Сывă çитĕнĕр, çĕр-шывшăн юрăхлă пулăр
Республикăри кардиологи диспансерĕнче чĕри аталанса çитмен ачасене пĕрремĕш хут коррекци операцийĕ тунă. Пирĕн кардиологсем валли Словакири Братиславăри ача-пăча кардиологи центрĕн профессорĕ Павел Гавора ăсталăх класĕ ирттернĕ.
Чĕрен çуралнă чухнехи амакĕ - теветкеллĕх ушкăнне кĕрекен чир-чĕр чĕрепе юн тымарĕсен çитменлĕхĕпе çыхăннă. Çапах та хутлăх çурхахĕн кăлтăкĕ тата артерин уçă çулĕ, тымар пĕрĕнни час-часах тĕл пулать. Тĕпрен илсен вĕсене хирурги мелĕпе сиплеççĕ, урăхла каласан кăкăр кăшкарне уçма, чĕрене вăхăтлăх чарма, юн хăвалакан ятарлă аппарата ĕçлеттерме тивет.
Чăваш Ен ачисем вара хирург скальпелĕсĕр хăйне евĕр операцире пулнă. Павел Гавора çирĕплетнĕ тăрăх - çакнашкал меслет пациентсен реабилитаци тапхăрне кĕскетет. «Операци 20 минут пырать. Пĕçĕри венăран е артерирен чĕре патне çинçе катетер диаметрĕ - 2-3 мм тÿрремĕнех илсе пыраççĕ те ятарлă материалпа уçă вырăна е тымара питĕреççĕ е ăна сараççĕ, - ăнлантарать Словаки кардиологĕ. - Операцие кăнтăрлаччен тунă тăк каç енне пациентсем ура çине тăраççĕ, апатланаççĕ. Пурте йĕркеллĕ пулсан вĕсене тепĕр куннех сыватмăшран кăлараççĕ».
Павел Гавора - çак меслетĕн йĕркелÿçисенчен пĕри. Братиславăра кун йышши операцие пĕрремĕш хут 1995 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттернĕ.
Шупашкарта çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче эндоваскуляр операцийĕнче çичĕ ача пулнă, асли - 10 çулта, кĕçĕнни - 2 çул та 3 уйăхра. Сиплеве "Пурнăç йĕрĕ" ыр кăмăллăх фончĕн, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тата Республикăри кардиологи диспансерĕн пĕрлехи проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă.
"Ку - нумай вăхăтлăх проект. Эпир ăна ирттермешкĕн тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ĕçтешĕмĕрпе Павел Гаворăпа пĕрле сахалтан та икĕ çул ĕçлемелле пулать. Унăн ăсталăх класĕсем Чăваш Ен специалисчĕсен - хирургсен, анестезиологсен, кардиологсен - опытне ÿстерме пулăшаççĕ", - палăртрĕ диспансерăн рентгенопераци уйрăмĕн ертÿçи Юрий Шамитов.
Республикăра кунашкал операцие халĕччен çитĕннисем тĕлĕшпе кăна ирттернĕ. Ачасене пысăк технологин медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермешкĕн ытти региона илсе кайма тивнĕ. Юрий Шамитов çирĕплетнĕ тăрăх - çĕнĕ операцин меслетлĕхне алла илнĕ май сиплев пахалăхĕ лайăхланса пымалла. Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчи пĕрремĕш ăсталăх класĕ хыççăн иккĕмĕшĕ пирки шухăшлаççĕ, малашлăхра вара республикăри ачасене çакнашкал сиплеве кирлине кура планпа йĕркелесшĕн.
Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республикăри кардиологи диспансерне çитсе курчĕ, унпа пĕрле çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулчĕç. Хăнасем хирурги корпусĕнчи кардиологин иккĕмĕш уйрăмĕн ĕçĕпе паллашрĕç, кăткăс операцире пулнă пĕчĕк пациентсемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулчĕç. Аслисем республика Пуçлăхне хамăр хутлăхрах чирлĕ ачасене сыватмашкăн май туса панăшăн, ывăл-хĕрне шанăç парнеленĕшĕн ăста та пултаруллă тухтăрсене чĕререн тав турĕç. Амакран хăтăлнисене Михаил Игнатьев Ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе саламласа çемçе тетте парнелерĕ. "Ÿсĕр, сывă та таса çитĕнĕр, тăван Чăваш Ене, Аслă Раççее юрăхлă пулăр, аçăр-аннĕре çитĕнĕвĕрсемпе савăнтарăр", - терĕ.
