Archive - 2 Çĕртме, 2014
Енчĕкех кĕрсе каяççĕ
Страхлакан пĕр организацирен шăнкăравларĕç: кĕçĕн класра вĕренекен хĕрĕм вĕсем йĕркеленĕ конкурсра сертификата тивĕçнĕ-мĕн, ăна пырса илме чĕнеççĕ. Ачашăн хĕпĕртенĕскер килĕшрĕм, анчах ĕçрен тухса утма ниепле те май килмерĕ. Менеджер кунсеренех шăнкăравларĕ, тĕл пулма ыйтрĕ. «Хăвăрах шкула кайса парсамăр, темĕнле пысăк шайра ирттерекен конкурс çĕнтерÿçисене те награда хăех шыраса тупать те сирĕн пата вара пырса илмелле темшĕн. Ачана линейкăра, халăх умĕнче чыслани çын урлă парса янинчен чылай лайăхрах-çке», - тетĕп хайхискерне. «Сирĕн вăхăт çук тăк хамах пыратăп», - çине тăчĕ менеджер.
Юратаççĕ, вулаççĕ
Чăваш сасси çĕтмĕ-ши?
Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Накаткин - Чăнлă районĕн тĕп сали. Вăл 1675 çулта никĕсленнĕ. Унта 5700 яхăн çын пурăнать, 60-65% - чăвашсем. Сайра хутра пулин те республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне кайса курмашкăн эпир те çапах та вăхăт тупатпăр. Вырăнти ертÿлĕхпе калаçса татăлнă хыççăн иртнĕ эрнере Аслă Накаткин ялне çула тухрăмăр. 200 ытла çухрăма парăнтарса кăнтăрла тĕлне райцентра çитсе кĕтĕмĕр. Ял пуçлăхĕпе Илья Митрофановпа телефонпа çыхăнтăмăр, вăл пире ял тăрăх администраци çуртĕнче кĕтме ыйтрĕ, хăй кĕçех пырасса пĕлтерчĕ.