Суя пурнăç - пурнăç мар, саккунсăр арăм - арăм мар
Арçынпа пурăнма тытăнни çулталăк çитрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те хама качча кайнă теейместĕп-ха, мĕншĕн тесен Алюшпа çырăнман эпир. Туй та кĕрлеттермен. Тепĕр тесен, капла та аван пурăнатпăр.
Алюшпа епле паллашнине каласа хăварни те вырăнлă-тăр. Хаçата пĕлтерÿ панăччĕ вăл. Шăнкăравларăм. Ун чухне вăтăра çывхараттăм пулин те аттепе анне килĕнче пурăнаттăм. Шупашкарта техникум пĕтерсен хулара хваттер тара илсе пурăнма ытла тăкаклă пулнăран, пушшех те - тивĕçтерекен ĕç те тÿрех тупаймарăм, тăван киле таврăнтăм. Хамăр тăрăхрах тăрăшма пикентĕм. Куллен ĕçе çÿрерĕм, таврăннă тĕле аннен вĕри апачĕ те пиçетчĕ. Çапла çул хыççăн çул сисĕнмесĕрех иртрĕ.
Аттепе анне пĕрмай пурнăçа вĕрентни тарăхтаратчĕ хушăран. Мăшăрланмаллине те пĕрмай калакан пулчĕç. Ялта вара пĕр ырă каччă та çук. Авланманнисем е ĕçсĕр çапкаланса çÿреççĕ, е эрех пичкине кăмăллаççĕ. Хулара вĕреннĕ чухне йĕкĕтсемпе калаçман мар-ха, анчах пĕри те качча илмерĕ.
Çапла хаçатра пĕлтерÿ курсан аптăранă енне шăнкăравларăм. Алюш сăпайлă калаçрĕ. Пурнăç çынни иккенни те палăратчĕ сăмахланă май. Пĕр усал сăмах та илтмен унран, çавăнпах киревсĕр йăласемпе çыхланманнине те ĕнентĕм. Каçсерен куллен шăнкăравларĕ савни. Çапла пĕр хушă телефонпа калаçнă хыççăн курнăçас терĕмĕр. Тĕлпулăва чечек çыххипе килчĕ вăл. Кун пек парнене нихăçан тивĕçменччĕ эпĕ - питĕ савăнтăм. Пĕчĕкрех пулин те тиркемерĕм Алюша. Ара, хам та ял хĕрĕ пулса кайнă-çке. Ыттисем мана тиркĕç, вара пачах пĕччен юлмалла-им?
Çапла паллашни виçĕ уйăх иртсен пурăнма Алюш патне куçрăм. Пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр темелле. Ĕçчен те ырă кăмăллă упăшкам хĕрĕхе çывхарса та мĕншĕн авланманнинчен тĕлĕнеттĕм хушăран. Хăй вара çакна хĕрсемпе калаçма вăтаннипе çыхăнтарчĕ.
Пурнăç йĕркеленчĕ пек. Хунямапа та килĕштеретпĕр. Алюш кил-çуртне эпĕ пыричченех çĕнетме тытăннăччĕ. Кайран та стройка ĕçне малалла тăсрăмăр. Упăшка Мускава шапаша çÿрерĕ. Эпĕ ялти фермăра ĕне сума тытăнтăм. Çапла, ĕçĕ чапли мар. Анчах эпĕ те аслă пĕлÿ илмен-çке. Тепĕр тесен пирĕн колхоз лайăх аталанать. Укçине вăхăтра тÿлет. Шалу та пĕчĕк мар. Хулари тепĕр специалист та аллине пирĕн чухлĕ илеймест. Пĕтĕмпех ăнăçлă пек. Упăшкампа та савăнса пурăнмалла. Малтанах айванрах пек те туйăннăччĕ-ха. Çук, муттур вăл манăн. Ĕçчен. Укçа-тенке те ĕçсе тăкакламасть, пĕтĕмпех киле илсе килет. Хушăран парнесемпе те савăнтарать. Айккине чупать тесе шухăшлама та сăлтав паман.
Нумаях пулмасть вара çине-çине çĕнĕ хыпар пĕлтĕм те шалтах! тĕлĕнтĕм. Манăн шăп çÿрекен упăшкан айккинче икĕ ача çитĕнет иккен!
Малтанах çакна ĕненмерĕм-ха, шÿт пулĕ терĕм. Пĕр кунхине ĕçрен таврăннă май пĕрле ĕçлекен Марье сăмах пуçарчĕ кун пирки. Паллах, элек пулĕ терĕм.
Анчах пĕр кунхине хуняма карчăк кÿршĕ хĕрарăмĕпе калаçни хăлхана кĕчĕ те Марье суйманнине ăнлантăм.
- Наçтук кинĕн ачи халĕччен çиччĕ тултарчĕ пулĕ. Мĕнле пурăннине те пĕлместпĕр. Телефонне те тытмасть тетчĕ унччен Алюш. Халĕ, Лариса кин килнĕренпе, шăнкăравламан та пулĕ. Маша кинĕн виççĕ тултармалла. Хырăмлине пĕлтермесĕрех тухса кайнăскер пире мăнук парнеленине çынсенчен çеç илтрĕмĕр вĕт. Кахалрахчĕ çав, ĕçлеме юратмастчĕ. Ывăлăм çавăншăн пĕр-икĕ хутчен асăрхаттарчĕ те çилленсе тухса кайрĕ. Тем, пĕринпе те килĕштереймерĕç. Лариса кинпе çеç аван пурăнччăр ĕнтĕ, - тет хуняма кÿрше. Эпĕ ĕçрен таврăннине, алăк уçса кĕнине сисмерĕç те хĕрÿ калаçакан карчамасем.
- Тухса кайнă-кайнах, килсе кĕрсе пурнăçăра çеç ан çавăрттарччăр ĕнтĕ, - сăмах хушать Марук аппа та.
- Алюшĕн те кине ачисем пирки каласа кăтартмалла та. Тем шарламасть пулмалла. Суя пурнăç - пурнăç мар, тĕрĕспе кун кунламалла та... Ачаллине пĕлсен тухса каясран шикленет ахăр.
Ку калаçу чăннипех те шухăша ячĕ. Анчах хĕрсе кайнă вăхăтра хама лăпкăн тытма тăрăшрăм. Кăштах лăплантăм та алăка тепĕр хутчен хыттăн уçса хупрăм. Хальхинче кинемейсем илтрĕç те мана ăшшăн кĕтсе хирĕç утрĕç. Вĕсемпе ним пулман пек апатланма çăмăл пулмарĕ.
Хуняма çывăрма выртсанах аллăма хутпа ручка тытрăм акă. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Алюш хальлĕхе Мускавра-ха. Пĕр-икĕ эрнесĕр те таврăнмасть. Илтни пирки телефонпа те калаçас, те таврăниччен тăхтас? Кун пирки пачах сăмахламасан та майĕ çук. Шăп çÿреме юрамастех - ĕнсе çине хăпарччăр-им? Мĕншĕн ыйтса пĕлес мар? Çилленсе тухса каяссăм та килмест. Арçынсăр пурăнма çук-çке. Çуртне те халĕ пĕрлех çĕклетпĕр акă.
Упăшка таврăнсанах çырăнасси пирки çирĕп калаçма тытăнас пулĕ. Саккунсăр арăм - арăм мар. Çурт-йĕрне туса пĕтерсен хăваласа кăлартăр-им? Сыхланас пулать. Пушшех те - чĕрем айĕнче çĕнĕ чун тĕвĕленнĕ пек туйăнать...
ЛАРИСА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.