Archive - 27 Нарăс, 2015

27 Нарăс, 2015

Увидел свет февральский номер журнала «Самант»!

В начале года делегация ЧНК побывала на Родине Константина Иванова - в деревне Слакбаши. Весной, 22-23 мая, на поляне Сильби состоится фестиваль народного творчества, посвященный году К.В. Иванова в Чувашии.

27 Нарăс, 2015

«Самантăн» 2-мĕш номерĕ тухрĕ!

Çулталăк пуçламăшĕнче ЧНК делегацийĕ Константин Ивановăн тăван ялне - Слакпуçне кайса килчĕ. Силпи уçланкинче май уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче халăх пултарулăхĕн фестивальне ирттерĕпĕр.

Вĕре çĕлене хăй куçĕпе хăй курнă çын мĕн каласа пани кăсăклантарать-и сире/

Шупашкар çумĕнче аваллăх утравĕсем сыхланса юлнине ĕненме те йывăр. «Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен» кăна мар: «Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр тĕлĕн».

Пукаш Тули мыскарисем хаваслă çамрăклăх хĕвелĕ нихăçан та пĕлĕт хыçне пытанманнине çирĕплетеççĕ.

«Самант» хăни - чрезвычайлă ситуацисен министерствинче ĕçлекен Алексей Николаев.

Крокодилсем суя куççуль тăкнине пурте пĕлеççĕ. Çывăх туссем те юлсах каймаççĕ вĕсенчен.

Вуламалли те, шутламалли те пур çĕнĕ номерте. Тусăмăрсем журнала алран ямасăр, пĕр чарăнми вуласа тухасса шанатпăр.

27 Нарăс, 2015

Тěнче кăвапи ăçта?

Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Виктория Краснова «Хура тинĕс вутăшĕ» ята чăннипех те тивĕç. Маттур чиперккене çак хисеплĕ те асамлă ятпа мĕншĕн чысланин вăрттăнлăхне вара вулакан хĕр-упраçпа паллашнăçемĕн пĕлĕ.

27 Нарăс, 2015

Чăх чĕппи туяннă чух

Пасартан е урăх çĕртен чăх чĕппи туянсан хăвăртрах киле васкатпăр. Вĕсене куç шăрçи пек пăхма пуçлатпăр. Анчах тепĕр чухне вĕсем пĕр-икĕ кунтанах вилме тытăнаççĕ. Чĕппине те, укçине те шел.

Чăх-чĕп туяннă чух чи малтанах вĕсен чĕрĕлĕхне тĕрĕслемелле. Калăпăр, вĕсем ларакан курупкăна пÿрнепе шаккасан чĕпсен çакна çийĕнчех туймалла - самантлăха шăпланмалла, унтан каллех шиплетме пуçламалла. Пĕр кунри чĕпсен çăра та типĕ мамăк тĕк пулмалла, кăвапи тухса тăмалла мар. Ура çинче çирĕп тăмалла, хыçалти пайĕ нÿрлĕ ан пултăр.

27 Нарăс, 2015

Грипран сывалма

Вирус инфекцийĕнчен хамăр тĕллĕн сиплеме хăтланса йăнăшсем те тăватпăр. Халăхра çирĕпленнĕ ăнлавсене Марина Нефедова тухтăрпа пĕрле пăхса тухар-ха.

Температура пысăк пулнине чăтса ирттерсен аванрах. Вăл мĕн чухлĕ пысăкрах, вирус организмран çавăн чухлĕ хăвăртрах тухса каять. Чăннипе вара температура 38,5 градусран пысăкрах пулсан ăна чакармалла, мĕншĕн тесен тахикарди ?чĕре хăвăрт тапни% хăрушлăхĕ пулма, сывлăш пÿлĕнме, ăс-тăн арпашăнма, шăнăр туртса лартма пултарать.

Pages