Çĕнтерÿшĕн пĕрле савăнасчĕ

7 Çĕртме, 2014

Иртсе каякан эрне спортăн тĕрлĕ шайри ăмăртăвĕсемпе пуян пулчĕ. Кĕçнерни кун Шупашкар районĕнче XVII Республикăри ялăн çуллахи спорт вăййисем уçăлчĕç. Спортăн 13 тĕсĕнче: волейбол, кире пуканĕ йăтасси, армспорт, сĕтел çи теннис, çăмăл атлетика, кĕрешÿ, полиатлон, «городки», виçĕ енлĕ кĕрешÿ, мини лапта, канат туртасси, «Атте, анне, эпĕ - туслă çемье» хаваслă старт тата ытти те - хĕрÿ тупăшусем иртрĕç. Кунсăр пуçне йăлана кĕнĕ йĕркепе доярсен, çавапа çулакансен тата механизаторсен хăвăртлăхĕпе çаврăнăçулăхне тĕрĕслес енĕпе те ăмăртусем йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕ район Раççей шайĕнчи ăмăртура /вăл утă уйăхĕнче Воронеж облаçĕнчи Çĕнĕ Воронеж хулинче иртет/ Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕ.

Çавапа çулакансен турнирĕ - чи кăсăккисенчен пĕри. Хĕртекен хĕвеле пăхмасăрах ăмăртăва 12 команда хутшăннă. Утă çулакансен хăвăртлăхĕпе пахалăхне хаклакан тÿресем пĕрремĕш вырăна Вăрнарсене кăларнă, Шупашкар, Комсомольски районĕсем - 2-мĕшпе 3-мĕш.

Шупашкар районĕнчи Цветковсем пĕрре мар «Спортпа чи туслă çемье» ята çĕнсе илнĕ. Хальхинче те вĕсем пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарчĕç. Канаш районĕнчи Атнашран килнĕ Ивановсем çулсеренех тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ. Кăçал вĕсем «Атте, анне, эпĕ - туслă çемье» хаваслă старта тăнă, хăйсен категорийĕнче 3-мĕш вырăна тухнă.

Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн «Олимпийский» стадионĕнче XVII Республикăри çуллахи ял спорт вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Спорт уявне ЧР ял хуçалăх министрĕ, «Урожай» физкультурăпа спорт обществин председателĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ - бюджет, финанспа налук енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Князев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, Шупашкар район администраци пуçлăхĕ Георгий Егоров хутшăнчĕç.

Кÿкеçри стадион шăпах 10 çул каялла, V Пĕтĕм Раççейри ялăн çуллахи спорт вăййисем умĕн, уçăлнă. «Объекта 160 кунта хута яма пултартăмăр, халăх нимелле ĕçлерĕ. 12 пин тăваткал метр уя çынсем хăйсен аллипе çерем хунă, чун ăшши хывăннă унта. Халĕ те стадиона тирпейлĕн тытса тăнăшăн, кунтан халăх татăлманшăн чун савăнать», - палăртрĕ Анатолий Князев.

Республикăри «Урожай» спорт обществин ялавне çĕклемешкĕн полиатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕ Галина Павлова /Вăрнар районĕ/, канат туртас енĕпе спорт мастерĕ Александр Сергеев /Канаш районĕ/, кросс енĕпе Европа первенствинче кĕмĕл çĕнсе илнĕ Александр Новиков /Шупашкар районĕ/ тивĕçрĕç.

Кÿкеçре вăйăсем ирхи сакăр сехетрех пуçланнă. Республикăри кашни районтанах килсе çитнĕ спортсменсем. Шел, хĕрÿ тупăшусем хыççăнах саланнă. Çакăншăн ял çыннине тÿрре кăларма та пулать-ха: çулĕ вăрăм, кашнинех килти хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх... Каçхи пилĕк сехет иртнĕ пулин те хĕвел кăнтăрлахи пекех пĕçертетчĕ. Çавăнпа та уява уçнă самантра стадион пушанма ĕлкĕрнĕччĕ. Хаваслă стартра малти вырăнсене çĕнсе илнĕ çемьесем çеç юлнăччĕ. Медальпе, Тав хучĕпе, парнепе чысланă хыççăн вĕсем те килелле васкарĕç. Çапла вара республика шайĕнчи мероприятие илем кÿрекен артистсен пушă тенĕ пек стадионта юрлама-ташлама тиврĕ. Концерт программине, чăн та, хурлама çук, чи пултаруллă коллективсене илсе килнĕ. Ăмăртма пĕлетпĕр те, ыттисемшĕн савăнма, вăхăта хаваслă ирттерме, пĕр сăмахпа - канма, хăнăхмалла-ха пирĕн.

Ĕнер те Кÿкеçри «Олимпийский» стадионта кунĕпех ăмăртусем иртнĕ. Вĕсен кăтартăвĕсемпе тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.