енлĕ пулнă унăн пултарулăхĕ. Çыру ĕçĕнче тĕрлĕ енлĕ ăста - эпик, лирик, кулăшçă, фольклорçă, драматург, куçаруçă. Çав вăхăтрах вăл пултаруллă музыкант, художник, педагог, редактор. Çамрăклах ырă та пархатарлă ĕçĕсемпе тĕксĕм тĕнчене çутатса хăварнă. Этем ирĕклĕхне, ĕçне, телейне, тĕрĕслĕхне мухтанă.
К.Иванов пирĕн тăван культурăра яланах чĕрĕ, çамрăк. Вăл - чăваша сиплĕ вăй паракан çăлкуç. Унăн "Нарспийĕ" вилĕмсĕр. К.Иванов произведенийĕсене вуласан çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ, поэт калашле, "Малалла! Малалла! ыткăнас килет!»
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас