Çĕмĕрĕлмест, çука хăвармасть...
Шăрăхра пылак шыв та, квас та ĕçес килет. Ачасемпе урама уçăлма тухсан темиçе çĕрте чарăнса ăш хыпнине ирттеретпĕр. Пĕр хут усă курмалли савăта, паллах, çавăнтах пăрахса хăварма хăнăхнă - вăл пире текех кирлĕ пулмĕ. Пĕлтĕр çÿп-çап витри патĕнче пĕр хĕрарăма асăрханăччĕ. Вăл шăпах çав стакансене пуçтарса пырать. Çăвать-и, çук-и вĕсене - татăклăн калаймăн. Кайран çавăнта улма-çырла тултарса сутнине темиçе те курнă. Перекетлекен, кашни пуса шутлакан çыншăн иртен-çÿрен çаврăнса пăхни ним те мар. Уншăн енчĕкĕ хут укçапа тулни пĕлтерĕшлĕрех.
Çемьепе хула çывăхне шашлăка кайма пуçтарăнтăмăр. Каллех пĕр хут усă курмалли савăт-сапасăр çула тухаймăн. Пасарти темиçе уйрăма çитрĕмĕр - илсе пĕтернĕ. Юрать-ха лавккара юлнăччĕ вăл. Меллĕ вĕт: çав турилккесене темĕн те пĕр хума пулать. Кайран вараланнăскерсене çуса тасатас шухăш та çук, пуçтарса пăрахма çеç манмалла мар. Манпа вулакансем килĕшĕç: халĕ пластик савăт-сапа çут çанталăкра та, килте те, ĕçре те çав тери кирлĕ: çĕмĕрĕлмест, нумай вырăн йышăнмасть, çука хăвармасть. Çапах сывлăхшăн сиенлĕ мар-ши вăл?
Уильям Дартс американ иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех пĕр хут усă курмалли пластик стакан шухăшласа тупнă. Раççейре çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче кăна, уйрăм çынсем хăйсен ĕçне пуçарса ярсан, пластик савăт-сапа кăларма тытăнни паллă. Паян ăна пахалăхне кура виçĕ ушкăна пайлама пулать. Тупăш илме тĕв тунисем, паллах, чи йÿннине, апла тăк пахалăхсăррине, суйлаççĕ. Тĕнчере вара экологи ыйтăвĕсене тĕпе хурса икĕ уйăхра çĕрсе пĕтекен савăт-сапа кăларассине йĕркеленĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл Раççее те çитĕ. Ун чухне пластик хатĕр-хĕтĕр хальхи пек купаланса выртмĕ.
Çапах хăшне илмелле-ха? "Çакăн йышши савăт-сапана тĕрлĕ япаларан тăваççĕ. Хăшĕнпе усă курни маркировкăран паллă", - вĕрентет республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн пай пуçлăхĕ Гафур Хаялутдинов.
PP маркировка е виçкĕтеслĕхри 5 цифра ку япалана полипропиленран тунине кăтартать. Унпа пластик стакан кăлараççĕ. Вăл вĕрекен шыва чăтăмлă. Анчах та çав савăтпа хăватлă эрех ĕçме юрамасть. Тĕрлĕ йышши çу ярсан та стакан тытăмĕ арканма пуçлĕ.
PS маркировкăллă тата 6 цифрăллă япала - полистиролтан. Ăна сивĕ апат-çимĕç валли кăлараççĕ. Апла тăк ку стакана вĕри чей е кофе ямалла мар.
EPS паллă кăпăклантарнă полистиролпа усă курнине çирĕплетет. Вăл алла пĕçертмест. Ку савăтпа микрохумлă кăмакара апат ăшăтма пулать. Çак материала шыв та, çу та, йÿçек те, спирт та сиенлеймĕ.
Вăрах упранакан поливинилхлоридран тунă савăт сиенлĕ япаласем уйăрма пуçлать. Ăна 3 паллăллă виçкĕтеслĕх тăрăх пĕлме пулать. Çав вăхăтрах маркировкăсăр савăт-сапа та сутлăхра пуррине асра тытмалла. Ун йышшине специалистсем туянма сĕнмеççĕ.
Гафур Хаялутдинов каланă тăрăх, çусан е хытăрах сăтăрсан пĕр хут усă курмалли савăт-сапан çиелти сийĕ сиенленет. Çавна май сывлăхшăн сиенлĕ япаласем - кадми, тăхлан, формальдегидсем - çиеле тухаççĕ. Унсăр пуçне сывлăш та, çутă пайăрки те, ăшă та пластик пахалăхне усал витĕм кÿнине палăртса хăварас килет.
Ĕне тытакан кил хуçи арăмĕсем пĕр хут усă курнă пластик кĕленчене сĕт тултарса сутнине тăтăш курма пулать. "Çав кĕленчесен ытларах пайне сутуçăсем çÿп-çап вырăнĕнчен е çĕр çинчен пуçтараççĕ. Вĕсене лайăх тасатни иккĕленÿллĕ. Çын хыççăн тытнă япалана пула хырăмлăх чирĕсем аталанмаççĕ", - асăрхаттарать гигиенăпа эпидемиологи центрĕн пай пуçлăхĕ Анатолий Дьячков. Ку çеç те мар - çав сĕте лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр кăларманнине те шута илмелле. Ку тĕслĕхре ĕни те, хуçи хăй те чирлĕ маррине никам та çирĕплетеймест.
Пластик савăт-сапана пирĕн тăрăха Раççей тĕрлĕ регионĕнчен илсе килеççĕ. Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем юлашки вăхăтра çав хатĕрĕн 20 тĕслĕхне тĕрĕсленĕ. Вĕри, сивĕ шыв та, 40 градуслă эрех те ярса пăхнă. Вĕсем пурте гигиена нормине пăхăннине палăртнă.
Тавар туянаканăн суту-илÿ вырăнĕнче пахалăх сертификатне ыйтма ирĕк пурри çинчен манмалла мар. Хамăр сывлăхшăн, чи малтанах, хамăрах яваплă.