ПУЧИНКЕРЕ – ЧAВАШ ВAЙЙИ

21 Çу, 2015

К.В. Иванов çулталăкне халалласа Пучинке ялĕнче «Чăваш вăййи» уявĕ иртрĕ. Вăйă лапамне Пучинке шкулĕн капăр чăваш тумĕ тăхăннă шкул ачисемпе учителĕсем, ветерансем, хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем, Канаш районĕн Катек шкулĕнче вĕренекенсем, ял тăрăхĕнче тăрăшакансем, Чăваш наци конгресс пайташĕсем Ю.Е.Анисимова, Г.Л.Никифоров, З.А.Яковлева, Л.Кинер, район администрацийĕнче вăй хуракансем, ял халăхĕ, Йĕпреçпе Канаш районĕсен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем пухăнчĕç.

Пучинке шкулĕ пуян пурнăçпа пурăнать. Уява художество шкулне çÿрекен ачасен пултарулăх ĕçĕсен, вĕренекенсен, ветерансен тата хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсен алĕçĕсен, чăваш халăхĕн апат-çимĕç тĕслĕхĕсен куравĕсене йĕркеленĕ. Ял халăхĕн пурнăçне, шкул çитĕнĕвĕсене тата «Красный партизан» колхозăн ĕçне-хĕлне кăтартакан материалсемпе шкул музейĕнче паллашрăмăр. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕпе «Чăваш чĕлхин паянхи шкул вĕрентĕвĕнчи тата пурнăçри вырăнĕ» ятпа çавра сĕтел ирттертĕмĕр. Калаçура тăван чĕлхепе литературăна тата тăван ен историйĕпе культурине вĕрентес, йăла-йĕрке мешехисене ирттерес ыйтусене хускатрăмăр. Сăмах май, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Пучинке шкулĕ сăнав мелĕпе «Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕрки» проектне пурнăçа кĕртессипе ăнăçлă ĕçленĕ.

Пучинке ялĕнче йăлана кĕнĕ чăваш вăййин илемĕ - вăйă карти. Унта юрă, вăйă, ташă, шÿт, такмак тата ытти пĕр-пĕринпе черетленсе янăрарĕ. Вăйăра ялан юрлакан юрăсенчен «Хурăн çулçи» юрă ытти юрăсене сыпăнтарса пычĕ. Шкул ачисемпе пĕрле ветерансен ушкăнĕ вăйă картинче юрласа çаврăнни уява илем кÿчĕ.

Вăйăра Пучинке тата Канаш ра-йонĕнчи Катек шкулĕн аслă классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çамрăксем такмак каласа ташларĕç. Вĕренÿре маттур пулни вăй-хал вăййинче курăнчĕ, ăмăртура кулса-шÿтлесе выляни икĕ шкул ачисен туслăхĕ çирĕп пулнине кăтартрĕ. Хаваслă вăйă-кулăра чăваш ачисен чысĕ, танлăхĕ, тирпейлĕхĕ, нумай енлĕ ăсталăхĕ курăнчĕ.

Çепĕç юрă-кĕвĕ, илемлĕ ташă-çемĕ, янăравлă сăвă-такмак, хаваслă вăйă-кулă, чипер йăла-йĕрке чăваш ачин сывă пурнăçне, чун-чĕрин пуянлăхне, кăмăл-туйăмне кăтартакан ăс-пурлăх пуянлăхĕ пулнине палăртрĕç.

И.Я.Яковлев вăйă картине авалхи эллинсен театрĕпе танлаштарнă. Вырăссен паллă çыравçи Н.Г.Гарин-Михайловский «В сутолке провинциальной жизни» очеркĕнче чăваш вăййи балетран та, оперăран та кая мар тесе палăртнă.

Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, пурнăç тĕпрен улшăнчĕ пулсан та Пучинке ялĕнче ирттернĕ чăваш вăййи халăхăн ырă йăли-йĕркин тымарĕ татăлманнине, малашне вăл республикăн ялĕсенче вăй илме пултарассине кăтартрĕ.

Йĕпреç районĕ.

 

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: вăйă карти.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.