Юратаççĕ, вулаççĕ
Алина Николаева почтальон ытти мĕн пур чăваш хĕрарăмĕ пекех ирхи шуçăмпа вăранать. Ĕнисене суса кĕтĕве хăваланă тата хуçалăхри ытти ĕçе тирпейленĕ хыççăн сумкине йăтса виçĕ çухрăмри Шуркасси почта уйрăмне васкать вăл. Кашни кунах çапла. Таврари виçĕ пĕчĕк яла ăна уйăрса панă. Шуркассине Канашран почта машини килсе кайнă хыççăн ытлари кун вулакансемпе тĕл пулма почтальонпа пĕрле çула тухрăмăр. Ялти чи пысăк та хитре пĕвене кăтартас тесе мана тÿрĕ çулпа илсе кайрĕ вăл. Çыран хĕррипе - лапсăркка йăмрасем. Çу кунĕсенче кунта халăх канма юратать. Пулă тытаççĕ, шашлăк пĕçереççĕ... Улăхсемпе уй-хир, çырма-çатра урлă Ямпаха çитрĕмĕр. Утмалăх пур. Урине çемçе тапăчки тăхăннă почтальон сăрталла вĕçтерет кăна. Эпĕ те унран юлмастăп. Çанталăкĕ пăртак сивĕтнĕ май хирте питĕ уçă. Çырма-çатраллă тăрăх хитре çав. Ку енче пĕвесемпе çăл куç, пĕчĕк кÿлĕ нумай. Çырма хĕррипе - çĕр çырли шап-шурă чечекре. Уйри ешĕл курăк çинче кĕтÿ çÿрет. Пĕчĕк вăрмансемпе катасенче пĕр чарăнми куккук авăтать. Çуллахи вăхăтра ялта ырлăх çав. Ямпах тăрăхĕ йăмраллă. Ялĕ пысăк мар. Велосипедпа вĕçтерсе килекен аслă ÿсĕмри хĕрарăм пире курсан чарăнчĕ. Шуркассине çăкăр илме кайма тухнă-мĕн. «Чи малтан хамăн çырăнас пуль, алă çăмăл-ши ман, калаймастăп, кутăн-ха эпĕ», - тесе шÿтлесе те илчĕ. Пирĕн кăларăма çырăнчĕ те велосипедпа малалла вĕçтерчĕ. Ял халăхĕ пахчара тăрмашать. Мĕн пур ĕçне пăрахсах хăшĕ-пĕри «Чăваш хĕрарăмĕпе» туслашма васкарĕ.
Ямпахсемпе сыв пуллашса Улаксара утрăмăр. Амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă хыççăн пĕчченех пурăнакан Сергей Васильев пирĕн хаçата çырăнчĕ. Чăваш хаçат-журналĕ вулама юратать вăл. Çак тăрăхри Людмила Фомина, малтан ялти лавккара сутуçăра ĕçленĕскер, эпир килессине пĕлсе чей вĕретсе, апат пĕçерсе хунă. Кил-çурчĕ питĕ типтерлĕ. Дизайнера вĕренсе тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан кĕçĕн хĕрĕн ÿкерчĕкĕсене курса килентĕмĕр. Людмила Аркадьевна «Чăваш хĕрарăмĕ» суйласа илчĕ. Çемьере чи ватти, Елен аппа, тепĕр çур çуллăхра та хăй юратакан кăларăма илсе тăма кăмăл турĕ. Фоминсен кÿршисем, пилĕк ачаллă Васильевсем те, пĕр пин тенкĕлĕх хаçат çырăнчĕç.
Яла корреспондент килнине кура халăх хăйсене пăшăрхантаракан, канăç паман ыйтусене хускатма тăрăшать. Улаксар урамĕнчи çул тавра сăмах пуçарчĕ чылайăшĕ. Çуллахи вăхăтра тап-такăр, кĕркунне-çуркунне вара тухса кĕме çук-мĕн. Пушар, васкавлă пулăшу машини яла мĕнле кĕрет-ши? «Çын вилсен масар çине лашапа аран илсе анатпăр. Хулана каймалла чухне атăпа тухатпăр та çул хĕрринче улăштарса тăхăнса лартса хăваратпăр», - тарăхсах калаçаççĕ ял çыннисем. Лавкка таран çул пушшех япăх-мĕн. Апат-çимĕç, куллен кирлĕ тавар турттаракан машинăсем хыççăн тата вăйлăрах çăрăлни пирки калаççĕ. Ял тăрăхĕн ертÿлĕхĕ хытă çул сарса пама шантарнă-ха, анчах та хăçан пуласси паллă мар хальлĕхе.
Улаксар ялĕн тепĕр урамне утрăмăр. Кунта та хаçат юратсах çырăнчĕç. Аслăяла хир урлă тепĕр çухрăм каймалла. Юрий Ювенальев художник тата Лидия Сарине çыравçă ялĕ ку. Аслăялта та вулама юратакан халăх пурăнать. 28 çул почтальонра тăрăшнă Маргарита Петрова «Чăваш хĕрарăмĕпе» «Çамрăксен хаçатне» çырăнчĕ. Аслăрах ÿсĕмри темиçе çын тепĕр çур çулта пирĕн кăларăма илсе тăма кăмăл турĕ.
Алина Леонидовна эпир киличчен тепĕр çур çуллăх валли çак пĕчĕк, сахал киллĕ тăватă ялта «Чăваш хĕрарăмне» 12 экземпляр çырăнтарнă. Иксĕмĕр пĕрле çÿресе тепĕр 13 çынна хамăр хаçатпа туслаштартăмăр. Туссен йышĕ тата ÿсмеллеччĕ те, нумайăшĕн алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ. Ял халăхĕ çу кунĕсенче килте лармасть.
Алина Николаева Шуркасси почта уйрăмĕнче вун иккĕмĕш çул ĕçлет. Шăрăх-и е çумăрлă çанталăк-и, çил-тăман алхасать-и - ниме те пăхмасăр, кашни кунах çич-сакăр çухрăм çуран утать вăл, хаçат валеçнисĕр пуçне ял çыннисен ытти чылай ыйтăвне тивĕçтерет. Ирех тухса кайса кăнтăрла иртсен, тепĕр чухне каç енне çеç таврăнаканскер кил-тĕрĕшри ĕçсене те тума ĕлкĕрет. «Пиллĕкпе» çеç вĕренекен хĕрĕ Настя кăçал шкулпа сыв пуллашать. Вăл та нумай пулăшать амăшне.
Шуркассинче, Кăшнаруйĕнче те «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата юратсах çырăнчĕç.
Канаш районĕ.