Нихăçан манăçми тĕлпулу
1959 çул. Ун чухне Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишекпе Çĕнĕ Выçли ялĕсем пĕр колхоз пулнă. Хуçалăх Пăлхар коммунисчĕ Георгий Димитров ячĕпе хисепленнĕ. Председателĕ малтан Первомайски районĕн Аслă Арапуç ялĕнчи МТСра 8 çул тĕп инженерта ĕçленĕ, тăван ялĕнчи ашшĕ ватăлса пурнăçран уйрăлсан Хумри Ишек ялне пурăнма куçса килнĕ В.П.Ендеровчĕ. Вăл çутçанталăка, чăваш литературине, юрра-кĕвве юратакан çынччĕ. Аслă Арапуçĕнче ĕçленĕ чухне Митта Ваçлейĕ поэтпа пĕрре мар тĕл пулни çинчен хавхаланса каласа паратчĕ. Талантлă поэт Çĕпĕрти ссылкăран Чăваш çĕршывĕнче пурăнакан мăшăрĕ патне янă çырăвăн конверчĕ çине чăвашла çырса янине Василий Петрович сăмахĕнчен пĕлсен питĕ тĕлĕннĕччĕ эпĕ. Çакна ăша хывса кĕске вăхăт Карелире пулнă чух /1961 ç./ эпĕ те тăван ялăмри аппасен адресне чăвашла çыраттăмччĕ. Çырусем манăн тăван киле чиперех çитнĕ.
В.П.Ендеров выльăх-чĕрлĕх пăхакансене Шупашкара ĕçпе юрă уявне илсе кайма шут тытнă. Эпĕ, клуб заведующийĕнче ĕçлекенскер, çак хыпара çийĕнчех пĕлтĕм.
Эрнекун, ыран Шупашкара каймалла тенĕ чухне, Василий Петрович патне килне кайрăм. Ферма ĕçченĕсемпе пĕрле ялти тăватă-пилĕк çамрăка уява илсе кайма май пулĕ-ши тесе шахвăртрăм. «Вырăн пулать - илсе кайăпăр, - терĕ вăл. - Ыран кăнтăрла иртсен машина пирĕн кил тĕлне килсе çитмелле. Пуçтарăнса килĕр».
Шупашкарта пире Йĕпреçри культура ĕçченĕсен хор юрăçисемпе пĕрле пĕр учрежденин клуб çуртне çĕр каçма вырнаçтарчĕç.
* * *
Уяв хыççăнхи çĕнĕ кун пуçланчĕ. Акă, эпĕ Карл Маркс урамĕнчи 1-мĕш çурта - Чăваш Писательсен союзĕн правленине - çитсе кĕтĕм. Уйăп Мишшине çирĕм сăвва вулаттартăм. Хăйсен хăнăхнă йăлипе вуланă чухне хĕрлĕ кăранташĕпе паллăсем тума ÿркенмерĕ вăл. Сăвăсене «Тăван Атăл» редакторне кăтартса пăхма сĕнчĕ.
Чăваш Писательсен союзĕн правлени секретарĕ Илпек Микулайĕ патне кĕтĕм. Сывлăх сунса пĕр-пĕринпе паллашрăмăр. Николай Филипповича хамăн пурнăçăмпа ĕçĕм-хĕлĕм çинчен каласа патăм. Калаçнă май «Юратсан» калав алçырăвне тыттартăм. Малтан тетраде уçкаласа калав калăпăшне сăнарĕ пулмалла. Вырăнăн-вырăнăн вуласа пăхрĕ. Унтан çын чунĕн инженерĕн туйăмĕпе мана сăнавлăн пăхрĕ.
- Хальхи вăхăтра мĕн ĕçре вăй хуратăн эсĕ? - пĕлесшĕн пулчĕ вăл.
- Ялти клуб заведующийĕнче ĕçлетĕп. Пирĕн клуб библиотекăпа пĕр çивитти айĕнче. Библиотекăна 1954 çулта уçрĕç. Унта самаях нумай кĕнеке. Вулама питĕ юрататăп. Николай Филиппович, эсир çырнă «Тăватă кун», «Хура çăкăр» кĕнекесене тĕлĕнсе те юратса вуларăм.
