Комментари хушас

21 Çу, 2015

Чутаях туртать ман чун

Поэзи хальхи этемĕн чи çивĕч те тарăн ыйтăвĕсен хуравĕ пулса тăраять. Анчах çакна валли ăна халăхăн пысăк тимлĕхĕ кирлĕ.

Май уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче «Чутаях туртать ман чун» тĕлпулу каçĕ иртрĕ. Ăна Раççейри Литература çулталăкне халалланă. Тĕлпулăва вырăнти сăвăçсем - Александр Трофимов, Светлана Яруткина тата Ольга Иванова - килсе çитрĕç.

Мероприяти пуçламăшĕнче Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенĕ Татьяна Горбунова салам сăмахĕ каларĕ. Унтан поэтсем хăйсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, сăввисемпе чуна çĕклерĕç. Ольга Иванова хăй çырнă «Тăван ен çинчен юрлатăп» юррине шăрантарчĕ. Ачасем П.Ялкир, З.Спиридонова, А.Трофимова, С.Яруткина, О.Иванова, Т.Шачкова, С.Мурайкина тата Л.Петрова сăввисене пăхмасăр вуласа пачĕç. Пултарулăх тĕлпулăвĕ килти пек ырă та асра юлмалла иртрĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн ентешсем сăввисене пĕтĕм чун юратăвĕпе хайлани сисĕнет, çав туйăм ачасене те куçать.

Татьяна ГОРБУНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.