Комментари хушас

16 Çу, 2015

Мирлĕ пурнăçшăн пуç хунисен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ. Ăна хальхинче те ытти чухнехи пекех чаплăн та чыслăн паллă турăмăр. Кăçалхи уява ытти çулхинчен уйăрас килмест, майăн 9-мĕшне яланах чунран кĕтсе мăнаçлăн уявлатпăр. Çапах кăçал мероприятисем анлăрах, чылайрах пулчĕç. Ветерансен йышĕ çулран-çул чакса, хаяр вăрçă ахрăмĕ инçерех те инçерех илтĕнет пулин те пĕр паттăр ячĕ те манăçмасть. Эпир, патриотла туйăмпа çитĕнекенскерсем, вĕсене асра тытатпăр. Мăн асаттесемпе асаннесен, кукамайпа кукаçисен терт-нушине курман пулин те каласа кăтартнине чун витĕр кăларатпăр. Пирĕн мирлĕ пурнăçшăн пуç хунисен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр.

Раççейре Çĕнтерÿ кунне паллă туман пĕр хула çеç мар, пĕр ял та, пĕр çемье те çук пулĕ. Çавăнпах мероприятисем те йышлă та сумлă иртеççĕ. Чăваш Ен те Аслă Çĕнтерĕве темиçе кун малтан уявлама пикенчĕ.

Эрнекун хула ертÿлĕхĕ, депутатсем, общество организацийĕсен хастарĕсем, шкул ачисем Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванла масара пуçтарăнса госпитальсенче йывăр сурансене пула вилнисене асăнса чечексем хучĕç.

Çав кунах каçхине "Тигр" çар машинипе тĕп хуламăрăн урамĕсем тăрăх Мухтав монуменчĕ умĕнчи Астăвăм çулăмĕнчен чĕртнĕ факел илсе çÿрерĕç. Анне палăкĕ умĕнче вырнаçтарнă ятарлă савăта чĕртрĕç унпа. Кăçал çĕршывра Астăвăм çулăмĕн эстафети иртрĕ, унта Раççейĕн 27 регионĕ хутшăнчĕ, çав шутра - Чăваш Ен те. Каçхи 9 сехетре палăк умĕнче аслă Çĕнтерÿ ячĕпе митинг-концерт йĕркелерĕç.

Çĕнтерÿ кунĕнчи мероприятисем те ирех пуçланчĕç. Малтанах ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăрçă ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе, общество тĕрлĕ организацийĕсен ертÿçисемпе, политиксемпе Шупашкарти сÿнми ялкăшакан çулăм умне чечек хучĕ. Пуçне хунисене асăнса шăп тăнă хыççăн Çветтуй Иоанн часавайĕнче кĕлĕ вуларĕç. Вăл вĕçленсен Михаил Игнатьев Шупашкар-Чăваш Епархийĕн ертÿçине Варнава владыкăна, халĕ пурăнакан владыкăсенчен пĕртен-пĕр тыл ĕçченне, Вырăс православи чиркĕвĕн çветтуй Дмитрий Донской кнеçĕн II степень орденне парса чысларĕ. Михаил Васильевич Афганистан, Çурçĕр Кавказ çĕрĕсенчи хирĕç-тăрусенчен таврăнайман ентешĕмĕрсене те чысларĕ. "Çĕнтерÿ" мемориал комплексĕнче вĕсен ячĕпе лартнă палăкĕсен умне чечексем хучĕ.

12 сехетре Хĕрлĕ тÿремре савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ пурне те Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа саламларĕ, ветерансемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăç пурнăç парнеленĕшĕн тав турĕ.

Çĕнтерÿ кунĕн тĕп шăнăрĕ - парад. Чылайăшĕ çак кун кÿлмек хĕрне шăпах ăна курассишĕн килет-çке. Салтаксене, çар техникине сăнама ватти те, вĕтти те хавас. Хĕрлĕ тÿреме килнисене яланхиллех тыткăнларĕ вăл, парад кашнин кăмăлнех тивĕçтерчĕ-тĕр. ЧР Çар комиссарĕ Александр Мокрушин "Равняйсь! Смирно!" команда парсан ятарласа вырнаçтарнă пукансем çинчен ветерансем те ура çине тăчĕç. Вĕрсе каламалли оркестр кĕвĕ каланă май Шупашкар çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн колоннисем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртрĕç. Вăй ведомствин представителĕсем, Афганистан ветеранĕсем, Çурçĕр Кавказри юнлă хирĕç-тăрусене хутшăннисем, кадет шкулĕн, ачасен полици академийĕн, çар-спорт клубĕсен воспитанникĕсем, параппанçăсем... пĕр-пĕрне черетлерĕç. Вĕсем хыççăн вăрçă вăхăтĕнчи тата хальхи çар техникине курма май пулчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин легендине - Т-34 танка, вăл вăхăтри чи лайăх çар машинине сăнама пултарчĕç. ЗИС-5 автомобиль те, "Катюша" пек паллă БМ-13 ракета комплексĕ те пулчĕç парадра. Вĕсем çĕр çийĕн иртнĕ май тÿпере парашютистсем ялавсем вĕлкĕштерчĕç.

