Унăн ырă ячĕ пирĕн асăмрах

21 Çу, 2015

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общес-тво организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ тата «Самант» журнал пирĕн аслă поэтăмăр Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине чысласа викторина ирттерчĕ.

Викторинăна Чăваш тата Пушкăрт Республикисенчен 57 ĕç килчĕ. Викторинăна çак шкул ачисемпе çамрăксем хастар хутшăнчĕç: Борис Волков /Ситекпуç ялĕ, Пишпÿлек районĕ, Пушкăрт Республики/, Мальвина Зотова, Кристина Львова, Ангелина Тулпанова /Шупашкар, 10-мĕш шкул/, Глеб Агафонкин /Шупашкар, 3-мĕш лицей/, Юрий Лукин, Михаил Фомин /Шупашкар, 61-мĕш шкул/, Евгения Иванова, Карина Жижайкина, Анна Федорова /Шупашкар, 28-мĕш шкул/, Елена Николаева, Алина Савельева /Шупашкар, 6-мĕш шкул/, Светлана Прокопьева, Диана Русскова, /Шупашкар, 47-мĕш шкул/, Людмила Иванова, Марина Егорова, Кристина Павлова, Илья Шибаев /Пучинке шкулĕ, Йĕпреç районĕ/, Николай Александров, Александра Киргизова /Кушкă шкулĕ, Елчĕк районĕ/, Андрей Иванов /Мăн Чураш шкулĕ, Етĕрне ра-йонĕ/, Димитрий Волков /Хăвăлçырма шкулĕ, Елчĕк районĕ/, Александр Николаев /Тойкилтĕ шкулĕ, Муркаш районĕ/, Ирина Кузьмина /Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕ, Канаш районĕ/, Ирина Кушникова /Ишлей шкулĕ, Шупашкар районĕ/, Анастасия Романова /Çатракасси шкулĕ, Муркаш районĕ/, Дина Кузьмина, Максим Ятрушев /Урпаш шкулĕ, Етĕрне районĕ/, Никита Никитин /Шĕмшеш шкулĕ, Элĕк ра-йонĕ/, Кристина Куракова, Анжелика Портнова, Анастасия Сорокина /Ыхраçырми шкулĕ, Патăрьел районĕ/, Людмила Данилова /Вăрманхĕрри ялĕ, Тăвай районĕ/, Анастасия Биктимирова, Татьяна Тихонова, Дарья Антонова /Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмар шкулĕ, Вăрмар районĕ/, Юлия Кулакова /И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, ИФФ, чăваш уйрăмĕ, 1-мĕш курс/, Михаил Петров /Тикаш шкулĕ, Вăрмар ра- йонĕ/, Светлана Матюшкина, Любовь Мешкова, Дария Иванова /Пăлапуç Пашьел шкулĕ, Патăрьел районĕ/, Анна Паторова /Янкăлч шкулĕ, Канаш районĕ/, Владимир Терентьев /Çĕнĕ Чăлкасси шкулĕ, Канаш районĕ/, Ирина Глинкина /Тури Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ/, Светлана Ильина, Ирина Григорьева /Хурамал шкулĕ, Йĕпреç районĕ/, Станислав Мулюков /Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ/, Анастасия Яковлева /Йÿçкасси шкулĕ, Муркаш районĕ/, Мария Павлова /Тренкасси шкулĕ, Шупашкар районĕ/, Анастасия Кузьмина /Пушкăрт шкулĕ, Етĕрне ра- йонĕ/, Нина Александрова /Ишлей ялĕ, Шупашкар районĕ/, Анна Генералова /Çĕньял Покровски шкулĕ, Шупашкар районĕ/, Наталия Парикова /Штанаш шкулĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ/, Ирина Путина /Куславкка, 3-мĕш шкул/, Лиана Хадарова /Алманчă ялĕ, Патăрьел районĕ/, Инна Ермолаева /Аслă Чурачăк шкулĕ, Комсомольски районĕ/, Юлия Васильева /шел, хăйĕн адресне кăтартман/.

Пире, «К.В.ИВАНОВ:125!» викторина йĕркелÿçисене, хутшăнакансем тĕпчевлĕ те шыравлă ĕçлеме пултарни, К.В. Иванов кун-çулĕпе пултарулăхне лайăх пĕлни савăнтарчĕ. Вĕсем пурте ыйтусене тĕрĕс хуравланă. Хăшĕ-пĕри пĕр-пĕр ыйтăва тĕрĕсех хуравлайманни те тĕл пулчĕ. Эпир ачасен ĕçĕсенчен, кăшт тавçăрса илеймесĕр тунă йăнăшсене суйласа илтĕмĕр, вĕсене хура тĕспе аялтан туртса, кам çырнине палăртмасăр пичетлес терĕмĕр.