Писатель юнашарти пÿлĕме кĕчĕ те аллине кĕнеке тытса часах тухрĕ.
- Сана эпĕ, Кавăрле шăллăм, хамăн «Хура çăкăр» кĕнекене парнелетĕп, - тесе сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Васкавлăн çырчĕ. Акă, вăл çырнă сăмахсем: «Луç Кавăрлине тăван халăхпа унăн чĕлхине савса юратнăшăн, тупата, чунтан хисеплесе саламлатăп! Илпек Микулайĕ - 7/VII - 59 ç.».
- Манăн чун-чĕререн шăранса тухнă кĕнекеме лайăх упра. Кăмăлу пулсан - тепĕр хут вуласа тух. «Хура çăкăр» çакă кĕнеке пекки ултă кĕнеке пулмалла. Вĕсене пĕрлештерсе виçĕ пысăк кĕнеке туса кăларма палăртнă эпĕ. Çак ĕçе пурнăçлама вăй-хăват нумай кирлĕ пулать. Сывлăхăм пулсан, пурнăçăм йĕркеллĕ иртсе пырсан ĕмĕт-шухăшăма пурнăçлама пулĕччĕ...
Алăк уçăлчĕ те пÿлĕме лутра пÿ-силлĕ арçын кĕчĕ: «Илпек-çилпек, пирĕн доминолла выляма çын çитмест, пыратăн пулĕ», - терĕ.
- Ман патăмра хăна пур-ха, эпир унпа калаçаттăмăр.
- Эсĕ хăнуна та илсе пыр. Вылянă май паллашăпăр, калаçăпăр, - тесе тухса кайрĕ самаях авăнса утакан çын.
- Николай Филиппович, кам пулчĕ ку?
- «Лапшу Çтаппанĕ» юмах кĕнекине çыракан пултаруллă писатель Куçма Чулкаç. Çамрăк чухне кĕлте урапи çинчен ÿксе аманнă вăл. Çурăм шăмми кукăрăлнă унăн. Кавăрле, халĕ шăпах кăнтăрлахи апат вăхăчĕ, «качакалла» выляма каяр пулĕ.
Эпир юмахçă чĕннĕ пÿлĕме кайрăмăр. Кунта вара Георгий Ефимов поэтпа тинтерех çунат сарма пуçланă Аркадий Лукин /ун чухне вăл кĕнеке кăларма ĕлкĕрейменччĕ-ха/, Куçма Чулкаçпа Николай Филиппович хирĕç ларса выляма тытăнчĕç. Мана сĕтелĕн пĕр вĕçне хутпа кăранташ хурса парса очкосем çырса пыма хушрĕç. Хыçлă пукан лартса параканни Куçма Чулкаç пулчĕ: «Эсĕ, юлташăм, Илпек-çилпек хăни, мĕн çăмăлпа çÿретĕн-ха?» - манпа калаçу пуçларĕ вăл.
- Хамăн калав алçырăвне Николай Филипповича кăтартма илсе килтĕм, - хыпарларăм Чулкаçа тата кунта ларакансене. - Вăйă хыççăн малалла тишкересшĕн-ха вăл ăна.
Эпĕ хам хăш районтан, хăш ялсем пулнине пĕлтертĕм. Çамрăк чухне «Лапшу Çтаппанĕ» кĕнекене килĕштерсе вулани çинчен хавхаланса пĕлтертĕм Чулкаçа.
- Манăн кĕнекене ачалăхра вуланă çынпа курса калаçни маншăн - ырă пулăм, - сĕтел çинчи шакăртмасене илсе шутлать Чулкаç. - Акă, Георгипе Аркадин 50 очко пулчĕ. Çырса хур, Кавăрле. Çамрăксене часах мекеклеттеретпĕр Илпекпе иксĕмĕр. /Ун чухне Г.Ефимов 31 çулта, А.Лукин 25 çулта пулнă/.