Парада вĕçлекенсем - "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăннисем. Ку уявăн тепĕр сумлă та пĕлтершлĕ саманчĕ пулчĕ. Фронтран таврăнайман, суранланса килнĕрен нумай пурăнайман, мирлĕ пурнăçра вилнисен, хыпарсăр çухалнă салтаксен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса утакан тăванĕсен колоннин вĕçĕ-хĕрри те çук тейĕн... Фронтовиксен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса çак кун Шупашкарта кăна 8 пин ытла çын утрĕ. Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен акци тĕп хуламăрта пĕрремĕш хутчен парадпа иртрĕ.

Хĕрлĕ лапамра Çĕнтерĕве халалланă уяври йăлапа килĕшÿллĕн кăмăл тунисен тушенкăпа пĕçернĕ хуратул пăттипе сăйланма май пулчĕ. Кун тăршшĕпех кунта пысăкран та пысăк, пĕлтерĕшлĕ уява халалласа юрăсемпе сăвăсем янăрарĕç.

Каçхи тÿпене вара Çĕнтерÿ салючĕ çутатрĕ. Тĕрлĕ тĕс вĕлкĕштерекенскер шартлатса çурăлнă май хăшне-пĕрне иртнине аса илтерсе çÿçентерчĕ-тĕр...

* * *

Çу уйăхĕн 6-9-мĕшĕсенче республикăра массăллă 465 мероприяти иртнĕ. Вĕсене 202 пин çын ытла хутшăннă. Парад пăхма кăна 78 пин çын кăмăл тунă. Ытти хулапа районта та Çĕнтерĕве анлăн паллă тунă. Çĕнĕ Шупашкарти уяв митингне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче те Çĕнтерĕве чыслăн паллă тунă. Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем те сахал мар пуçтарăннă унта. Ял-йыш вăрçă хирĕнчен тăван тăрăха таврăнма пÿрмен, çаврăнса çитнĕ хыççăн пурнăçран уйрăлнисене сума суса палăк лартма шухăш тытнă. Паянхи мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунисен йышĕнче Асанкасси паттăрĕсен ячĕсем те сахал мар. Орден-медаль кавалерĕсен йышĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Федор Чернов та пур. Фронтовиксен ячĕсене çитес ăрусен асĕнче хăварас тĕллевпе Асанкассисем палăк çĕкленĕ. Ăна Расул Гамзатовăн "Тăрнасем" сăввин шухăшне тĕпе хурса калăпланă. Постамент çинче 406 паттăр ячĕ çырăннă.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Матьшÿре те вăрçăран таврăнайман ентешĕсене сума суса палăк уçнă. Мăнаçлă хура чул çинче - юнлă хирсенчен таврăнайман 140 салтак ячĕ. Вĕсемпе юнашар тăван тăрăха таврăнма пÿрнĕ ветерансен ячĕсем те вырăн тупнă, анчах вĕсен йышĕ чылай сахалрах.

Патăрьел районĕнчи Ульяновка - пĕчĕк те "вăрттăн" ял. Вĕсем те Çĕнтерÿ кунне кăçал хăйсен палăкĕ умĕнче кĕтсе илнĕ. Патăрьел районĕнче кăçал Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине уявлама хатĕрленнĕ май 44 палăкпа обелиска юсанă-çĕнетнĕ.

Çĕрпÿ районĕнчи Чăрăш Туçара 20-мĕш авиаполкăн инструктор-лейтенанчĕн Михаил Ермаковăн вилтăпри çинчи çăлтăрлă салтак пирамидине çĕнетнĕ. Михайловкăра та мемориал хăмине уçнă.

