Енчĕкех кĕрсе каяççĕ

2 Çĕртме, 2014

Страхлакан пĕр организацирен шăнкăравларĕç: кĕçĕн класра вĕренекен хĕрĕм вĕсем йĕркеленĕ конкурсра сертификата тивĕçнĕ-мĕн, ăна пырса илме чĕнеççĕ. Ачашăн хĕпĕртенĕскер килĕшрĕм, анчах ĕçрен тухса утма ниепле те май килмерĕ. Менеджер кунсеренех шăнкăравларĕ, тĕл пулма ыйтрĕ. «Хăвăрах шкула кайса парсамăр, темĕнле пысăк шайра ирттерекен конкурс çĕнтерÿçисене те награда хăех шыраса тупать те сирĕн пата вара пырса илмелле темшĕн. Ачана линейкăра, халăх умĕнче чыслани çын урлă парса янинчен чылай лайăхрах-çке», - тетĕп хайхискерне. «Сирĕн вăхăт çук тăк хамах пыратăп», - çине тăчĕ менеджер.

Кĕçех пÿлĕме çамрăк хĕрарăм кĕчĕ. Хайхи сертификата /унашкаллине кирек кам та хатĕрлĕ: ахаль хута пичетлесе алă пус, пичет çап - пулнă та, файл хутаçа чикесчĕ хăть/ кăларса хучĕ, ытти документ туртса кăларчĕ те ыйтусем пама тытăнчĕ. Пирĕн çемье тупăшĕпе, упăшка мĕн чухлĕ ĕçлесе илнипе, уйăхсерен мĕн чухлĕ укçа тăкакланипе кăсăкланчĕ. Пĕрремĕш хут курнă çынна мĕншĕн йăлтах çаксене уçса памалла тет-ха? Тĕрĕссипе, унпа калаçмашкăн вăхăт та, кăмăл та çукчĕ. Манăн хуравсенчен çакна сисмерĕ-ши вăл? Менеджер хăпма пĕлмерĕ, страхлас енĕпе пулăшу сĕнчĕ. Тĕлĕнмелле вăхăтра пурăнатпăр эпир - пурте укçа сĕнеççĕ: банксем те, кивçен паракан организацисем те... Кусем те çын сывлăхĕпе инкек пулсан 200 пин тенкĕ пама шантараççĕ, синкере çакланмасан укçа хуçи патне каялла таврăнать-мĕн. Анчах малтан вĕсен организацине уйăхсерен икĕ пин тенкĕ ытла укçа хурса тăмалла... «Сирĕн халĕ çумра мĕн чухлĕ укçа пур?» - ыйтать хайхи менеджер. Кай, енчĕке хăех кĕрсе каять ку! Кăçал хĕлле пĕлĕшĕмĕн ачи конькипе ярăнма кайсан ÿкнипе малти икĕ шăлне катса пăрахнине каласа кăтартатăп хайхине. Халĕ те больница тăрăх çÿреççĕ, чылай укçа тăкакларĕç. Амăшĕ ачине 30 пин тенкĕлĕх страхланă пулин те пĕр пус укçа та илеймерĕ.

Менеджер çаплах хăпма шухăшламарĕ те. Вăл каланă тăрăх - 35-рен иртнĕ хыççăн вилме хатĕрленме тытăнмалла, хăйне пытармалăх укçа пухса пымалла. /Шăпах çав кунсенче хам 35 тултарнăччĕ те ку, чăнах та, мана валлиех ĕнтĕ/. «Икĕ çултан - вилсен çавăн чухлĕ укçа тухать, виçĕ çул хыççăн - кун чухлĕ», - таблицăпа усă курсах ăнлантарать агент. «Кирлĕ пулсан Интернетра шыраса тупатăп», - итлес килмиех пулнипе хуравлатăп ăна. Ку информаци ниçта та çук, çавăнпа та страхлакан служба ĕçченĕ мана каласа кăтартмашкăн хăй ятарласа килнĕ иккен.

Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, эпĕ те ăна пирĕн хаçатра пĕлтерÿ пама сĕнетĕп. Юрать-ха хĕрарăмĕ - чăваш. «Тираж - 9 пин ытла, вăт хăвăр пирки çырса кăтартăр пирĕн хаçатра, - çине тăтăм хам та. - Чимĕр-ха, эсир «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене вулатăр-и? Атьăр сире «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнтаратăп». Ытти хаçат ятне, хакне те асăнтăм. «Çур çул хаçат илсе тăрассишĕн те 340 тенкĕ кăларса хурас килмест сирĕн авă, хăвăр манран уйăхсерен 2 пин тенкĕ ытла укçа куçарма ыйтатăр», - тетĕп менеджер хирĕçленине кура. Эпĕ урлă-пирлĕ калаçни ăна килĕшмерĕ. Ĕç тухманнине кура вăл та кăнттамлăхне хута ячĕ. «Ан манăр - эпир яланах вăхăтлă килетпĕр. Ĕçре пĕр тĕслĕх пулнăччĕ: арçын хăйĕн пурнăçне страхлама килĕшрĕ, унпа тепĕр кун тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Шăнкăравларăм та телефона ывăлĕ тытрĕ - ашшĕ вилнĕ иккен», - агент çапла калани чикан майри ылханнă евĕрех илтĕнчĕ...

Унтан темиçе пĕлĕшĕмĕн телефон номерне ыйтрĕ. Манăн тăшмансем çук вара... Пĕр номер те памарăм.

Укçа-тенкĕпе çыхăннă тĕллевĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ачасене хушша-хуппа кĕртни тарăхтарчĕ. Тĕрĕссипе, страхлакан организацие вĕсен ÿкерчĕкĕсем ашшĕ-амăшĕнчен укçа сăптăрма çул хывма кăна кирлĕ. Ăна-кăна чухлайман тĕпренчĕксем вара урок тума пăрахсах конкурс валли ÿкерчĕк ăсталама лараççĕ.

«Укçа кăларса тыттариччен мĕнле организаципе çыхланнине тĕрĕслес йăла пур, сирĕн çинчен çынсем мĕн çырнине форумра вулар-ха», - менеджер умĕнчех компьютер умне кĕрсе лартăм. «Акă курăр, куç тĕлне лекнĕ пĕрремĕш сайтрах çапла çырнă: «финанс пирамиди», «укçа сумалли мел», «ултавçăсем»... Татах калас-и?« «Апла тăк хамăн пуçлăха яратăп сирĕн пата», - тарăхрĕ менеджер, пай пуçлăхĕ патне шăнкăравларĕ. Э-э çук, кирлĕ мар... Тепĕр тесен - килтĕр-иç. Ĕçне йĕркеллĕ пурнăçлама пĕлмен сотрудникĕ пирки каласа кăтартăп ăна.

Çур кун та иртмерĕ, пÿлĕме пай пуçлăхĕ хăй çитсе тăчĕ. Хăйсен ĕçченĕшĕн каçару ыйтрĕ, лешĕ çĕнĕ çын пулнă иккен. Юрать-ха ку «кĕмĕл» сăптăрас тесе аптăратмарĕ...

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.