Вăйă, чăнах та, çамрăксен качакалла кăшкăрмалла пулнипе вĕçленчĕ.
- Юрĕ ĕнтĕ, ялтан килнĕ хăна умĕнче сире меке-кек-леттермĕпĕр, - лĕхлетсе кулать юмахçă.
- Кайрăмăр, Кавăрле, хамăр пÿлĕме, калаву пирки малалла калаçăпăр.
Эпир Николай Филипповичпа унăн ĕç пÿлĕмне кĕрсе ларнăччĕ кăна - пĕр илемлĕ хĕр кĕрсе тăчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне сывлăх сунчĕç. Хăйсем кăна ăнланакан ĕçсем пирки сăмахларĕç. Хĕр часах тухса кайрĕ.
- Трубина Мархви писательница хĕрĕ-ха ку чиперкке, института вĕренме кĕресшĕн ăшталанса çÿрет, пиртен пулăшу ыйтать, - кăмăллăн сăмахлать писатель. - Юратса çырнă «Юратсан» калав çине куçар. Эпĕ çак шухăш çинче чарăнтăм: васкавлăн, кĕскен пăхса тухнипе произведени /вăл вăхăтра романсемпе повеçсене, калавсемпе очерксене хайлав тесе каламастчĕç. - Г.Л./ еплерех пулнине хаклама май килмĕ. Калав алçырăвне ман патăмра хăвар. Пушă вăхăтра ăна тĕплĕн вуласа тишкерĕп, аван вырăнсене, çитменлĕхсене палăртма тăрăшăп. Ун хыççăн почтăпа ярса парăп. Санăн алçырăвăн тепĕр экземплярĕ пур пулĕ?
- Килте пур. Эсир каланипе килĕшетĕп, Николай Филиппович.
- Питĕ лайăх апла пулсан. Сăмах татрăмăр.
* * *
Кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне иртрĕ - хура кĕркунне çитрĕ. Кĕр кунĕ пулин те, пĕр илемлĕ хĕвеллĕ кун районти «Коммунизм çĕнтерĕвĕшĕн» хаçат редакцийĕ çумĕнче йĕркеленĕ Çемен Элкер ячĕллĕ литпĕрлешÿ ертÿçинчен Василий Андреев-Хурамалтан «почта карточки» текен пĕчĕк хут çине çырнă çыру илтĕм. Акă, çав çыру: «Хисеплĕ Гаврил Луç! Эпĕ санăн çырăвна илсе вуланăччĕ. Халĕ, Шупашкартан таврăннă хыççăн, сана пĕр хыпар пĕлтерем: часах сирĕн яла Писательсен союзĕн правлени секретарĕ Николай Илпек килмелле. Унта вăл литература каçĕ ирттересшĕн. Кĕтсе илме хатĕрленсе тăр. Салампа В.Андреев. 22.Х.59 ç.».
Чунтан савăнтăм эпĕ çак пĕчĕк çырăва вуласан. Ырă хыпара Хумри Ишекри библиотека заведующине Анастасия Афанасьевăна та вулаттартăм. Вăл та пирĕн яла писатель килме пулнине пĕлсен питĕ савăнчĕ. Эпир клубра литература каçĕ ирттерме хатĕрленме тытăнтăмăр.
Кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр - чылай вăхăт хушши кĕтрĕмĕр, анчах пирĕн яла Илпек Микулайĕ килеймерĕ - вăхăчĕ пулаймарĕ пулĕ çав.
* * *
Кăçал эпир юратнă Чăваш халăх писателĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тăватпăр. Кĕске пулчĕ ырă çыннăн ĕмĕрĕ. Николай Филипповичпа тĕл пулса калаçнине эпĕ яланах ырăпа асăнатăп. Вăл мана парнеленĕ «Хура çăкăр» кĕнекене алла тытатăп та унăн çутă сăнарĕ куç умне тухса тăрать.
Гаврил ЛУÇ.
Йĕпреç районĕ,
Хумри Ишек ялĕ.
Комментари хушас