Куславккара çарпа ĕç геройĕсен аллейине уçнă. Раççей тата Чăваш Ен историйĕнче тарăн йĕр хăварнă 15 çын ячĕ вырăн тупнă унта.

Паттăр ентешĕмĕрсене, пирĕн мирлĕ пурнăçшăн хăйсен пуçне хунисене асăнса Çĕнтерÿ кунне уявланă май ытти район-ялта та чылай асăну хăми, палăкĕ уçăлнă.

Элĕк районĕнчи Куракассинче пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен ячĕсене çырнă çĕнĕ стела вырнаçтарнă. 81 салтак ячĕ вырăн тупнă унта. Стела йĕри-тавра - чечек клумбисем. Иртнĕ кĕркунне кунта 70 тĕп тюльпан лартса хăварнă. Юнашарах - улмуççи аллейи.

Йĕпреçре уява анлăн паллă тунă. Пĕрремĕш вăтам шкул умĕнче ун чухлĕ çын пухăннине ас тумаççĕ те вĕсем. Паян пурăнакан 32 вăрçă ветеранĕнчен, шел, митинга саккăрăшĕ кăна çитнĕ. Ытти çĕрти пекех кунта та çак кун вилнисене асăнса палăксен умне чечексем хунă.

Тăвай районĕнче вăрçă саманчĕсене, тылри ĕçсене театрализациленине, пултарулăх ушкăнĕсен, шкул ачисен концертне курса савăннă халăх. Тăрмăш-Тăвай маршрутпа çуран чупакансен 1985 çултанпа пыракан ăмăртăвĕ те ăнăçлă иртнĕ.

Çĕнтерÿ кунне савăнăçпа уявланă май пысăк шанăçпа та пурăнатпăр: текех ан пултăрччĕ вăрçă!

Татьяна НАУМОВА.

 

ПĔТĔМЛЕТŸ

Уяв. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă туса Чăваш Енре çу уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче 1,5 пин уяв мероприятийĕ йĕркеленĕ, вĕсене 500 пин ытла çын хутшăннă. Пысăк уява хатĕрленнĕ май мĕнпур 1167 асăну вырăнĕнче юсавпа тирпейлÿ ĕçĕсем ирттернĕ.

Çĕнтерÿ кунĕнче кăна пирĕн республикăра культура 285 мероприятийĕ иртнĕ. Вĕсене 172 пин ентешĕмĕрпе хăна хутшăнма кăмăл тунă. Шупашкарти парада курма 38 пин çын тухнă, вĕсенчен 500-шĕ - вăрçă ветеранĕсемпе арăмĕсем.

"Вилĕмсĕр полк" акци ретне тĕп хулара çеç 8 пине яхăн çын тăнă.

Каçхи тÿпене çутатса салют çурăлнине 40 пин çын сăнанă.

Çĕнĕ Шупашкарти парад 10 пин куракана пуçтарнă. Вилнĕ тăванĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене химиксен хулинче 1200 çын йăтса утнă.

ЙĔРКЕЛĔХ. Уяв кунĕсенче 300 ытла преступление те шута илнĕ. Массăллă мероприятисем ирттернĕ вырăнсенчен йĕркене пăснăшăн шалти ĕçсен пайĕсене 7 çынна çитернĕ. Патшалăх автоинспекторĕсем вара 226 административлă протокол çырнă, çиччĕшĕ руль умне ÿсĕрле ларнипе çыхăннă.

Сывлăх сыХлавĔ. Уяв кунĕсенче васкавлă пулăшу илме 15 çын пынă. Çу уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче медицина пулăшăвĕ кирлине 62 ветеран пĕлтернĕ, 20-шне госпитализациленĕ.

Мускавра иртнĕ Çĕнтерÿ парадне чăваш ветеранĕсенчен 89 çулти Иван Торин хутшăннă. Çулне кура мар патвар арçын çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче тăван ялне ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăннă.

Ăнлантарни. Хăш-пĕр ветерана пĕр ятлă, пĕр пек темиçе медальпе чыслани палăрнă. Медальсем вара пачах расна пĕлтерĕшлĕ. Пĕри - патшалăх награди, Владимир Путин указĕпе килĕшÿллĕн тивĕçнĕ. Çавăн пекех юбилей медалĕсемпе общество тĕрлĕ организацийĕ /çав шутрах - ветерансен те/ те чысланă. Икĕ тĕрлĕ медаль пĕр-пĕринчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ-мĕн.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.