Тĕрлĕ ăрăва çыхăнтаракан вăчăра

7 Çĕртме, 2014

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ĕçлекен куравсенчен пĕрин пирки чарăнса тăрасшăн. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Петр Пупинăн юбилей куравĕ. Петр Степанович кăçал 60 çул тултарчĕ, ун пултарулăхĕпе ĕç-хĕлĕ пирки "Хыпарта" каласа кăтартнăччĕ.

Кирек мĕнле курав уçăлни те - пысăк пулăм. Тепĕр чухне, шел те, вĕсем халăхăн пысăк пайĕ сисмесĕрех иртсе каяççĕ. Петр Пупинăнни пирки апла калаймăн, ăна уçма ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Петр Краснов, искусствоведени докторĕ, РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Алексей Трофимов хутшăнчĕç. Республика тулашĕнчен те хăнасем пулчĕçS Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен "Еткер" ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕ Олег Мустаев, Эрĕнпур чăвашĕсен наци культура автономийĕн председателĕ Петр Семенов тата ыттисем. Тус-юлташĕн, ÿнерçĕн пултарулăхне хисеплекенсен, куравçăсен йышĕ те нихçанхинчен те пысăкчĕ. Çакă, паллах, Петр Пупин скульпторăн сумĕ вышкайсăр пысăк пулнипе çыхăннă ĕнтĕ.

Кураври кашни ĕç пирки тĕплĕн калаçма пулать. Чăваш Енĕн пĕрремĕш олимпиецĕн Ардалион Игнатьевăн бюсчĕ е Иоаким Максимов-Кошкинский драматургăн асăну палăк-бюсчĕ-и, "Хыпар" хаçат никĕслевçин Николай Никольскин палăкĕ е Никита Бичурин ăсчахăн бюсчĕ - кашнийĕнче скульптор хăйĕн чун ăшшине хăварнăн туйăнать. Петр Степановичăн произведенийĕсем тăван халăхăн тĕрлĕ ăрăвне пĕр тĕвĕре, вăчăрара тытма, курма пулăшаççĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.