Комментари хушас

7 Çĕртме, 2014

Кĕрлет пасар... çул хĕррипе

Йывăç-тĕм лартасси кăткăс та яваплă ĕç пулнине пурте пĕлеççĕ. Тутлă та йышлă пан улми çиес тесен хунавне тĕрĕс суйламалла. Нумай чухне вара вĕçĕмсĕр васкакан çын сутуçă мĕн каланине итлесех укçине кăларса хурать. Çав тĕм мĕнпе савăнтарассине вара кайран тин пĕлĕпĕр. Кунта савăнтарассине кавычкăна илсен те юрать. Чăннипе мĕн ÿсесси икĕ телейлĕ. Мĕн шантарни пулсан аванччĕ те. Анчах хăш-пĕр хунав типсе ларать е пачах урăх йывăçа "çаврăнать".

- "Брянская красавица" тесе çырнă-ха кунта. Мĕн "чиперкки" пултăр кунтан? Хунавне пăхсах ыррине кĕтмелли марри паллă, - шухăшне пĕлтерет патшалăхăн аслă инспекторĕ Валентина Никитина трасса хĕрринче сутакан тĕмсене тĕрĕсленĕ май. - Акă туни аманни куç умĕнче, унăн хуппи сĕвĕнсе ÿкнĕ. Тымарĕ те типме пуçланă авă.

Сутуçă вĕсене юнашар регионтан илсе килнĕ тесе ĕнентерет те, пахалăх тата карантин сертификачĕ ыйтать инспектор. Çук! Хунав чирлĕ маррине тата сортне çирĕплетекен документсемпе кăсăкланатпăр. Кусем та çук! Этикеткисем тăрăх та нимĕн те пĕлеймĕн. Унта вара тĕме ÿстернĕ адрес та, хуçалăхпа çыхăнмалли телефон номерĕсем те, тĕплĕ ытти информаци пулмалла. Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртни те пĕлтерĕшлĕ. Анчах сутуçă пĕр ыйтăвăн хуравне те тупаймасть.

Çапах машинăсем чарăнаççĕ, суту-илÿ пырать. Тĕмсем çинчи сăн ÿкерчĕксем кăчăк туртаççĕ тейĕн. Хакĕсем те илĕртеççĕ çав - ятарлă питомникринчен 2-3 хут йÿнĕрех.

Инспекторсем каланă тăрăх, шăпах çул хĕрринче, пасар çывăхĕнче сутакансене ятарлă документсем пулманран административлă майпа явап тыттарма тивет. Хăшне-пĕрне вара - темиçе хут та: штраф виçи пысăках марри йĕркене пăсассинчен пистермест.

Документсăр тĕмпе вара сад-пахчана кĕтмен хăнасем те килсе кĕме пултараççĕ. Акă иртнĕ уйăхра пан улми, черешня, груша тата кĕл чечек тĕммисене лабораторире тĕпченĕ. Пан улми тымарĕ çинчи тăпра сывă марри палăрнă - унпа çĕр улмин ылтăн нематоди "явăçса" тухнă. Тĕм лартнă лаптăкри çĕре лабораторие ăсатнă. Çав вырăн асăннă карантин объекчĕпе пуян пулни çирĕпленнĕ çеç.

Пĕлтĕр 1000 ытла тĕм-хунава тĕрĕсленĕ. Пур çĕрте те тенĕ пекех çитменлĕхсем тупса палăртнă. Кăçал та çак енпе тимлĕхе çухатман. Управлени ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ - ютран килекен чир-чĕр, хурт-кăпшанкă çулне пÿлесси, республикăра сарăлма чарасси. Çапах çынсен хăйсен те вичкĕн куçлă пулмалла. Тымар сахалрах сиенленнин вăй илсе каяс шанăç пысăкрах теççĕ специалистсем. Типсе кайнă хунава ан туянăр. Тавара нимĕнпе те чĕркемесĕр çĕр çинче вырттарни те япăх. Тымарĕ типĕ тата çил çинче нумай вăхăт выртнă тăк вăл вилнĕ тесен те юрать. Хуппине сăнăр: пĕркеленчĕклине тахçанах чавса кăларнă, эппин, типме те ĕлкĕрнĕ вăл.

- Ятарлă питомниксенче улталамаççех, - ĕнентерет Валентина Владимировна.

Надежда Васильева.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.