Спорт туризмĕ – кăмăл çирĕплĕхне ÿстерме

21 Çу, 2015

Çамрăксем хушшинче спорт туризмне аталантарас енĕпе республикăра аван ĕçлеççĕ. Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕ те айккинче юлмасть. Коридорта чăнкăр-чăнкăр сасă илтĕнсенех шкулта ĕçлекенсем çине ыйтуллăн пăхрăм. «Кусем - спорт туризмĕпе хатĕрленекенсем», - ăнлантарчĕç мана. Спортăн çак тĕсĕпе уйрăмах туслă икĕ хĕрача çинчен «Тантăш» тусĕсене те пĕлтерер-ха.

Инесса Шандимировăпа Люда Никитина вунпĕрмĕш класра вĕренеççĕ. Пĕлтĕрхи Зарницăна вĕсем хаваслă кăмăлпа аса илеççĕ, кăçал та ахаль ларасшăн мар. Александр Леонидович Сытин тренер хĕрачасене тăтăшах ăмăртусене хутшăнтарать. Ту çине хăпарасси вара уйрăмах кăсăклă иккен.

- Малтанах хăратать, кайран вара хăнăхатăн, - шухăш-туйăмне пĕлтерет Инесса. - Александр Леонидович пире тĕрлĕрен сĕнÿпе хавхалантарасах тăрать. Çÿле хăпарса çитсен аялалла пăхма хăрушă. Тренер вара пире хăранине пытарма, тÿсĕмлĕрех пулма вĕрентет.

Туссем пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ, йывăрлăхра пăрахмаççĕ, ăшă сăмахпа тата кирлĕ сĕнÿпе хавхалантараççĕ.

Инесса малашнехи çул-йĕрне техникăпа çыхăнтарасшăн. Авиамоделировани кружокне çÿрекенскере техникăпа çыхăннă япаласем шутсăр килĕшеççĕ. Унсăр пуçне вăл «Çамрăк биолог» кружокра та ăс-хакăлне пуянлатать, «Лесовички» командăпа пĕрле тĕрлĕрен ĕç-пуçа хутшăнать. Чĕрчунсемпе кайăксем çинчен темĕнччен калаçма хатĕр. Вĕсене сасăранах уйăрма пĕлет. Люда вара журналист пулас ĕмĕтлĕ. Шкулти хастар автор вăл. Çав вăхăтрах «Çамрăк таврапĕлÿçĕ» кружока çÿрет, вырăнти йăла-йĕркепе тĕплĕн паллашать. Кăçал районти чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăра пĕрремĕш, ОБЖпа иккĕмĕш вырăна тухнă.

- Хальхи çамрăксен аслисене хисеплеме вĕренмелле, кирек епле лару-тăрура та хăйсене тытма пĕлмелле, - теççĕ хĕрачасем «Тантăш» вулаканĕсене ырă сунса.

Спорт туризмĕпе туслă пулни Инессăпа Людăна пурнăçра çирĕпрех пулма вĕрентет. Эппин, ыттисем те маттур хĕрсенчен тĕслĕх илсен питĕ аван пулĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.