Archive - 4 Çĕртме, 2014
Каткассинчи ниме
Уяв сакки сарлака
"Хресчен сасси" 04.06.2014
"Xыпар" 04.06.2014
Çĕр-шыв чысне хÿтĕлет
"Эпĕ чейниксен пуçлăхĕ"
Пирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ
Иртнĕ вырсарни кун Ишек пасарне кĕрсе тухма тиврĕ. Чылай çул каялла пулнăччĕ-ха кунта. Виçĕм кунхи пулăм манăçми ачалăхра упранса юлнă çак саманта куç умне тепĕр хут кăларчĕ: эпĕ, ялти шкулăн пуçламăш класĕнче вĕренекенскер, Ишек пасарĕнче пулнине тантăшсем мăнаçланса-мухтанса каласа панине итлесе йăлăхнăран, кукамая пĕр-пĕр кун мана та хăйĕнпе унта илсе кайма тилмĕрме пуçларăм. Ÿкĕте кĕртрĕмех хаклă çыннăма. «Ыран ирпе ирех, хĕвел тухичченех çула тухăпăр эппин», - терĕ вăл мана ачашшăн çупăрласа. Çав вăхăтрах çул çывăх марри çинчен те асăрхаттарчĕ. Шеллерĕ-ши?