Нарспипе Сетнер палăкĕсем пулĕç

19 Çу, 2015
Хирти сарă чечеке
Ăшă куçпа кам пăхмĕ?
Çакăн пек хитре хĕре
Мĕнле каччă юратмĕ?
Константин Иванов

Мĕн тери янăравлă вĕт-ха тĕнчипе паллă «Нарспи» поэмăн йĕркисем.

Акă, манăн алăра «Хыпар» хаçатăн ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче тухнă черетлĕ номерĕ. Яланхи пекех мăшăрăмпа эпир ăна кăсăкланса вуларăмăр. Хыпарçăсем хăйсен хаçатне икĕ уява халалланă. Анчах та мана «Конкурс» ярăмпа пичетленнĕ статья ытларах кăсăклантарчĕ. «Нарспипе Сетнер кĕтсе илĕç» ятлă. Авторĕ Любовь Кулькова - тĕп хулари К.Иванов ячĕллĕ библиотекăн ĕçченĕ. Шухăшĕ унăн питĕ ырă. Библиотека IX пилĕкçуллăх проспектĕнче вырнаçнă. Эгер бульварĕпе проспект хĕресленнĕ вырăн çуллахи кунсенче тĕлĕнмелле илемлĕ /клумбăсем, ялавсем.../ Çак йĕркесен авторĕ вăл тăрăхра кулленех пулать. Л.Кулькова ĕçлекен библиотека коллективĕ К.Иванов çулталăкне халалланă проект хатĕрленĕ. Ăна вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Литература йĕрĕ» конкурса тăратасшăн, вулавăш умне «Нарспи» поэмăсен геройĕсен кÿлеписене вырнаçтарасшăн. Питĕ хастар шухăш. Вулавăш ĕçченĕсем унта çĕнтерессе шанатăп, ăнăçу сунатăп. Вара хула Нарспипе Сетнер палăкĕсемпе пуянланĕччĕ.

 

Михаил КАРПОВ,

ĕç ветеранĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.