Ун хыççăн Михаил Игнатьев кардиологи диспансерĕн коллективĕпе, Братислава хулинчи ача-пăча кардиологи центрĕн профессорĕпе Павел Гаворăпа, "Пурнăç йĕрĕ" ыр кăмăллăх фончĕн представителĕпе Фаина Захаровăпа тĕл пулчĕ.
Алла Самойлова шухăшĕпе - пĕрлехи проекта пурнăçа кĕртнин усси куç умĕнчех: ачасене хамăр хутлăхра сиплеме, ытти çĕр-шыври ăста специалистсене чĕнсе илме тата вырăнти сиплевçĕсен ăсталăхне пуянлатма май килет. Чирлисене ытти регионта сиплеме тăкакланă укçа-тенкĕ халĕ республикăра юлать.
"Пурнăç йĕрĕ" фонд ытти субъектри ачасене сиплес енĕпе те сумлă тÿпе хывать. Фаина Захарова шухăшĕпе - общество пĕрлĕхĕн сăваплă миссийĕ чирлисен пурнăçне çăлса хăварни кăна та мар, пысăк технологи пулăшăвĕ валли çул уçни те.
Павел Гавора операцисем ăнăçлă иртнипе кăмăллă. Пирĕн хутлăха вăл икĕ кунлăха килнĕ. Хăй пĕлтернĕ тăрăх - диспансер кардиологĕсемпе иккĕмĕш хут тĕл пулать, унччен Хусанта иртнĕ конференцире курнăçнă. Кардиологсем те, анестезиологсем те ăста, кăткăс операцие ирттермешкĕн çапах та вĕсен татах вĕренмелле. Асăннă сиплев 20 минута тăсăлнине палăртнă май профессор малашне 2 сехете пыраканнисене ирттерме хатĕрленни пирки те пĕлтерчĕ.
"Чирлĕ ачасене пулăшмашкăн яланах хатĕр. Манăн ĕçĕмĕн кăтартăвĕ пĕлтерĕшлĕ пулсан килĕшмесĕр тăраймăп", - терĕ вăл. Чăн та, чăваш ачисене чĕре чирĕнчен сиплемешкĕн хамăр тухтăрсем вырăнтах май тупни çинчен ырă ят сарăлатех.
Словаки хăнине Чăваш Ен тĕп хули илемĕпе тата тасалăхĕпе килĕшнĕ. Анлă Атăлпа та кăмăллă вăл. Чăн та, аслă юхан шыва Раççейĕн ытти хулинче те курнă, анчах кунта вăл сарлакăшĕпе, мăнаçлăхĕпе тыткăнланă.
Ĕçлĕ тĕл пулура республикăра ача-пăча кардиологине малалла аталантарасси, сăваплă çак юхăма бизнес çыннисене хутшăнтарма кирли, ыр кăмăллăх фончĕсемпе çыхăнăва çирĕплетмелли çинчен калаçрĕç. Сăмах май, асăннă сиплеве финансламашкăн "Пурнăç йĕрĕ" пулăшнă. Çакăншăн ăна Михаил Игнатьев тав турĕ.
...Кардиологсен ăсталăхне палăртнă май çакна та асăнмалла: аслă шкул пĕтернĕ специалистсен хушшинче ют региона ĕçлеме каякансем пурри çинчен калаçнă чухне пирĕн республикăна ытти хуларан килсе Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавне аталантармашкăн сумлă тÿпе хывакан та çук маррине ăша хывмалла. Диспансерта ун пеккисем иккĕн, пĕри кардиологин Томск хулинчи шкулĕнче ăсталăха туптанă, тепри - Мускавра...
Комментари хушас