1. К.В. Иванов «чухăн» хресчен кил-йышĕнче çуралнă, «Вăл пĕчĕк чухнех сăвăсем çырнă е ачаллах сăвăсем çырма пуçланă» тенисем тĕрĕсех мар. «Ивановăн калавсем нумай» тени те тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен вăл поэзи жанрĕпе çырнă тата куçарупа ĕçленĕ. «Нарспи» хайлавĕн алçырăвĕ Шупашкар хулин гуманитари институчĕн архивĕнче, Слакпуç музейĕнче, хăш-пĕр пайĕсем Чĕмпĕр чăваш шкулĕн музейĕнче, «Нарспи» хайлавĕн алçырăвне Англире шырамалла, Кембридж университетĕнче И.Я. Яковлев фончĕнче упранать, çавăнпа «Нарспи» алçырăвĕ Библи алçырăвĕсем хушшине лекме пултарнă, Пушкăрт Республикин гуманитари институчĕн архивĕнче упранать» тенисем те тĕрĕс мар-ха, мĕншĕн тесен «Нарспи» хайлавĕн алçырăвĕ паянхи кун та тупăнман, вăл упранса юлман теççĕ.

2. «Çичĕ ют» сăмах майлашăвĕ «палламан, урăх ялта пурăнакан çын, аякран килнĕ çын, ытла инçетре, аякра пулнине, курас килсен те курма çуккине, инçетри усал пуян, хальччен курман, хальччен калаçман, чунпа çывăх мар, палламан, пĕлмен çын, тăшман, аякри вырăнта пурăнакан çын, хытă чĕреллĕ, хаяр, усал, тискер, сивĕ чунлă, çынна хисеплемен çын, нихçан курман, пĕлмен, палламан çын, аякри, пĕлмен вырăнтан килнĕ çын» пĕлтерĕшлĕ тени тĕрĕсех мар. «Çичĕ ют» вăл - тăван мар, ют çын тенине пĕлтерет. Çичĕ сыпăкран иртсен тăван мар теççĕ. Çичĕ ютран тенине ют çĕртен тесе ăнланмалла.

3. «Çичĕ çулхи ачара Чăваш чунĕ ларать çав» тенĕ йĕркере чипер ача Сентти пирки сăмах пырать. «Вăл Нарспишĕн тăван ывăл пулать, Тăхтаман кÿршин ачи» тенĕ хуравсем тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен Сентти Нарспишĕн пăяхамăн е ĕçкейĕн ачи, тепĕр майлă каласан упăшки /Тăхтаман/ пиччĕшĕн ачи пулать.

4. Константин Иванов тĕрлĕ енлĕ пултаруллă пулнă. «Вăл кулăшçă тата кăмака ăсти пулнă, сĕрме купăс ăста каланă, П.Пазухинпа пĕрле Чăваш Республикин Патăрьел районĕн- че пулнă, Константин Иванов Федор Павловичпа ăмăртмалла сĕрме купăс каланă, Глинкăн «Иван Сусанин» оперине лартнă чухне Степан Максимовпа пĕрле сĕрме купăс каланă» тенисем тĕрĕс мар.

5. Литературăра, искусствăра, культурăра пысăк ăсталăх кăтартнăшăн К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Патшалăх премине параççĕ. Çак премие пуçласа «Анатолий Сергеевич Любимова 1983 çулта панă, чи малтан Нина Яковлева артисткăна панă» тенĕ хăшĕ-пĕри. Тĕрĕс хуравĕ: 1967 çулта çак премие чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай пĕрремĕш илме тивĕçлĕ пулнă.

«К.В.ИВАНОВ:125!» викторинăна хутшăннă хаклă туссем! Сире литература вăййинче маттур пулнăшăн чĕререн тав тăватпăр, хастар хутшăннăшăн, ыйтусене тĕрĕс хуравланăшăн Хисеп грамоти парса чыслатпăр, малашне те тĕрлĕ ăс-хакăл ăмăртăвĕсене хутшăнма, «Тантăш» хаçатпа тата «Самант» журналпа туслă пулма вăй-хал сунатпăр, редакцие кĕрсе Хисеп грамотипе парнесем илме сĕнетпĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.