Archive - 7 Çĕртме, 2014

7 Çĕртме, 2014

Шывăн турачĕ çук

Шăрăхра ача-пăча та, çамрăксем те, аслă ăру çыннисем те шыв хĕррине васкаççĕ. Тем тесен те унта уçăрах. Шыва кĕнĕ вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине никамăн та манма юрамасть. Ача-пăча тĕлĕшпе аслисен уйрăмах тимлĕ пулмалла.

Пĕчĕккисене мăн çынсемсĕр шыва кĕме ямалла мар. Çыран хĕрринче ачана пĕлĕшсемпе те ан хăварăр. Вĕсем ăна пăхса çитереймесен те пултараççĕ.

Пĕчĕк ачасен чăммасан лайăхрах, мĕншĕн тесен хăлхана шыв кĕрсен чир пуçланас хăрушлăх пур.

Унсăр пуçне çыран хĕрринчех вылякан шăпăрлана шыва ÿкесрен асăрхамалла.

7 Çĕртме, 2014

Çул-йĕр ĕçченĕсен яваплăхне епле ÿстермелле-ши?

Ăçта камшăн мĕнле те, республика тĕп хулинче пурăнакансемшĕн çулла çитни çул çинче тата ун айккипе чава-чава тухнă траншейăсенчен лайăх курăнать. Айккинчи шăтăк-путăк вĕчĕрхентерет, паллах, çывăх вăхăтрах сирĕн хваттерте ăшă шыв çухалассипе çыхăннă-çке вăл. Телее, ăна чăтса ирттерме пулать. Коммуналлă хуçалăх ку енĕпе пирĕн чăтăмлăха çулсеренех тĕрĕслет те - цивилизаци çак ырлăхĕсĕр пĕр вăхăт пурăнмашкăн шăла çыртса чăтма хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Вăт çул çинчи шăтăк-путăк пирки вара - пачах урăх калаçу. Нумай чухне инкекпе вĕçленет вăл. Чи хăрушши - çын вилесси - таранах илсе çитерме пултарать.

7 Çĕртме, 2014

Кĕрлет пасар... çул хĕррипе

Йывăç-тĕм лартасси кăткăс та яваплă ĕç пулнине пурте пĕлеççĕ. Тутлă та йышлă пан улми çиес тесен хунавне тĕрĕс суйламалла. Нумай чухне вара вĕçĕмсĕр васкакан çын сутуçă мĕн каланине итлесех укçине кăларса хурать. Çав тĕм мĕнпе савăнтарассине вара кайран тин пĕлĕпĕр. Кунта савăнтарассине кавычкăна илсен те юрать. Чăннипе мĕн ÿсесси икĕ телейлĕ. Мĕн шантарни пулсан аванччĕ те. Анчах хăш-пĕр хунав типсе ларать е пачах урăх йывăçа "çаврăнать".

7 Çĕртме, 2014

Тĕрлĕ ăрăва çыхăнтаракан вăчăра

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ĕçлекен куравсенчен пĕрин пирки чарăнса тăрасшăн. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Петр Пупинăн юбилей куравĕ. Петр Степанович кăçал 60 çул тултарчĕ, ун пултарулăхĕпе ĕç-хĕлĕ пирки "Хыпарта" каласа кăтартнăччĕ.

7 Çĕртме, 2014

Ачасемшĕн çитĕннисем яваплă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ачасен тата тин çуралнисен вилĕмне сирес енĕпе ведомствăсен хушши

7 Çĕртме, 2014

Социаллă чи лайăх ĕçчен

Социаллă ĕçчен кунĕ умĕн, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, аслă ăру çыннисемпе инвалидсен «Вега» социаллă-сиплев центрĕнче професси ăсталăхĕн республикăри «Чи лайăх социаллă ĕçчен» ята çĕнсе илессишĕн пынă конкурсăн финал тапхăрĕ иртнĕ.

Pages