Лайăххине ăçтан тупас?
Çамрăк чухне каччăсемпе çÿремен мар эпĕ. Хăшне-пĕрне хам тиркерĕм-тĕр, теприсем манран ытла урăххине килĕштерчĕç ахăр - çавăнпах паянхи кун та качча кайман. Тепĕр тесен, Турри çырни хапха умне килсен халĕ те кая юлман-ха - вăтăртан кăшт çеç иртрĕм. Çемьеллĕ тантăшăмсем тахçанах ватă хĕр йышне кĕртрĕç ĕнтĕ. Аттепе анне те, аппапа шăллăм та кун пирки кашнинчех аса илтерме май тупаççĕ.
Мана вара хальлĕхе пĕччен те кичем мар. Ĕçрен мăр-мăрăм кĕтсе илет. Алăк сассине илтсенех хирĕç чупса пырать те ачашланма тытăнать. Унпа калаçа-калаçа апат хатĕрлетĕп вара. Пĕтĕмпех ăнланнăн тимлĕн пăхать кушакăм. Тунсăх пуснă пек пулсан та аптăрамастăп. Аппам та, шăллăм та Шупашкартах пурăнаççĕ. Вĕсем мана хăнара курма яланах хавас. Ачисем те савăнса кĕтсе илеççĕ. Эх, вылятăп вара пĕр хушă шăпăрлансемпе. Вĕтĕр-шакăрпа хам та ачапчалансах каятăп. Тепĕр чухне çуратмалла мар-ши текен шухăш та иленет пуçăмра. Анчах ку тĕллеве пурнăçлама арçын кирлĕ-çке. Пули-пулми мар, лайăххи тата! Чиперри, чи кирли - сывви, эрех-сăра таврашĕпе туслашманни эппин.
Арçын тенĕрен, вăл кил-хуçалăхра та пăсмĕччĕ. Пĕччен те аванах пурăнатăп-ха та, анчах хам пултарайман ĕçсене пурнăçлакан кирлĕ тепĕр чухне. Пăтине кăна çапăп-ха, лампочкине те улăштарăп. Алăк хăлăпне тÿрлетейместĕп вара. Татăлса анма тытăнни иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ ĕнтĕ. Кун пирки шăллăма та систертĕм. Май тупсан кĕрсе тухма шантарнăччĕ тăванăм. Каçченех ĕçлекенскер ерçеймерĕ-ха. Канмалли кунсенче мăшăрĕпе, ачисемпе пулас килнине те ăнланатăп.
Тĕнче хĕсĕр мар паллах. Арçын тени çук мар. Çумра явăнаканнисем те пур, анчах нихăшĕ те кăмăла пымасть. Пĕрин пĕрмай уяв - хаяррине сыпма сăлтав çеç шыраса çÿрет тейĕн. Кун пек упăшка пачах кирлĕ мар. Тепри хĕрсене çав тери юратать. Мана та ăшă сăмахсем кăмăлăма çавăрассишĕн çеç каланăн туйăнать. Тĕллевĕ те пĕрре - вырăн ăшăтасси. Тĕллевне пурнăçласанах юратми пулать ахăр. Çавăнпах ăна та пурнăç йĕркелемелли арсен йышне кĕртместĕп.
Çыпăçакансен йышĕнче Ваççа та пур-ха. Сăн-пичĕпе те, кăмăлĕпе те аптăрамасть пек. Хĕрĕхе çывхараканскер авланса уйрăлма та ĕлкĕрнĕ. Ялта ÿснĕ арçынпа килĕштереймен хула майри. Туяннă хваттерне мăшăрĕпе хĕрне хăварса Ваççа халĕ урăххине тара илсе пурăнать. Хăйне валли хула айккинче çурт хăпартас ĕмĕтпе хĕмленет. Çĕр лаптăкне туяннă ĕнтĕ. Ĕçлеме те ÿркенмест пек туйăнать. Çавăнпах пĕр-икĕ эрне каялла ăна чей ĕçме хăнана та чĕнтĕм. Ара, хăлăп тÿрлетмелле-çке.
Вăт сана, тĕнче! Ялта ÿснĕ Ваççа та ĕç майне-шывне пĕлмерĕ. Ун-кун пăхкаланинченех унра шанăç çуккине ăнлантăм. Çавăнпах мăлатука та каялла илтĕм. Кун хыççăн ăна хăнана татах чĕнесси пирки калаçу пулма та пултараймасть.
Качча каяс тесен те ырă арçын тупаймăн паян. Çавăнпах лайăххине шыраса кăнтăр çутинче хунарпа çÿресе вăй-халăма пĕтерессĕм те çук. Пÿрни пур тăк - тупăнĕ-ха. Халĕ вара кушакăмпа иксĕмĕре капла та пачах та кичем мар.
МАРЬЯ.
Шупашкар хули.