Archive - Çу 2015

мая 16th

16 Çу, 2015

Юратнă ĕç киленÿ кÿрет

Акă Мăн Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула уçнăранпа 130 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл чиркÿ, прихут, пуçламăш, çичĕ тата сакăр çул вĕренмелли шкул пулнă. 1994-мĕш çултан - вăтам шкул. Архив докуменчĕсенчен çакă паллă: 1885 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Хучаш чиркÿ прихутне кĕнĕ Мăн Ямашра шкул уçăлнă. Ку таранччен таврари çичĕ-сакăр ялти 1650 ача пĕлÿ илнĕ унта, вĕсене 185 педагог вĕрентнĕ. Хăйсен ĕçне 30-40 çул парăннă учительсен хисепĕ 13-е çитнĕ. Чылайăшĕ çут тĕнчере çук та ĕнтĕ.

16 Çу, 2015

Çĕмĕрĕлмест, çука хăвармасть...

Шăрăхра пылак шыв та, квас та ĕçес килет. Ачасемпе урама уçăлма тухсан темиçе çĕрте чарăнса ăш хыпнине ирттеретпĕр. Пĕр хут усă курмалли савăта, паллах, çавăнтах пăрахса хăварма хăнăхнă - вăл пире текех кирлĕ пулмĕ. Пĕлтĕр çÿп-çап витри патĕнче пĕр хĕрарăма асăрханăччĕ. Вăл шăпах çав стакансене пуçтарса пырать. Çăвать-и, çук-и вĕсене - татăклăн калаймăн. Кайран çавăнта улма-çырла тултарса сутнине темиçе те курнă. Перекетлекен, кашни пуса шутлакан çыншăн иртен-çÿрен çаврăнса пăхни ним те мар. Уншăн енчĕкĕ хут укçапа тулни пĕлтерĕшлĕрех.

16 Çу, 2015

Мирлĕ пурнăçшăн пуç хунисен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ. Ăна хальхинче те ытти чухнехи пекех чаплăн та чыслăн паллă турăмăр. Кăçалхи уява ытти çулхинчен уйăрас килмест, майăн 9-мĕшне яланах чунран кĕтсе мăнаçлăн уявлатпăр. Çапах кăçал мероприятисем анлăрах, чылайрах пулчĕç.

16 Çу, 2015

Лайăххине ăçтан тупас?

Çамрăк чухне каччăсемпе çÿремен мар эпĕ. Хăшне-пĕрне хам тиркерĕм-тĕр, теприсем манран ытла урăххине килĕштерчĕç ахăр - çавăнпах паянхи кун та качча кайман. Тепĕр тесен, Турри çырни хапха умне килсен халĕ те кая юлман-ха - вăтăртан кăшт çеç иртрĕм. Çемьеллĕ тантăшăмсем тахçанах ватă хĕр йышне кĕртрĕç ĕнтĕ. Аттепе анне те, аппапа шăллăм та кун пирки кашнинчех аса илтерме май тупаççĕ.

16 Çу, 2015

Суя пурнăç - пурнăç мар, саккунсăр арăм - арăм мар

Арçынпа пурăнма тытăнни çулталăк çитрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те хама качча кайнă теейместĕп-ха, мĕншĕн тесен Алюшпа çырăнман эпир. Туй та кĕрлеттермен. Тепĕр тесен, капла та аван пурăнатпăр.

16 Çу, 2015

Çĕнтерÿн асамлă хăвачĕ

Аслă Çĕнтерÿ кунне халĕ календарьте хĕрлĕ тĕспе паллă тăваççĕ. Чаплă çак уяв хăçантанпа канмалли куна çаврăннă-ши? Ăна Совет Созĕнче тата Раççейре мĕнле паллă тăвасси йăлана кĕнĕ?

Пĕрремĕш

16 Çу, 2015

Собрание законодательства Чувашской Республики. №2 - 2015 от 16 мая 2015 года

РАЗДЕЛ  ПЕРВЫЙ

Закон Чувашской Республики от 18 февраля 2015 года № 1 «О внесении изменений в Закон Чувашской Республики «О выборах Главы Чувашской Республики».

Pages